Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (28.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи «Корм Дрожжановский» агрофирмăра темиçе комбайн хирте пуян тухăçа пуçтарчĕç. Çак çĕнĕ йышши хир карапĕсенчен пĕринче çамрăк комбайнер Алексей Павлов ăмăртмалла тыр-пул çапса пычĕ.
Алексей çулĕпе çамрăк-ха, 18-та кăна. Апла пулсан та малта пыракан комбайнерсенчен пĕрре те юлмасть. Кăçал акă, унăн комбайнĕ çине Тутарстан ялавĕ лартнă, парнесем панă. Ку хирте ĕçлекенсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
– Алексейпе эпир мăнаçланатпăр. Вăл темиçе çул каяллах комбайнер пулăшуçи пулса хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Унăн опычĕ пысăк. Çавăнпа та мала тухни пире пĕрре те тĕлĕнтермест, – тет «хир хуçи» Сергей Сердцев. – Кăçал вăл комбайнер правине илчĕ. Çав ятпа эпир ăна саламлатпăр.
Алексей Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинăри технологи техникумĕнче вĕренет. Автомеханик дипломне илмешкĕн хатĕрленет.
– Алеша, техникумран вĕренсе тухсан ăçталла çул тытма шутлатăн? – кăсăклантăм эпĕ.
– Алла диплом илсен тӳрех салтака илсе каяççĕ, паллах, – хуравлать çамрăк комбайнер.
– Санăн вара унта каяс килет-и?
– Килет-и, килмест-и, каймалла. Мана нимĕнле йывăрлăхран та хăрама вĕрентмен. Унтан таврăнсан малалла вĕренме шутлатăп.
Сергей Сердцев каланă тăрăх, Алексей Павлов ял мăнаçлăхĕ. Вăл – кĕрешет. Кĕрешӳпе иртекен ăмăртусенче яланах çĕнсе таврăнать.
Чăнах та ĕнтĕ, ун çине пăхсанах каччăн малашлăхĕ çутă пуласси паллă. Ĕмĕчĕсем те унăн чăн-чăн ăнăçлă арçыннăнни пек.
 
: 912, Хаçат: 39 (977), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: