Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Эпир витаминсем чĕрĕ, тин хатĕрленĕ апат-çимĕçре кăна пур тесе шутлама хăнăхнă. Чăнах та çапла-и-ха вăл? Пĕтĕмпех апатăн тытăмĕнче мĕн пулнинчен тата ăна еплерех майпа хатĕрленинчен килет-мĕн. Банкăри тата пачкăри «тĕрĕс» апатра та, шăнтнă улма-çырлапа пахча çимĕçре те организма кирлĕ веществосем чылай. Суйласа илме кăна пĕлмелле иккен.
Йогурт
Сĕтрен хатĕрленĕскер хырăм выçнине хăвăрт ирттерет. Ăна тĕрлĕ апата та хушма юрать, тĕслĕхрен, майонез вырăнне салата. Мĕнлине туянмалла? Йогуртра ароматизаторсем, консервантсем тата сăрăсем нумай пулмалла мар. 2 эрнерен ытла мар упранаканнисене туянма тăрăшмалла. Йогурт савăчĕ çине вăл çак срокран та ытларах упранать тесе çырнă-тăк, унра «хими» нумай.
 
Хăрпăк
Хăрпăка (хлопья) сĕтпе пăтраштарса çини – питĕ усăллă ирхи апат. Вăрахчен тутă тытать, çитменнине кăчăрт-кăчăрт хăрпăксенче клетчатка нумай, вăл вара апат ирĕлеслĕхе хăвăртлатать. Туяннă чух ăшаламан типĕ хăрпăк суйлама тăрăшмалла. Вĕсен тытăмĕнче апата пылаклатакан компонентсем, ароматизаторсемпе консервантсем те ан пулччăр. 100 г хăрпăкра клетчатка 7 грамран кая мар пулмалла, сахăр вара 5 грамран ытла ан пултăр.
 
Консервăланă пăрçа йышши культурăсем
Нимĕç пăрçинче, пăрçара тата фасольте клетчаткăпа белок нумай. «Кĕске» тытăмлă банкăсене суйламалла. Тĕслĕхрен, «фасоль, шыв, томат пасти, специсем» тенине. Кунашкал апатра тăвар нумай, çавăнпа чĕрепе пӳресене йывăра килет. Çавăнпа та банкăри пăрçа таврашне сивĕ шывпа чӳхесе илмелле.
 
Шăнтнă пахча çимĕçпе улма-çырла
Вĕсенче те витаминсем тин кăна йăран е йывăç çинчен пуçтарса илнĕ чухнехи пекех. Шăнтнă апата 1-3 уйăх маларах мар хатĕрленине туянмалла та тӳрех хатĕрлемелле. Пакетри çимĕçсене туяниччен хыпашласа пăхмалла: вĕсем пĕр кумкана çыпăçса ларнисем пулмалла мар.
 
Банкăри тунец
Çак консервăра Омега-3 çуллă кислота тата D5 В12 витаминсем йышлă. Пĕрремĕшĕ ӳтпе çӳçшĕн çав тери усăллă, витаминсем вара шăмăсене çирĕплетеççĕ, юн çӳреслĕхе лайăхлатаççĕ. Хăйĕн сĕткенĕ ăшĕнчи тунец усăллăрах теççĕ. Этикетка çинче виçĕ ингредиент кăна пулмалла: тунец, тăвар тата специсем.
 
Кусене çимесен лайăхрах
Глазурьпе витнĕ сыроксем. Çак пылак çимĕçе крахмалпа тата тĕрлĕ «химипе» хутăштарнă йӳнĕ тăпăрчран хатĕрлеççĕ. Пĕрмай çак апата çини ӳт хуштарать тата диабет, юн пусăмĕ хăпарни, пыршăсен чирĕсем патне илсе çитерет.
Тĕтĕмленĕ шăршăллă консервăсем. Тĕслĕхрен, шпрот. Тĕтĕмленĕ чух пулăра бензпирен ятлă канцероген пулса каять. Вăл рак патне илсе çитерме пултарать.
Краб ашĕ (палочки). Унăн тытăмне тасатнă пулă белокĕ, крахмал, сăрăсем, стабилизаторсем тата ытти хушăмсем кĕреççĕ. Апла-тăк организма «хими» çеç лекет, вăл аллерги патне çитерет.
Печени, вафли, ытти пылак çимĕç. Вĕсен тытăмĕнче трансçусем пур. Шăпах çавсем рака яракан шыçăсен сăлтавĕ те.
Çăратнă сĕт (сгущенка). Перекетлĕрех пултăр тесе хăш чухне çăратнă сĕт çине йӳнĕ пальма çуне хушаççĕ. Вăл вара – сиенлĕ канцероген. Пальма çăвĕллĕ çăратнă сĕт организмри холестерин шайне ӳстерет, тĕрлĕ чирсем патне илсе çитерет.
Вакуумлă упаковкăри апат çине клей тытăмне кĕрекен сиенлĕ веществосем лекме пултараççĕ. Хăш чухне тата апата консервăлакан шĕвек хушса упаковкăлаççĕ, вăл вара вар-хырăмшăн çав тери сиенлĕ.
 
: 1009, Хаçат: 38 (976), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: