Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кĕркунне çемье йышĕ ӳсесси ама пахалăхĕнчен нумай килет. Çемьене пыл пухмалли тапхăра хатĕрленме хутшăннă амасем (пĕлтĕрхисем е кăçал çуркунне тухнисем), пыл пухмалли тапхăр умĕн е ун чухне тухнă амасемпе танлаштарсан, кĕркунне çăмарта сахал тунине тата ăна тума 2-3 эрне маларах пăрахнине асăрханă. Çамрăк амасем, паллах, ывăнман, ĕçлесе начарланман, мĕншĕн тесен вĕсем пыл пухмалли тапхăр вĕçленсен тин лайăх ĕçлеме тытăнаççĕ. Нумай корпуслă вĕллесенче пурăннă çемьесен пĕлтĕрхи амисем уйрăмах çăмарта сахал тăваççĕ. Çакăн пек вĕллере пыл хурчĕсене усрани вĕсене те, амана та пĕтĕм вăйран ĕçлеме хистет.
Пĕр е икĕ çулхи амаллă çемьесемпе танлаштарсан, кăçал тухнă амаллă çемье йыша чылай нумайрах ӳстерет.
Пĕлтĕрхи амасене вăхăтра улăштармасан тата вĕсем çăмарта тума час пăрахсан, вĕсене тепĕр хут çăмарта тума тытăнтарма яланах май килмест. Çавăнпа амана вăхăтсăр ĕçлеме пăрахтарма юрамасть.
Пыл пухмалли тапхăрти пек условисем тусан, йăвана урăх çемьерен илнĕ çамрăк личинкăллă 1-2 рамка лартсан, кун пек çемьесенче ĕрчевлĕх туйăмне хускатма пулать.
Çут çанталăкра пыл пулмасан, хуртсене кашни кун вунă кун хушши çитереççĕ. Çемьесем хĕлле валли ытларах йыш ӳстерччĕр тесен амасен тăватă эрнерен кая мар çăмарта тумалла, хуртсем юлашки хут тасатма вĕçсе тухиччен пĕр уйăх маларах кăна çăмарта тума чарăнмалла. Ама талăкра 800-1000 çăмарта тăвать пулсан, çемье ку хушăра 2-2,5 килограмм çамрăк хурт çитĕнтерме ĕлкĕрет. Пыл пухмалли тапхăр хыççăнах тухнă хуртсемпе пĕрле вĕсем вăйлă çемье пулса тăраççĕ.
Амасем пĕр-икĕ эрне ытларах çăмарта тусан, кайран тухнă хуртсем сивĕсем пуçланиччен тасалма вĕçсе ĕлкĕреймеççĕ. Хĕл вăрăм пулакан районсенче тула кăлариччен чылай малтан вĕсен хырăмлăхĕ питĕ тулса каять. Вĕсем канăçсăрланаççĕ, варвиттипе чирлеççĕ, вĕллене варалама тытăнаççĕ.
Кĕркунне иккĕмĕш амапа усă курса йыша ӳстернĕ утарсенче çемьене нуклеуссемпе пĕрлештерсе вăйлăлатаççĕ.
 
: 1448, Хаçат: 36 (974), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: