Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче Тутарстанра фермер хуçалăхĕсем сахал мар йĕркеленчĕç, шел пулин те, вĕсенчен пурте ăнăçлă алă çавăрса ячĕç теме çук. Ял хуçалăхĕ пурин валли те шăл çемми мар-тăр çав, конкуренци пысăк. Çапах та ниме пăхмасăр ăнăçлă ĕçлекеннисем те нумайăн, вĕсен хушшинче, паллах, чăвашсем те пур. Элкел тăрăхĕнчи Юрий Анатольевич Тяминов акă 2005 çултах Чăваш Пăрнайĕнче фермер хуçалăхне йĕркеленĕ.
Юрий Анатольевич темиçе çул ĕнтĕ тара илнĕ çĕр çинче тыр-пул, çĕр улми акса илет. Фермер кăçал кĕрхи тулла, урпапа сĕлле – 550, çĕр улмине 85 гектара акнă. Паллах, ӳсен-тăранпа çыхăннă ĕç çыннăн пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен кăна килмест. Пулас тухăçăн шăпине, ăна пухса илессине нумай чухне çанталăк татса парать. Эпир Элкел тăрăхне кайнă кунсенче Юрий Анатольевичăн хуçалăхĕн хирĕнче ĕç вĕçленменччĕ-ха. Çĕр улмине кăларса пуçтаракан комбайн юлашки 12 гектарти тухăçа пуçтарма тухнăччĕ. Çанталăк уяр тăнипе туллин усă курса юлас тесе çĕр ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшатчĕç. Урăхла юрамасть-çке, пулас тухăç çине укçа тенки те, вăй-халĕ те сахал мар кайнă, эппин, тухăçа çухатусăр пухса кĕртмелле.
– Юрать-ха кăçал шыв сапмалли установкăсем лартрăмăр. Унсăрăн тухăç пулмастчĕ. Мĕншĕн тесен юлашки виçĕ çулта пирĕн тăрăхра типĕ çанталăк тăчĕ, – терĕ кун пирки фермер.
Юрий Анатольевич кăçал республика программине хутшăнса шыв сапмалли икĕ установка туяннă. Хаклă оборудованипе усă курни лайăх тухăç, гектартан 200-300 центнер, илме пулăшнă та.
Чăн та, тымар çимĕçе хальлĕхе пĕтĕмпе миçе тонна пуçтарни пирки çеç каламарĕ фермер. «Шутлама вăхăт çук, çĕр улмине кăларса пĕтересчĕ», – терĕ çеç.
ТР Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем республикăра çĕр улми чирĕсем сарăлни пирки асăрхаттарчĕç. Фермер кун пирки шутламасть мар. Тяминовăн ку енĕпе хăйĕн тактики, вăрлăха вăл нихăçан та ютран туянмасть. Кăçал лартнă çĕнĕ «Ред Скарлетт» сорта, тĕслĕхрен, Анат Кама районĕнчен кӳнĕ.
Çĕр улмине пухса илнипе кăна мар, ăна вырнаçтармалла та. Юрий Анатольевич çĕр улмипе вырăнти халăха тивĕçтернисĕр пуçне ютран килекен усламçăсене сутать. Шел те, нушаланнине кура тупăшне тивĕçлинех илеймест çав. Ытти çулсенче тухăç ăнсах пулманни, кăçал хака Чăваш Ен йӳнетни чăрмантарать. Унта çулла çумăр нумай çунипе тухăç пысăк çитĕннĕ иккен. Çавăнпа фермерăн çĕр улмине килограмне 6-7 тенкĕпех сутма тивет.
Паллах, çĕр ĕçне пĕччен тума çук. Ю.Тяминовăн та хуçалăхĕнче ялан ĕçлекенсем пур. Чăн та, коллектив пысăк мар, 12-15 çын çеç, тĕпрен илсен унта чăвашпăрнайсемех тăрăшаççĕ. Хиртен кӳрекен тухăçа суйласа уйăрма, вăрлăха вырнаçтарма ял çыннисемпе шкул ачисем те пулăшаççĕ, паллах, тӳлевсĕр мар. Ытти фермерсен опычĕпе паллашни те пулăшмасть мар. Кун пек ĕçре ĕçтешсемпе хутшăнмасăр пулмасть-çке. Сăмах май, Ю.Тяминов Тутарстан Фермерсен ассоциацийĕнче те тăрать. Ĕçре йывăрлăх пулсан, ассоциаци пулăшмасăр хăвармасть-мĕн ăна.
Фермер хуçалăхĕ колхоз мар, тупăшсăр ĕçлесси йăлара мар уншăн. Юлашки çулсенче çĕр улмирен тупăш питех илменнине кура Ю.Тяминов та акă çитес çул тата кишĕрпе купăста акса пăхма шутлать. Тен, чăнах та ĕç ăнĕ. Çитменнине ку культурăсене ӳстерме фермера типĕ çанталăк тăни те хăратмĕ, шыв сапмалли установкăна пĕр ахаль туянман-çке.
 
: 862, Хаçат: 40 (978), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: