Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АНАТ КАМĂРА Турă Амăшĕн Пукрав храмĕ тата ята палăртмасăр пулăшакансем тăрăшнипе сахал тупăшлă çемьесене пулăшу паракан «Телейлĕ çурт» фонд йĕркеленнĕ. Вăл Химиксен проспектĕнчи 27-мĕш çуртра вырнаçнă. Кунта сахал тупăшлă кирек мĕнле çын та килме пултарать. Хальлĕхе унта таса тумтир çителĕклех, ăна пĕр пысăк ыр кăмăллăх фондĕнчен илсе килнĕ. Çакăн пек çынсене пулăшас кăмăллисем таса, çĕтĕк мар тумтирсене хăйсем те кӳрсе пама пултараççĕ. Çитес вăхăтра йĕркелӳçĕсем тăрăшнипе кунта апат-çимĕç те пулĕ. Кунсăр пуçне тӳлевсĕр психологи тата юридици пулăшăвĕ те парĕç.
 
* * *
Юлашки çулсенче Анат Кама хăйĕн чиккине самай пысăклатрĕ, çĕнĕ микрорайонсем ӳссе ларчĕç. Çапах та хулан тĕп архитекторĕ Фирдавис Хасанов пĕлтернĕ тăрăх, хулан территорийĕ малашне ӳсме чарăнать. Микрорайонсенче комплекслă стройкăсем пуçланаççĕ. Урăхла каласан, пушă вырăнсене йăлтах усă курма шутлаççĕ вĕсем. Çапла майпа хулара çĕнĕ парксем, хăтлă урамсемпе скверсем те пулĕç. Хальхи вăхăтра çак вырăнсенчи çĕрсене харпăр заказпа çурт тума хатĕрлеççĕ. Кун пек çуртсем хулан сăнне те илемлетĕç. Кунсăр пуçне хулара суд тата следстви комитечĕн çĕнĕ çурчĕсене те тăвĕç. Тĕп урама – Строительсен проспектне – вара темиçе хутлă çуртсем илемлетĕç. «Джалиль» кинотеатр, «Олимпиец» спорткомплекс, Бызов пасарĕ тĕпрен улшăнĕç.
 
ÇЫРЧАЛЛИНЧИ «Гренада» паркра октябрĕн 7-мĕшĕнче стандартлă мар кану тата урам культурин çамрăксен «MaxiArt-Урмания 2012» фестивалĕ иртет. Ăна хулари Вĕрентӳ тата çамрăксен ĕçĕсен управленийĕ пулăшнипе ирттереççĕ. «MaxiArt-Урмания 2012» – çамрăксен çуллен иртекен фестивалĕ. Пĕлтĕр унта республикăран тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пурĕ 150 çын хутшăннă. Фестиваль темиçе дисциплинăпа иртет, тĕрлĕ конкурссем, ятарлă площадкăсенче ăмăртусем те пулаççĕ. Вĕсен тематики çуллен улшăнса тăрать. Фестивале çамрăксен командисемпе пултарулăх коллективĕсем, обществăлла организацисемпе уйрăм субкультура представителĕсем хутшăнаççĕ. Заявкăсене Ш.Усманов урамĕ, 51-мĕш çурт (40/01), «Подросток» МАУ адреспа тата gudodpo@yandex.ru электронлă адреспа е 52-78-64 факспа сентябрĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 1-мĕшĕччен ямалла. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8552)52-99-63.
 
ТУТАРСТАНРА та кăçал кăмпа тухăçĕ пысăк пулнăран, вăрмансенче кăмпаçăсем аташса кайнă тĕслĕхсем йышланнă. Паллах, çакă МЧС ĕçченĕсене самай ĕç хушать. Тĕслĕхрен, сентябрĕн 10-11-мĕшĕсенче кăна республикăра виçĕ шыравпа çăлав ушкăнĕ тревогăпа вăрмансене тухса кайнă. Çынсем аташса кайнă тĕслĕхсем ытларах Ешĕлвар, Мензеле, Агрыз, Çӳлту районĕсенче палăрнă.
 
РАÇÇЕЙ ШĔМĕ сентябрĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 14-мĕшĕччен «Халăх участковăйĕ» пĕтĕм Раççей конкурсне ирттерет. Ăна халăхра полици ĕçченĕсен ĕçĕ çине позитивлă пăхассине ӳстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет. Ăна Участковăйсен кунĕнче пĕтĕмлетĕç. Çавăнпа ТР ШĔМĕн сайтĕнче çак конкурса хутшăнакан участковăйсем çинчен тулли информаци пулать. Унта кашни çын ку е вăл участковăйшăн сасăлама пултарать. Регионта çĕнтернĕ сотрудник вара Тутарстан чысне Раççейре хӳтĕлĕ.
 
: 890, Хаçат: 37 (975), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: