Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лениногорскри «Шурă хурăн» халăх ансамблĕ 23 çул хулари чăвашсене пĕрлештерсе тăрать. Нумайшар çул çӳреççĕ кунта. Ансамбль солистки Валентина Гаврилова, тĕслĕхрен, 20 çул юрлама çӳрет. Çавăнпа ăна кунта чи асли темелле, чи «çамрăкки» вара Валентина Васильева – 5 çул каялла çӳреме пуçланă вăл унта. Паян пирĕн сăмахăмăр шăпах ун çинчен пулĕ. Сăлтавĕсем те çук мар: çывхарса килекен Ватăсен кунĕ, кăçал кĕркунне Валентина 75 çул тултарать. Сăнран пăхсан çав çулти çын тееймĕн ун пирки – чылай çамрăк курăнать. Нушине те нумай тӳснĕ ĕнтĕ – вăрçă ачи, çамрăклах йывăр ĕçе кӳлĕннĕ. Хуйхи те пулнă – пĕр çултах упăшкине те, ывăлне те пытарма тивнĕ.
Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Емелькино ялĕнче виçĕ ачаллă çемьере ӳснĕ Валя. Хĕр ача 14 çула çитсен Ефим пиччĕшĕ ăна Куйбышева ача пăхма илсе кайнă. 16 çулта паспорт илсен Валя хăй тĕллĕн пурăнма çине тăнă. Штукатур-маляра вĕренсе тухса Сталин ячĕллĕ авиаци заводне ĕçе вырнаçнă, общежитире пурăннă. Çакăнта хăйĕн пулас мăшăрне тĕл пулнă. «Пиччесем патĕнче пурăннă чух урама тухсан вырăс ачисем «кызымка» тесе витлетчĕç. Питĕ кӳрентеретчĕ çакă. Çавăн чухнех вырăса мар, чăваша кăна качча кайма тупа тунăччĕ хама», – аса илет халĕ Валентина Васильева. Çавăнпа Виталипе паллашса çемье çавăрнине Турă хĕр сăмахĕсене илтнĕ теме пулать.
«Пулă тарăнрах шыв шырать, çын – лайăхрах вырăн», – теççĕ халăхра. Çамрăк çемье те Куйбышеврах тĕпленсе ларман, пĕр вăхăт Кемерово облаçĕнчи Белово хулинче пурăнса пăхнă. Анчах Васильевсене чунĕсем кунталлах, çуралнă еннеллех туртнă курăнать. Çавăнпах пулĕ, Лениногорска Виталий шăллĕ Геннадий патне çул тытнă вĕсем. Çапла Тутарстанра яланлăхах чарăнса тăнă. Лениногорскра хăйсен çуртĕнче пурăннă – лайăх, пахчи те пур, сывлăшĕ те нумай хутлă çуртринчен уçăрах. Нумай выльăх тытмасан та, мăнукĕсене сăйлама качака сĕчĕ те, çăмарта та пур. Хулари Горбунов ячĕллĕ КАПО филиалне ĕçе кĕрĕшнĕ. Тем вăхăтран Виталий Васильева цех начальникне лартнă. 23 çул тăрăшнă вăл çак заводра. Енчен те мăшăрĕ маларах эрех-сăра сĕнсен хирĕçлеймен-тĕк, начальнике лартсан хăйне çирĕп алла илнĕ. «Пачах ĕçме пăрахнă», – мухтаса аса илет арăмĕ.
Валентина Васильева 1992 çулта пенсие кайичченех – 21 çул унта пилĕк авнă. Пысăк заводăн филиалĕ самолет деталĕсем кăна мар, ача коляскисем, çунашкасем, çул çине тухмалли урапасем кăларнă. Анчах СССР салансан вăл та юхăнма тытăннă.
Валентинăпа Виталий икĕ ача çуратса ӳстернĕ. Ывăлĕ те, хĕрĕ те ашшĕ-амăшĕ вăй хуракан заводах ĕçе кĕнĕ. Кинĕ те унтах ĕçленĕ. Ахальтен мар заводăн Хисеп хăми çинче тем вăхăт «Васильевсен династийĕ» тесе çемьен сăнӳкерчĕкĕ çакăнса тăнă.
Халĕ Николай ывăлĕ вилнĕренпе те сакăр çул ĕнтĕ, хĕрĕ Надя хулан шутлав центрĕнче вăй хурать. Вăл Рустам мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Николайпа Надя кинĕ виçĕ ача çуратнă, халĕ вĕсем пурте çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ.
Харкам çуртра мăшăрĕсĕр тăрса юлсан кичем пулса кайнă Валентинăна, пĕччен пурăнма шиклентернĕ те (пĕр-пĕччен юл-ха!). Хуçалăха тытса пыма та çăмăл мар. Хĕрĕпе канашласа çапла йышăну тăваççĕ: çурта сутса хваттер туянмалла. Çакă шăп пилĕк çул каялла пулса иртнĕ. Халĕ Валентина… Лениногорск варринче икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнать. Кунтан «Шурă хурăн» репетицийĕсене, концерчĕсене çӳреме те меллĕ. Мăнукĕсем те килсех тăраççĕ.
Валентина Васильева тунсăхласа ларакан çын мар, шав мĕнле-тĕр ĕç тăвать. Чечек юратаканскерĕн, чӳрече сакки тулли чечек ӳсет унăн. «Çеçке çураканнисем уйрăмах килĕшеççĕ», – тет чечекĕсем çине ытарайми пăхса. Ачаллах килĕнчен тухса кайнă пулин те, тăван ялне те манмасть. Унта Валентинăн 70 çулти шăллĕ пурăнать. Уйрăмах ĕççи вăхăтĕнче Емелькинăна çитме васкать вăл. Тату пурăнаççĕ вĕсем. Шăллĕ аппăшне çĕр улмипе те, сĕт-çупа (ĕне тытать) та пулăшать.
Кăçал Валентина Васильева 75 тултарать терĕмĕр, апла пулин те сывлăхĕ пирки ӳпкелешмест вăл: «Сыпăсем ыратаççĕ те, çӳреме пулать-ха. Çӳремелле», – тет.
Тĕрĕс калать Валентина.. Çӳремелле. Этемĕн çынпа калаçса чунне пусарас туртăм пур, ăсчахсем çакна çут çанталăк инстинкчĕ теççĕ. Аслăрах çулсенчисен çак туртăм тата та ӳсет. Çавăнпа ытларах çын çине тухма тăрăшмалла, хăйне юлташ тупмалла. Валентина Захаровна çапла тăвать те. «Шурă хурăна» çӳрекенсен хутшăнăвĕ сцена çинче юнашар тăнипе вĕçленмест, вĕсем кулленхи пурнăçра та тĕл пулаççĕ, калаçаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Валентина Захаровна пĕр-икĕ çул каялла Николай Петровичпа паллашнă. Çулĕсемпе пĕр-пĕринчен аякра мар, пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулнă вĕсене. Чи çывăх юлташсем вĕсем халь.
 
: 759, Хаçат: 39 (977)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: