Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Президенчĕн Р.Миннихановăн пуçарăвĕпе 2011 çулта ТР Правительстви «Ял клубĕсем» республика программине йышăнчĕ. Ăна пурнăçа кĕртмешкĕн пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче ТР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе ялсенче çĕнĕ клубсем е нумай функциллĕ центрсем лартма 500 миллион тенкĕ укçа уйăрчĕç. Программăпа килĕшӳллĕн, республикăри 46 муниципаллă районти ялсенче 2012 çулта кăна 46 çĕнĕ клуб лартмалла.
Программа пĕтĕмпе 2014 çулччен тăсăлать. Çавна кура хальхи вăхăтра кашни районтах строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Хăш-пĕр районта çĕнĕ Культура çурчĕ е нумай функциллĕ центрсем ĕçлеме пуçларĕç те ĕнтĕ. Çарăмсансем те «Ял клубĕсем» республика программине ăнăçлă пурнăçа кĕртеççĕ. Çитес вăхăтра, тĕрĕсрех каласан октябрь уйăхĕнче, Хĕр Ĕшни ялĕнче нумай функциллĕ центр (пĕр çуртрах 100 вырăнлă Культура çурчĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕ вырнаçĕ) хута каймалла. Районти культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Ильхам Бареевич Галимов пĕлтернĕ тăрăх, «Ял клубĕсем» программăпа 2014 çулччен районта пурĕ 3 çĕнĕ клуб лартмалла-мĕн. Кашни объект валли республика бюджетĕнчен 6,9 миллион, район бюджетĕнчен 3 миллион тенкĕ укçа уйăраççĕ. Çитес çулта Якты Тау тата Казанка ялĕсенче 100-шер вырăнлă Культура çурчĕсем лартма планланă. Çак вăхăтрах районăн ял клубĕсемпе çыхăннă хăйĕн программи пулнине те асăнмалла. Вăл пĕр çул кăна ĕçлемест ĕнтĕ. Ильхам Бареевич кашни çул темиçешер клуб çуртне юсанине пĕлтерчĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, районти виçĕ ялти тата район центрĕнчи Культура çуртне пурĕ 5 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсанă иккен.
Шел те, районта хальлĕхе ку савăнăç çитмен ялсем те пур. 10 ялти клуба юсама ĕлкĕреймен-ха. Анчах çитес çулсенче вĕсене те черет çитессе шантарчĕ культура уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Çарăмсан районĕ пĕчĕк мар, кашни ялта тенĕ пекех вокал, ташă ансамблĕсем пур. Виççĕшĕ «халăх ансамблĕ» ята та тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри – «Пилеш» чăваш фольклор ансамблĕ. Концерт тумĕсене çĕнетме район çуллен 500-шер пин тенкĕ тăкаклать-мĕн. Чăн та, çамрăксем яла питех юлманнипе кадр ыйтăвĕ çук мар. Çавăнпа хальхи вăхăтра районти культура учрежденийĕсенче тăрăшакан 20 çын Елабугăри культура училищинче куçăн мар тата дистанциллĕ майпа вĕренет.
Çарăмсан районĕн культура сферинче çак кунсенче тата тепĕр пысăк пулăм пулчĕ. Кивĕ Йĕлмел ялĕнче икĕ хутлă Культура çурчĕ хута кайрĕ. Асăнса хăварар, ку клуба лартма республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă пулин те (пĕтĕмпе 40 миллион тенкĕ тăкакланă) «Ял клубĕсем» программăпа лартман. Унчченхи Культура çурчĕ 2004 çулта çунса кайнипе çĕннине тума йышăннă. Культура çурчĕ çук чухне те кунта культура вучахĕ сӳнмен иккен. Пĕр ансамбль та саланман. Вĕсем вара Кивĕ Йĕлмелĕн пĕрре кăна та мар: «Çамрăклăх», «Росиночка» ташă ушкăнĕсем, «Ивушка» тата «Мерчен» вокал ансамблĕсем.
– Вера Николаевна Захаровăпа Елена Михайловна Селиванова питĕ пултаруллă специалистсем. Культура çурчĕ пулмасан та кивйĕлмелсем мĕнпур шайри мероприятие хутшăнмасăр юлмарĕç, – терĕ Ильхам Бареевич кивйĕлмелсене мухтаса. Пысăк яла клубсăр ниепле те хăварма пултарайман, паллах, район. Çапла вара 4 çул каялла кунта çĕнĕ клубăн строительстви пуçланнă.
Кивĕ Йĕлмелĕнчи Культура объектне Культура çурчĕ тени те тĕрĕсех мар-тăр-ха. Мĕншĕн тесен кун пек культура объекчĕ Çарăмсан тăрăхĕнче кăна мар, республикăри ытти районсенче те урăх çук. Вăл хальхи саманана туллин тивĕçтерет. Гардероб, гримернăй, сасă режиссерĕн пӳлĕмĕ, ташă залĕ тата ытти йăлтах пур кунта. Куракансен залĕ кăна 200 вырăнлă. Чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ чаршавлă сцена хăй кăна мĕне тăрать тата. «Чаршава Ильхам Бареевичпа пĕрле суйласа Хусана заказ патăмăр», – пĕлтерчĕ мăнаçлăн Культура çурчĕн директорĕ Вера Николаевна. Çĕнĕ клубра библиотека та вырнаçнă иккен. Ирина Юрьевна Кондрашкина библиотекарь кашни килен-каяна тараватлăн йышăнать. Музей валли те вырăн тупăннă, ялта унччен музей пулман-мĕн. Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи Елена Михайловна ал ĕç кружокĕ те йĕркеленĕ. Вăл ачасене вĕт шăрçапа, хутран чечексем, тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕрентет. Çĕнĕ клуба район 1 миллион тенкĕлĕх аппаратура, 20 пин тенкĕлĕх çĕнĕ чăваш костюмĕсем парнеленĕ.
Клубăн путвалне вара чăннипех ăмсанмалла. Унта питĕ чаплă, хулари фитнес-центрсенчинч ен кая мар спорт залĕ вырнаçнă. Спортпа кăсăкланакансем валли гардеробсăр пуçне душ пӳлĕмĕсем те туса панă. Кивйĕлмелсене «Булгарнефть», «Шешмаойл», «ГРИЦ» нефть компанийĕсем çакăн пек парне тунă иккен. Вĕсем 12 спорт тренажерĕ, кĕрешӳ кавирĕ, бильярд тата теннис сĕтелĕсене парнеленĕ. Эпир пынă чух инструктор çуккипе спорт залĕ ĕçлеме пуçламанччĕ-ха. Çапах та çитес вăхăтра унта та çынсем çӳреме тытăнасси пирки иккĕленӳ çук. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Иван Тимофеевич Захаров каланă тăрăх, çак кунсенче кăна инструктор пулма пултаруллă çамрăка, кĕрешӳ спорчĕпе кăсăкланакан Алексей Ермолаева çирĕплетнĕ. 14 çултан иртнĕ çамрăксем кĕрешӳ кружокне çырăнма тытăннă та ĕнтĕ.
Чечек ăшне путнă яла илем кӳрсе ларакан çак Культура çурчĕ пушă тăмасть. Кăнтăрла, уроксем пĕтнĕ хыççăн, ача-пăча библиотекăна, ал ĕç кружокне пайтах килет. Каçхинехи дискотекăна вара тавра ялтан çамрăксем пухăнаççĕ. Спорт залĕ ĕçлеме тытăнсан ялта сывă пурнăç йĕркипе кăсăкланакансен йышĕ самай ӳсĕ, çитменнине унта тавра ял çыннисене те йышăнаççĕ. Малашне мăшăрланас текенсем вара района çити кайса çӳремĕç. Вĕсене кунтах çырăнтарма йышăннă. Çĕнĕ Культура çуртĕнче хальлĕхе пĕр туй та пулман-ха, артистсем те концертпа килмен. Ку ĕнтĕ вăл хальлĕхе, ара, çĕнĕ объект уçăлнăранпа иккĕмĕш эрне кăна вĕт-ха, малашне вара пĕрре мар туй кĕрлĕ-ха, Шупашкар артисчĕсем те сукмак хывĕç.
 
: 927, Хаçат: 39 (977), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: