Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (04.06.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал каллех кăмпа ăнса пулчĕ. Кĕрхи ĕçсенчен кăшт пушансанах халăх пысăк карçинккасем йăтса вăрмана (унта кăна-и? Çул хĕрринче ӳсекен йывăçсем те «мирлĕ сунарçăсен» тимлĕхĕсĕр юлмаççĕ) утать. Шăп çак вăхăтра кăмпапа наркăмăшланакансем йышланнине тухтăрсем тахçанах асăрханă. Çулран çул кăмпаран аптракансен шучĕ ӳссех пырать. Наркăмăшланнин сăлтавĕсем – апатра хăш-пĕр макромицетсемпе (суя кăмпасем) усă курни е хуртлă, ватăлнă кăмпасене хатĕрлесе çини, тĕрĕс мар упрани. Юлашки çулсенче чаплă кăмпасемпе (шурă кăмпа, масла кăмпи…) наркăмăшланакансем нумай, кун пек чух кăмпаçăсем промышленность предприятийĕсен çывăхĕнче, аслă çулсен хĕрринче кăмпа пухни пирки иккĕленмелле те мар. Ахальтен мар хăш-пĕр çĕршывсенче çут çанталăкра ӳсекен кăмпасене татма чараççĕ, ятарлă теплицăсенче ӳстернисене кăна çиме ирĕк параççĕ.
Çиме юрăхлă кăмпасем ӳснĕ чух пĕр тапхăр сиенлĕ хутăшсем пухаççĕ. Хурт-кăпшанкăсем, микробсем (уйрăмах шăрăх вăхăтра) çав хутăшсене тата сиенлĕрех тăваççĕ.
Кăмпасене çиме юрăхлисем, апатра усă курманнисем тата наркăмăшлисем çине уйăрасси пирĕнтен тухман. Америкăра та, Хĕвел анăç çĕршывĕсенче те сĕт тĕслĕ йӳçек сĕткенлĕ кăмпасене (шурă кăрăç, хыр кăмпи…) çиме юрăхсăр тесе шутлаççĕ, наркăмăшлă текенсем те пур. Çурçĕр, Кавказ, Хĕвел тухăç халăхĕсенчен чылайăшĕ пачах кăмпа çимест.
Апата кăмпа хатĕрленĕ чух çакна астумалла: пур кăмпа та вар-хырăмра тахçанччен ирĕлет. Кăмпа клетчаткине пирĕн организма йышăнма кăткăс. Кăмпари хитин манерлĕ вещество (ăна пула кăмпана чĕр чунсен шутне кĕртес текенсем те пулнă), чылай кăмпари йӳçек шурă сĕткен те вар-хырăм ĕçне йывăрлатать, пĕвере те сиен кӳрет. Çавăнпа кăмпа нумай çимелле мар, шурă сĕткенлĕ кăмпасене тĕрĕс хатĕрлемелле (вĕретсе шывне тăкмалла), кăрăçсене, хыр кăмписене тăварласа çитермелле.
Çынсем шурă сĕткенлĕ кăмпа çинĕ хыççăн наркăмăшланни йышлă. Çавăн пекех суя яка кăмпа, тунката кăмпи çинĕ хыççăн аптранисем те нумай.
Наркăмăшланни кăмпа çинĕ хыççăн 2-8 сехетрен гастроэнтеритран (апат хуранĕпе çӳхе пыршăсем шыçни) палăрать. Температура çук. Чир пуçлансан 12-24 сехетрен юнра трансаминаз (АЛТ, АСТ) (веществосен ылмашăвне хутшăнакан белоксем, вĕсем юнра нумайланни пĕвер, апат хуранĕ айĕнчи парсем е чĕре чирлине пĕлтерет) вăйланать.
Тислĕк кăмпипе наркăмăшлансан 3-4-мĕш талăка пĕвер япăх ĕçлеме пуçлать.
Ушкăнпа кăмпа çиекенсем пурте пĕрле наркăмăшланаççĕ – чир паллисем пурин те пĕр пек. Кăмпапа наркăмăшланнин чăн диагнозне 2-3 талăкран кăна лартма пулать. Мĕншĕн тесен ытти апатпа наркăмăшланнин, çивĕч гастрит та, вар-хырăмăн ытти шала кайнă чирĕсен паллисем те пĕр пекех.
Кăмпапа наркăмăшлансан сиплеве вар-хырăма тасатнинчен пуçламалла. Çынна хăстармалла, клизмăсем лартса пыршăсене тасатмалла, шыв нумай ĕçтермелле, пĕвере хӳтĕлессипе мерăсем йышăнмалла.
 
: 1626, Хаçат: 38 (976), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: