Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

САЛАТ – СИМĔС ПОМИДОРТАН
Кирлĕ: 1,5 кг симĕс помидор, 500 г кишĕр, 4-5 пылак хĕрлĕ пăрăç, 500 г сухан, 2 йӳçĕ пăрăç, 1 пуç ыхра, 1 стакан тип çу, 2 кашăк тăвар, 4 кашăк сахăр песокĕ, ешĕл укроп, 2 кашăк уксус эссенцийĕ.
Помидора, сухана тата пылак пăрăçа турамалла, кишĕре теркăпа хырмалла. Пахча çимĕçсене уйрăмшарăн тип çу çинче ăшаламалла та хуран евĕрлĕ савăта хумалла. Тăвар, сахăр песокĕ, уксус эссенцийĕ хушса 15 минут хупласа пĕçермелле. Плита çинчен иличчен 5 минут маларах салат çине вĕтетнĕ ыхра, йӳçĕ пăрăç тата укроп хушмалла. Салата вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
 
КАБАЧОК ВĂЛЧИ
Кирлĕ: 3 кг кабачок, 1 кг кишĕр, 1 кг сухан, 300 г томат соусĕ, 2 стакан сахăр песокĕ, 1,5 кашăк тăвар, тип çу.
Кабачока, кишĕре тата сухана мясорубка витĕр кăлармалла. Тип çу, тăвар тата сахăр песокĕ хушмалла та хутăша вăйсăр çулăм çинче 80 минут пĕçермелле. Унтан томат соусĕ хушса тата 40 минут пĕçермелле. Вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултармалла.
 
ПАНУЛМИПЕ АПЕЛЬСИН ВАРЕНИЙĔ
Кирлĕ: 2 апельсин, 2 кг панулми, 1 кг сахăр песокĕ.
Панулмисене çумалла та хуппине шуратмалла, вăррисенчен тасатмалла, пысăк мар касăксем çине турамалла. Апельсинсене çумалла, çурмалла касса вăррисене кăлармалла, унтан хуппипе пĕрлех мясорубка витĕр кăларса туранă панулмипе хутăштармалла. Сахăр песокĕ хушса пăтраштармалла та вăйсăр çулăм çинче пăтраштарса тăрса вĕреме кĕрсен 10 минут пĕçермелле. Пуçтарăнакан кăпăкне илсех тăмалла. Плита çинчен илсе сивĕтмелле. Унтан каллех вĕреме кĕрсен 5 минут пĕçермелле, татах сивĕтмелле. Виççĕмĕш хутĕнче варение 15 минут пĕçермелле, унтан вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
ЧЕЧЕКЛĔ КУПĂСТА САЛАЧĔ
Кирлĕ: 3 кг чечеклĕ купăста, 1,5 кг помидор, 1 кг пылак пăрăç, 200 г ешĕл петрушка, 2 пуç ыхра, 200 мл тип çу, 100 мл уксус, 4 кашăк сахăр песокĕ, 2 кашăк тăвар.
Чечеклĕ купăстана чечекĕсем çине уйăрмалла та тăвар хушнă вĕрекен шыва ярса 5 минут пĕçермелле. Унтан дуршлаг çине хурса шывне сăрăхтармалла. Помидора, пăрăçа, петрушкăна тата ыхрана мясорубка витĕр кăлармалла. Пулнă хутăша чечеклĕ купăстапа пĕрлештермелле, тип çу, уксус, сахăр песокĕ тата тăвар хушмалла та пăтратса тăрса 10-15 минут пĕçермелле. Салата вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултармалла, металл хупкăçпа хупламалла. Банкăсене сивĕниччен хулăн япалапа витсе лартмалла, кайран сивĕ çĕрте упрамалла.
 
«САВĂНĂÇ» САЛАТ
Кирлĕ: 10 баклажан, 10 помидор, 10 пылак пăрăç, 1 пуç ыхра, 1 стакан тип çу, 1 стакан сахăр песокĕ, 1-2 кашăк тăвар, 12 кашăк 9 процентлă уксус, 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ хура пăрăç.
Баклажансене çаврашкан касса тăварлă шыва ярса лартмалла – йӳççи тухтăр. Помидора, пылак пăрăçа тата ыхрана мясорубка витĕр кăлармалла. Тип çу, сахăр песокĕ, тăвар, уксус тата вĕтетнĕ хура пăрăç хушса вĕреме кĕрсен 5 минут пĕçермелле. Унтан баклажан çаврашкисене хушмалла та тата 20-25 минут пĕçермелле. Салата вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла.
 
«ПАХЧА ÇИМĔÇ МИКСĔ»
Кирлĕ: 4 кг помидор, 2 кг кишĕр, 1,5 кг сухан, 10 пылак пăрăç, 1 йӳçĕ пăрăç, 0,5 л тип çу, 1 стакан рис кĕрпи, 1 стакан сахăр песокĕ, 1-2 кашăк тăвар.
Пахча çимĕçсене мясорубка витĕр кăлармалла та 30 минут пĕçермелле. Унтан шывра шӳтернĕ, лайăх çунă рис, специсем хушса тата 1 сехет пĕçермелле. Вĕриллех стерилизациленĕ банкăсене тултарса хупламалла. Сивĕ çĕрте упрамалла.
 
МАРИНАДЛАНĂ КУПĂСТА
Кирлĕ: 1 пуç купăста, 1 хĕрлĕ кăшман, 1 кишĕр; маринад валли – çур стакан тип çу, 1 л шыв, 1 стакан панулми уксусĕ, 5-8 шăл ыхра, 1 стакан сахăр песокĕ, 2 кашăк тăвар.
Купăстана 4х4 сантиметр калăпăшлă касăксем çине турамалла. Кишĕрпе кăшмана теркăпа хырмалла. Маринад валли кирлĕ компонентсене кастрюле тултармалла та вĕреме кĕртмелле. Купăстана 3 литрлă банкăна тултармалла, хушшисене кăшманпа кишĕр хурса хăвармалла. Çиелтен маринад ямалла (вăл пахча çимĕçсене пĕтĕмпех хуплатăр), пĕр талăк пӳлĕмре лартмалла. Унтан купăстана сивĕ çĕре лартмалла, çиме те юрать.
 
: 893, Хаçат: 38 (976), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: