Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çакăн пек каланине пĕрре мар илтме пулать. Вĕсем тĕрĕс мар диагнозпа сыватнине пула çынсем инвалида тухса хĕн кураççĕ. Ача çуратнă вăхăтра та: «Хăрах ури тупăкра», – теççĕ хĕрарăмсем çинчен. Тухтăрсем кирлĕ пек пăхса, сăнаса ĕлкĕрейменнипе е çуратакан, е çуралакан сиенленет.
Анат Кама хулинче пурăнакан Елена Павлова та тухтăрсен айăпне пула ĕмĕрне пĕччен пурăнса ирттерет.
– Çак ачасене курсан куççуль тухать, – тет Елена Григорьевна 34№ гимназире вĕренекен ачасем концерт кăтартнине пăхса. – Мĕнле телейлĕ вĕт-ха вĕсен ашшĕ-амăшĕсем çакăн пек «пуканесене» çуратса вĕсене ӳстерме Турă панăшăн.
– Ма çапла кулянатăр-ха эсир, савăнмалла пек? – ыйтрăм эпĕ ун патне пырса.
– Ку савăнăç куççулĕ. Манăн та ача пулмаллаччĕ. Халĕ вăл хĕрĕхрен иртмеллеччĕ ĕнтĕ. Анчах та ăна çĕр çинче пурăнма памарĕç. Çурату процесне чарса, касса илмелле тесе операци тума пуçларĕç. Ача çут тĕнче кураймарĕ. Çавăнтанпа урăх ача пулмарĕ. Тем турĕç тухтăрсем, пĕлместĕп. Çапла эпĕ пĕр-пĕччен пурнăçа ирттеретĕп. Çынсен ачисене пăхса савăнатăп. Концертсене çӳретĕп. Вĕсем юрланипе, ташланипе, чупкаланипе чĕрене йăпататăп, – тесе каласа парать пенсионерка.
Елена Григорьевна Элкел районĕнчи Чăваш Пăрнай ялĕнчен. 1933 çулта мартăн 8-мĕшĕнче çуралнă. Тĕрлĕ çĕрте пурăнма тата ĕçлеме тӳр килнĕ унăн.
– Ялта пурăннă чухне çулла колхозра вăй хунă, хĕлле вара Чистай хулине тĕрлĕ çĕре ĕçлеме яратчĕç. 1972 çулта Анат Камăна килтĕм. Кунта та тĕрли пулнă. Прокуратурăра техничка пулса темиçе çул ĕçлерĕм. Пенсие вара шина туса кăларакан заводран тухрăм, – аса илет те ассăн сывлать Елена Павлова.
Анат Кама кинемийĕ ытти çынсем хушшинче питĕ палăрса тăрать. Çук, вăл таçтан курăнмалла çӳллĕ çын мар, вăл пĕчĕк кăна тăпăл-тăпăлскер. Куçĕсем вара питĕ ырă. Ун патне пырса калаçмасăр чун чăтмасть.
 
: 743, Хаçат: 39 (977)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: