Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын çамрăк чухне ватлăхра мĕнлерех шăпа кĕтнине пĕрре те шутласа пурăнмасть, паллах. Анчах та кашни çыннăн ватлăх кунĕсем хăйне тĕрлĕ. Пĕри мĕн виличчен тенĕ пек мăшăрĕпе пурăнса ирттерет, тепри – ачисемпе кăштăртатса пурăнать, виççĕмĕшĕ вара…
Виççĕмĕшсем, пурте ăнлантăмăр ĕнтĕ, ватлăхра пĕччен юлнăскерсем. Юрать-ха ун пек çынсем çинчен патшалăх шухăшларах парать. Урăхларах каласан, ватăсен çурчĕсем уçать. Шел, сахалрах вĕсем пирĕн республикăра. Темиçе района пĕрре темелле.
Çарăмсан ялĕнчи ватăсен çуртĕнче пулса курма тӳр килчĕ. Кунта тĕрлĕ районтан, тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Вĕсен хушшинче чăвашсем те пур.
Савнепи Шаповалова кунта Элмет районĕнчи Чăваш Сиреньел ялĕнчен килнĕ.
– Мăшăрăм вилчĕ те пĕччен пурăнаймастăн тесе çакăнта илсе килчĕç. Темĕнччен хурланса йĕтĕм. Тен, çавна пула та пуль, малтанхи вăхăтра ăса çухатнă пек туйрăм. Хама кунта ăсатнă хыççăн çурта сутса янă, – тесе каласа парать Савнепи Ухтияровна.
– Çурт сутнă укçине кама патăр вара? – кăсăклантăм эпĕ.
– Çавна пĕлместĕп. Ыйткаласа пăхкаларăм та, никам та каламасть. Ял хутлăхĕ сутнă теççĕ.
Савнепи Ухтияровна çулĕпе çамрăк пулмасан та, ăсĕпе пĕрре те катăк мар. Питĕ тирпейлĕ, йĕркеллĕ, ăнланмалла калаçать.
– Эпĕ хам Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче çуралса ӳснĕ. Пурăна киле Ставрополь крайне кукамай патне пурăнма кайрăм. Çавăнтах Ванюка качча тухрăм. Шел пулин те, ача çуратаймарăм. Çавăнпа та пĕр арçын ача усрава илтĕмĕр. Ватăла киле манăн тăван çĕршыва килсе пурăнас терĕмĕр. Эпир мăшăрпа Чăваш Сиреньел ялĕнче çурт илсе пурăнтăмăр. Колхозра ĕçлерĕмĕр. Эпĕ повар пулса темиçе çул апат пĕçернĕ. Ывăл Саша яла килмерĕ, çавăнтах юлчĕ, – аса илсе каласа парать кинеми.
– Мăшăрăр леш тĕнчене кайсан ма вара ывăлăр патне каймарăр? – кăсăклантăм эпĕ пĕччен мар иккенне пĕлсе.
– Унăн ултă ача. Пурте вакă-ха. Улттăшĕ те шкул ачисем. Вĕсене ӳстермелле вĕт. Кине йывăр пулать тетĕп. Вĕсем мана илсе каясшăн. Кашни килмессерен чĕнеççĕ. Мана вара кунта, хамăр çĕр çинче лăпкăрах. Вилсен те таçтан çитиччен илсе килсе нушаланмалла мар, – тесе ассăн сывлать Шаповалова.
– Кунта вара мĕнлерех? Кӳрентермеççĕ-и?
– Лайăх. Ăшă, çутă. Апатлантараççĕ. Мунча кĕртеççĕ. Залра телевизор та пур.
– Пӳлĕмре миçен пурăнатăр?
– Виççĕн. Пĕри Çарăмсанран, тепри курмасть те, илтмест те. Çавăнпа ăçтан пулнине те пĕлместĕп.
– Сире пенси укçи параççĕ-и вара?
– Параççĕ. Пенси укçинчен 25 процентне хамăр алла параççĕ.
– Мĕн илме каять çав укçа?
– Эмелсем илетĕп. Нумай пулмасть алă сехетне хывса хутăм та çухалчĕ. Халĕ сехет илмелле. Мана вăл питĕ кирлĕ.
– Миçе тенкĕ алла тыттараççĕ, çителĕклĕ-и?
– Кашни уйăхра виçĕ пин тенкĕ параççĕ. Çитет темелле ĕнтĕ.
– Тум-юмсене кам çуса парать? Хăвăрах-и?
– Пирĕн прачка пур. Çавăнта паратпăр та çуса, типĕтсе илсе килсе параççĕ. Мĕн темелле ĕнтĕ, малтан эрленнипе макăрнă пулсан, халĕ савăнмалла кăна. Çакăнта мана килсе янă çынсене тав тăватăп.
Çапла, çыннăн пурнăçĕ лăпкă, ăшă, хырăмĕ тутă пулсан тата мĕн кирлĕ. Тепри, тен, хăй килĕнчех ачисемпе тата мăнукĕсемпе пурăнать те, анчах та канлĕ пурнăç курмасть пулсан, телейлĕ ватлăх тесе калайăн-и? Çавăнпа та пурăнан пурнăçра кашни çынна хăйĕн ватлăх кунĕсене тивĕçлĕ ирттерме Турă хуштăр.
 
: 857, Хаçат: 39 (977), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: