Элкел районĕнчи Тури Çĕньялти Ольга Александровна Скрипачевăн ĕçĕпе эпир Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче апрель уйăхĕнче иртнĕ «Диаспорăри чăваш библиотеки – культурăри еткерлĕх тата халăх йăлисен управçи» регионсен хушшинчи семинарта пуçласа паллашнăччĕ. Ун чух семинар делегачĕсем, çав шутра эпир те, Ольга Александровнăн ĕçĕсенчен питĕ тĕлĕннĕччĕ. Хитре ывăссене пĕр-пĕр фабрикăра мар, килте, çитменнине ялтах хатĕрленине пĕрре те ĕненес килменччĕ. Халĕ вара ăстапа хăйĕнпе çывăхрах паллашма май пулчĕ.
Ольга Скрипачева тĕлĕнмелле çын. Вăл Тури Çĕньял шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет иккен. Çав вăхăтрах чун киленĕвĕ валли те вăхăт тупать. Ку кăна та мар, хоббие ачасене явăçтарать. Чун киленĕвĕ вара унăн тĕрлĕрен: пусма татăкĕсенчен пуканесем çĕлесси, тăмран, хутран тĕрлĕ япала ăсталасси, декупаж…
– Чун киленĕвне шкулти ĕçпе çыхăнтарасси ăнсăртран пуçланчĕ тесен те юрать, – калаçăва пуçларĕ педагог. – Манăн анне Маргарита Степанова ал ăсти, мĕнпур ĕçе пултарать. Вăхăтĕнче вăл «Работница» журнал çырăнса илетчĕ. Пĕррехинче çак журнал ăшĕнче чĕр чун-пукане выкройкине асăрхарăм та çĕлесе пăхма шутларăм. Çав тери килĕшсе кайрĕ. Çак выкройкăна пăхса ытти теттесем çĕлес шухăш çуралчĕ. Çапла ĕç урокĕсенче ачасемпе пĕрле пуканесем çĕлеме тытăнтăмăр та. Паллах, пукане çĕлесси хăвăрт пулакан ĕç мар, пĕр пуканене темиçе урок çĕлеме тивет. Пусма-тавара хăшне ачасем, нумайăшне килтен хам илсе килтĕм. Халĕ пирĕн пурĕ 15 пукане.
Паллах, пуканене илемшĕн кăна çĕлемен вĕсем. Класс театрне йĕркеленĕ. «Теремок», «Колобок», «Заячья избушка» тата ытти вырăс халăх халапĕсене, чăвашла, акăлчанла пьесăсем хатĕрленĕ. «Çак ĕç хама та çав тери килĕшет, ачасене те аталанма пулăшать», – терĕ Ольга Александровна кун пирки.
Пукане театрĕ халĕ вырăнти ача садĕнче, шкулти концертсенче тата районти ача-пăча приютĕнче чи кĕтнĕ хăна пулни каламасăрах паллă. Эпир пынă чухне те пушă марччĕ вĕсем, Ватăсен кунне хатĕрленнине пĕлтерчĕ учитель.
Пуканесем çĕленипе пĕр вăхăтрах Ольга Александровна ачасемпе пĕрле тăмран тĕрлĕ япаласем те ăсталама пуçланă.
– Тăмран тĕрлĕ япаласем ăсталамалли технологие кĕнекесем тăрăх хам тĕллĕнех вĕреннĕ эпĕ. Ун чух Интернет çукчĕ-ха, çавăнпа кирлĕ кĕнекесене почтăпа çырăнса илеттĕм. Тăма та таврари çырма-çатрасенчен хамах кайса илсе хатĕрлеттĕм, – тăсăлать малалла калаçу.
Ольга Александровна каланă тăрăх, ачасене ку ĕç те питĕ кăмăла кайнă.
– Çӳлĕк çине пăхăр-ха, пирĕн кашни çулталăка халалланă чĕр чун, гороскопăн кашни палли пур. Чăн та, вĕсем тахçанах ăсталанисем. Кăçал ку ĕçе çĕнĕрен чĕртес тетпĕр-ха, тăм хатĕрлерĕм те ĕнтĕ, – пĕлтерет педагог ачасен ĕçĕсемпе паллаштарнă май.
Темĕнпе те интересленекен учитель кунпа кăна лăпланман-ха, малалла тата декупаж ăсталăхне алла илнĕ. Каллех хăй тĕллĕн.
– Интернетпа усă курма пуçланăранпа чăнах та темĕн те вĕренес килет. Декупажпа аппаланма пуçлани нумай мар-ха, çулталăк çурă çеç. Технологийĕ йывăр мар, ăна кирек кам та вĕренме пултарать. Ачасем те вĕренсе çитрĕç ĕнтĕ. Халĕ хăйсемех сăрăсем туянаççĕ, ашшĕсене фанерăран ывăссем тата ытти тĕрлĕ япаласем касса пама ыйтаççĕ. Хама мана ку енĕпе мăшăр, ывăлăм тата тете пулăшаççĕ. Сăмах май, тете те, ывăлăм та йывăçран темĕн те каскалама ăста. Йывăçран каскалакан станочника вĕреннĕ вĕсем.
Хитре сăрласа илемлетнĕ ывăссем унччен Ольга Александровнăн тăванĕсемпе юлташ-пĕлĕшсен çурчĕсене кăна илемлетнĕ пулсан, халĕ ялĕпех саланнă, тавра ялтан ятарласах заказ пама килеççĕ-мĕн. «Вăхăт çеç çитмест», – йăл кулать вăл кун пирки.
Чун киленĕвĕ валли вăхăт çитмест текелет пулин те, хăй çĕнĕрен çĕнĕ технологие вĕренмесĕр тăмасть. Хальхинче акă, унăн аллинче хаçат хучĕ шедевра çаврăнать иккен. Ку ĕçе пуçăннă кăна-ха вĕсем, çавăнпа хут кашпо та, карçинкка та курăнмарĕ-ха хальлĕхе. Хăй калашле, ĕçе пуçăннă кăна-ха. Ал айĕнчи хатĕрсенчен çакăн пек хитре япаласем ăсталасси хĕр ачасене кăна мар, арçын ачасене те килĕшет иккен. Кружока кĕçĕн классемпе пĕрле аслăраххисем те хаваспах çӳреççĕ. Интересленекен тата интереслентерме пĕлекен педагог патне мĕнле çӳремĕн-ха, пултарулăхĕпе илĕртет-çке.
![]() |