Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сувар» хаçат кун çути курнăранпах кӳршĕри Пушкăртстан Республикинче пурăнакан ентешĕмĕр вулаканăмăрсене хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтарса тăрать. Çулсерен хаçатăмăра çырăнса тимлĕн вуласа тăракансем сăмах кам çинчен пынине тӳрех ăнкарса илчĕç пулĕ-ха. Çапла, Александр Савельев-САС пирки сăмах тапратрăмăр паян. Çапла тума сăлтавĕ те пысăк – Александр Сергеевич сентябрĕн 26-мĕшĕнче 80 çул тултарать.
Александр Савельев-САС 1932 çулта Пушкăрт АССРĕнчи Авăркас районне кĕрекен Юламан ялĕнче çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен тăван колхозра вăй хунă. 1951 -1954 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă, таврăнсанах пĕлӳ ӳстерессипе çине тăнă – каçхи вăтам шкула вĕренме кĕнĕ. Анчах Юламан каччи ку шкулпах çырлахман, Çтерлĕре педагогика институтне кĕнĕ. Аслă пĕлӳ илсен те Александр Савельев тăван ялах таврăннă, Юламанри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ, кайран район хаçатĕнче те ĕçленĕ. Александр Сергеевич пек ăста çыравçă чăвашсем хушшинче кăна мар, ытти халăх çыравçисем хушшинче те сахал: унăн калавĕсене вулама та кăмăллă – кĕске, апла пулин те вулаканшăн кулмалли те, шухăшламалли те пур. Илемлĕ чăваш чĕлхи шыв юххи пек, вулав кун пек чух чăннипех киленĕве çаврăнать. Сăввисем унăн паха. Ятарласа пăхмасăр вĕренмесен те пĕр-икĕ хутчен вуласа тухсан асра юлассăн туйăнать. Пурнăçра тĕл пулакан çитменлĕхсене питленĕ чух та вăл тăрăхласа кулни çынна кӳрентермест, çав вăхăтрах вулакан çитменлĕхпе «сывпуллашма» васкать. Ахальтен мар Шупашкарти хаçат-журналсенче Александр Савельев-САС хайлавĕсене хапăлласах йышăннă. Унăн ултă кĕнеке пичетленсе тухнă. Чи пĕрремĕшĕ «Кам пысăкрах» ятпа 1975 çултах кун çути курнă. Кайран «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкăр сукмакĕ» (1987), «Шăнкăравлă пĕкĕ» (1993), 2000 çулта сăвăсен кĕнеки, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнĕ тĕле сăвăсен кĕнеки кăларнă. Александр Сергеевич ытларах чух, каларăмăр ĕнтĕ, кĕске хайлавсем çырать пулин те унăн библиографийĕнче повеçсем те пур. Вулакансем уйрăмах «Ют арăм» ятлине ăшшăн йышăннă. Савельев-САСăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем çинчен каласа кăтартакан «Юратупа юн» романне вуланисем вара автор вăрçă çулĕсенче хăй те ача кăна пулни çинчен асне те илмен – питĕ ĕненмелле çырса кăтартнă унти ĕçсене.
Ачасене вĕрентес ĕçре те Александр Сергеевич çитĕнӳсем тунă. Вăл халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Трубина Марфи ячĕллĕ, Авăркас район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Çыравçă, ӳнерçĕ, ытти творчество ĕçченĕсене кал-кал ĕçлеме хавхалантараканни авалтан муза (пирĕн, чăвашсем пирĕшти теççĕ пулас) пулнă. Александр Савельев-САСăн та çаплах. Феодосия Федоровна уншăн арăм та, икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕн амăшĕ те, ĕçтешĕ те, интереслĕрех, хăватлăрах хайлавсем çырма хавхалантарса вăй-хăват паракан пирĕштийĕ те пулнă. Çыравçăн чернилĕ типсе ĕлкĕриччен калавĕ-сăввине вулакан пĕрремĕш çынни те вăлах пулнă. Анчах çулталăк каялла Феодосия Федоровна ĕмĕрĕ татăлчĕ…
1994 çултанпа Александр Савельев-САС РФ Писательсен союзĕн членĕ. Унăн сăвви-калавĕсене тутарла, вырăсла, пушкăртла куçарнă. Вăл хăй те куçару ĕçĕсемпе ĕçлет. Мустай Каримăн, Рашит Назаровăн сăввисене чăвашла куçарнă. Пушкăртстан чăвашĕсен «Урал сасси» хаçатĕнче Савельев-САС ятне час-час курма пулать, çивĕч калемĕ куллен шурă хут çине йĕр хăварать. Хăйĕн 80 çулхи юбилейне А.Савельев-САС вулакансем валли хатĕрленĕ парнепе – «Пĕр каçлăх арăм» шӳтлĕ калавсен кĕнекипе – кĕтсе илчĕ. Унти пĕр калавĕпе паян сире паллаштаратпăр.
Александр Сергеевича эпир пысăк юбилейпе чĕререн саламлатпăр. Çĕнĕ, кăсăк хайлавсем çырма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, интереслĕ сюжетсем тупма сунатпăр.
 
: 949, Хаçат: 38 (976), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: