Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял хуçалăхне çĕклесси пирки шавлакансем кунран кун нумайланса пыраççĕ. Влаçра ларакансем хресчене çĕр çине тавăрас тĕллевпе çăмăллăхсем, законсем ăсласа кăлараççĕ. Фермер хуçалăхĕсене, пĕчĕк предпринимательсене аталанма условисем туса пама хăтланаççĕ. Чунĕнче усламçă юнĕ пуррисем чăнах та хăйсен ăраскалне фермер хуçалăхне аталантарнă çĕрте тĕрĕслеççĕ. Паллах, пурин те ĕç ăнăçать теме çук, анчах чылайăшне пĕрремĕш утăмсем хăйсене шанма пулăшаççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри Çарăмсан районĕнчи Йăвашкелте пурăнакан Геннадий Макаров фермер. Ун çинчен эпир яла пырса кĕрсенех нумай ырă сăмах илтрĕмĕр, хăйĕнпе те тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ.
– Геннадий Федорович, эсир Йăвашкелĕнче çуралса ӳснĕ, кунти шкултах пĕлӳ илнĕ, кунтах çемье çавăрнă. Пĕр сăмахпа – тантăшăрсенчен уйрăлман темелле. Анчах сирĕнпе пĕрле выляса ӳснисем те, пĕр класра вĕреннисем те фермер пулма ăнтăлман-тăр, халĕ сирĕн пек хуçалăх аталантараканни те çук пулĕ. Сирте ялти капиталист пулас шухăш хăçан çуралчĕ?
– Шкулта вĕреннĕ чухнех фермер пулма ĕмĕтленнĕ тени суйни пулĕччĕ. Шкул хыççăн эпĕ Чистайри техникума вĕренме кайрăм, унтан инженер-техника вĕренсе тухрăм. Направленипе кайнă пулин те диплом илсе таврăнсан хамăн специальноçпе пит нумай ĕçлемен эпĕ. Шкулта ачасене вĕрентрĕм. Çак ĕçре чылайлăха чарăнса тăраттăм-ши? Мана колхоз направленийĕпе техникумра вĕреннине аса илтерчĕç, хуçалăха таврăнма хушрĕç – таврăнтăм. Самана тĕпрен улшăнчĕ, çирĕп хуçалăхсем юхăнчĕç, çаксем пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме хистерĕç.
– Эсир услам ĕçне пуçăннăранпа миçе çул çитрĕ ĕнтĕ?
– Вун икĕ çул каялла тытăнтăм. Инженер-механик пулнă май хуçалăхсенчи техникăна лайăх пĕлеттĕм. Мĕнле ĕç пайта парассине те чухлама йывăр марччĕ.
– Акма пăрахнă çĕрсене тара илтĕр-и?
– Çук, пилорама уçрăм. Питĕ тĕрĕс утăм турăм тесе шутлатăп. Вăл ура çине тăма пулăшрĕ те мана. Ял-йыш кăна мар, кӳршĕ ялсенчен килме пуçларĕç. Халь районĕпех ман патра хăма çураççĕ тесен те йăнăш мар. Нумай пулмасть, авă, çĕнĕ пилорама туянтăм.
– Ячĕ «Урал», Раççейре туса кăларнăскер курăнать.
– Çапла, Новосибирскра туса кăларнă. Хамăрăн шанчăклăрах. Ĕçре те тĕрĕслесе пăхрăм ĕнтĕ, лайăх, хăвăрт ĕçлет.
– Хăма çурнипех çырлахса лармастăр пуль, çĕр ĕçĕпе ĕçлеме те вăхăт тупатăр пулĕ-ха?
– Паллах, 240 гектар çĕр лаптăкĕ манăн. Урпа, тулă çитĕнтеретĕп унта.
– Тухăçĕ пысăк пулать-и?
– Çакă чи малтанах çанталăкран, çĕр пахалăхĕнчен, ăна вăхăтра апатлантарнинчен, пăхса тăнинчен килет. Анчах тырă сорчĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, Мамадышран туяннă Экада-70 элитлă тулă сортне акрăм. Кĕтнине тӳрре кăларчĕ – гектартан 30 центнер тухăç илтĕм, 18 центнерпа танлаштараймăн ĕнтĕ.
– Тыр-пула патшалăха ăсататăр-и?
– Хамăн тырăпа хам хуçа, вăйпа патшалăха ăсаттармаççĕ. Ăна сутса пайталлă пулма йывăр: хăвăн транспортупа леçмелле, йышăннă çĕрте черет, тĕрĕслев çине тĕрĕслев, хакне чакарма тăрăшаççĕ… Çавăнпа эпĕ харкам çынсене сутма кăмăллатăп. Вăн, кăçал та 5-мĕш регион номерĕллĕ машина килчĕ те 40 пин тоннăна илсе кайрĕ, укçине те турткалашса тăмасăр алăран парса хăварчĕ – пĕр хуйхăрмасăр малалла ĕçле.
– 240 гектар çĕр терĕр, тухăçĕ те ăнса пулнă. Хăвăр кăна мĕнле ĕçлесе ĕлкĕретĕр? Транспорт тенĕрен тата, трактор-машинăсăр та хире тухаймăн.
– Ĕççи вăхăтĕнче çынсене ĕçе илетĕп. Кĕрхи ĕçсене пуçтарнă çĕрте икĕ çын ĕçлерĕ. Малтан аванс пек вĕсене вуншар пин тӳленĕ, кайран – пайтине кура.
Транспорт манăн хамăн. Пĕлтĕр, авă, «50/50» программăпа комбайн туянтăм. Кăçал вăл пулмасан çумăрсем пуçланиччен тыр-пула хиртен кĕртме ĕлкĕреймен те пулăттăм.
– Эсир комбайнне те хамăрăнне туяннă.
– Çапла, хамăрăн «Нива». Анчах ăна çĕнетнĕ, лайăхлатнă. Ĕçлекен техника ванатех, ку пуриншĕн те паллă. Ют çĕршывсенче кăларнисене юсав пайĕсем çуккипе тӳрлетме çук. Хамăрăннисемпе ку енчен ансат та, йӳнĕрех те тухать.
– Эсир выльăх та ĕрчететĕр пулмалла?
– Пĕлтĕр «Çемье ферми» программăна хутшăнтăм. Ун витĕмĕпе ферма уçасшăн. Паянхи куна манăн 5 сăвакан ĕне тата 10 пуç вăкăр самăртатăп. Кăçал вĕсем валли ăшă вите туса пĕтерсе унта куçаратăп.
– Ĕнисене те ăратлисене ĕрчететĕр пулĕ-ха?
– Паллах, талăкра 5 литр сĕт паракан ĕнене тытса тăрассăм çук, колхоз мар. Çавăнпа сĕтлĕ ăратлисене ĕрчетме тăрăшатăп. Кăçал Хусантан пĕрне илсе килтĕм, Австри ăрачĕ терĕç. Ӳлĕм сăвакан ĕнесен шутне 50 пуçа çитересшĕн.
– Çуллахи вăхăтра кĕтӳ кĕтме ятарлă лаптăк уйăртăр-и?
– Çук. Картишĕнчен кăларман, вĕсене эпĕ самăртатăп вĕт. Кĕтӳре çӳретнипе хăвăрт самăртма çук.
– Çакăн пек пысăк хуçалăха тытса тăма çывăх çынсемсĕр тăвансемсĕр май çук пулĕ, сире куллен тĕрев парса тăраканни, пур пек йывăрлăха пĕрле пайлаканни мăшăрăр-и?
– Паллах, мăшăр мана нумай пулăшать. Анчах Валентина Фридриховна манпа пĕрлех ĕçлет теейместĕп. Вăл Йăвашкелĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ. Хор кружокне ертсе пырать. Мана аслă ывăл, кăçал Хусанти энергетика университетĕнчен вĕренсе тухнă Александр Геннадьевич пулăшать. Вăл манăн чи шанчăклă çын, сылтăм алă.
– Çемйĕрте тата ачасем пур-и?
– Вăталăххи Николай Хусанти федераллă университетра вĕренет.
– Диплом илсен вăл та сирĕн патах таврăнать пулĕ. Ашшĕпе, пиччĕшĕпе пĕр ĕçе кӳлĕнет?
– Çук пулĕ. Вăл информатикăпа вĕренет. Йăвашкел шкулĕн направленийĕпе кайса кĕчĕ. Çавăнпа унăн шкула таврăнма тӳр килет.
– Мăшăрăрпа икĕ ывăл çуратса ӳстернĕ апла эсир?
– Хĕр те пур. Ольга халь улттăмĕш класра вĕренет. Пĕчĕкрен юрлама юрататчĕ, ача садĕнчех сцена çине тухатчĕ. Халĕ хора çӳрет. Шкулта та, ялти клубра та кашни концерта хутшăнать.
– Геннадий Федорович, эсир пултаруллă, ăнăçуллă предприниматель. Пуçланă ĕçĕре нумай енлĕ аталантарма хал тупатăр. Кунта эсир мал ĕмĕтлĕ пулни кăна çителĕксĕр-çке. Пурнăçра чылай ырă ĕмĕт укçа çитменнипе путланса ларать. Сирĕн малалла аталанма çитсе пырать-и?
– Кунта хăйне май правилăсем пур. Пĕрремĕшĕ – кăмака çинче выртнипе укçа пулмасть, апла ĕçлемелле-ĕçлемелле . Иккĕмĕшĕ – укçана арăма панипе бизнес тума çук. Чи малтан производствăна аталантармалла, юлнă укçине арăма паратăн-и, япала туянатăн-и е ытти çĕре тăкаклатăн-и – хăвăн ирĕк.
 
: 901, Хаçат: 39 (977), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: