Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Элкел районĕн почта уйрăмĕн ĕçченĕсемпе çывăхрах паллашас тесе «Сувар» хаçат ĕçченĕсем ятарласа пуçтарăнса кайрăмăр. Лидия Чуманова пире урама тухсах хапăл туса кĕтсе илчĕ. Питĕ кăмăллă.
Пирĕн почта ĕçченĕсем патне, паллах, пĕр ыйту – çырăнтару. Элкел районĕ вара çак ыйтупа пит кăсăклансах каймастчĕ. Сăмах чăваш хаçачĕ çинчен пырать.
– Пирĕн районта чăвашла вĕрентсех кайман. Çавăнпа та вулама пĕлместпĕр. Вуламан çынна епле ирĕксĕр хаçат çырăнтармалла-ха, – тет районти почта уйрăмĕн начальникĕ Лидия Николаевна. – Район хаçатне вара питĕ нумай çын çырăнать.
– Ытти районсенче кашни кăларăм валли план параççĕ. Сире ун пек хушу пулман-и? – кăсăклантăм эпĕ кӳршĕ район почта уйрăмĕсем мĕнлерех ĕçленине пĕлсе.
– Пире те параççĕ. Пĕтĕмĕшле план параççĕ. Вĕсенчен пысăк процентне район тата регион хаçачĕсене çырăнтарма хушаççĕ, унтан республика шайĕнчисене. Ыттисене вара…
– Эпир те республика шайĕнчи шутланатпăр вĕт-ха, – тетĕп хамăр хаçатпа мăнаçланса. – Иртнĕ çырăнтарура миçе экземпляр çырăннăччĕ сирĕн район çыннисем?
– Нумаях мар темелле. Пĕтĕмĕшле илсен, 98 экземпляр шутланать.
– Тен, хальхинче ытларах çырăнтарма май пулĕ?
– Çывăх вăхăтра отчет кунĕ иртмелле. Çавăнта пуçтарăннă почта уйрăмĕн пуçлăхĕсемпе çак ыйтăва сӳтсе явма май пур. Ĕçлĕпĕр.
– Миçе чăваш ялĕнче почта пур?
– 21 почта уйрăмĕнчен 8-шĕнче чăвашсем пурăнаççĕ. Унта та Чăваш Пăрнай ялĕнче тата Сиктĕрме-Хусанкайра кăна чăвашла вĕренекенсем пур темелле. Ытларах çав ялсенче çырăнтарма тăрăшăпăр, – тет Лидия Николаевна кăмăллăн.
Малашне эпир кашни район уйрăмĕн начальникĕсемпе тата чăвашсем пурăнакан почта уйрăмĕн пуçлăхĕсемпе пĕрре мар тĕл пулма палăртса хунă. Тен, вĕсем те хаçат ĕçченĕсемпе çывăхрах паллашасшăн?
Çитес эрнере почта уйрăмĕн ĕçченĕсен кунĕ пулмалла. Эпир сире çак паллă кунпа ăшшăн саламлатпăр. Малашне те хаçат ĕçченĕсемпе пĕр сăмахлă пулса кал-кал ĕçлеме сунатпăр.
 
: 770, Хаçат: 40 (978)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: