Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çын хăй пурнăçĕнче йывăç лартать, çурт тăвать тата ача çуратать. Çак сăмахсене ахаль, пустуй шутласа кăларман, паллах. Пурнăçра чăнах та çапла пулса тухать те.
Çапла, йывăçа эпир ача чухнех лартатпăр темелле. Çурт лартасси вара… Камăн мĕнлерех пулса тухать. Хăшĕсем мăшăрлансан тин ашшĕ-амăшĕсенчен уйрăлса тухса уйрăм пурăнас тесе хăйсене кирлĕ пек çурт тăваççĕ. Теприсен ашшĕ-амăшĕ авланичченех çĕнĕ кине çĕнĕ çурта кĕртеççĕ. Ача çуратасси пирки калас пулсан, юлашки çулсенче калама та пĕлме çук.
Эпир паян çурт лартакансем çинче чарăнса тăрасшăн. Сăнанă тăрăх, çурта мăшăрсем лартаççĕ. Е арçын. Анчах та пĕччен хĕрарăм пӳрт лартни питĕ сайра тĕл пулать.
Лайăш поселокĕнче Наталья ятлă чипер кăна хĕрарăм пурăнать. Наталья тени тĕрĕсех те мар пуль, Наталья Петровна тесе чĕнмелле. Вăл темиçе çул Лайăшри 2№ шкулта пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçлет. Наталья Суханова Теччĕ районĕнче çуралса ӳснĕ. 8 класс хыççăн Теччĕри педагогика училищинче вĕренсе тухнă. Унтан Хусанти пединститутра диплом илнĕ. Лайăш поселокне вара, çамрăк специалист пулнăскере, направленипе яраççĕ. Унтах вăл качча каять, икĕ ача çуратать. Çурт лартаççĕ.
– Манăн хама кирлĕ пек, хамăн проектпа мĕн ачаранах тенĕ пек çурт лартса пурăнас килетчĕ, – тесе аса илет Наталья Петровна. – 1988 çулта хамăр шутланă пек çурт лартса хутăмăр. Газ вăхăтлăха кăна, тĕрĕссипе каласан, саккунсăр кĕртнĕччĕ. Хĕле хирĕç çĕнĕ çурта тухас тесе çапла турăмăр ĕнтĕ. Анчах та, январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн çурт çунса кайрĕ. Юрать-ха хамăр чӳречерен сиксе тухса ĕлкĕртĕмĕр. Икĕ газ баллонĕ сирпĕнчĕ. Пĕр баллонĕ сирпĕннĕ хыççăн эпĕ ачасене чӳречерен юр çине петĕм, вĕсем вăл вăхăтра пĕчĕкçĕччĕ-ха. Тепри сирпĕниччен хам та тухса ӳкрĕм. Сиен курман теме çук. Аванах пиçнĕччĕ. Çав инкек хыççăн Лайăш çыннисем пулăшрĕç. Страховка укçи питĕ сахал тухрĕ. Хĕл варри. Пурăнма вырăн çук. Юрать-ха ĕçрисем администраципе калаçса татăлса поселокран пӳлĕм уйăрса пачĕç. Урăхла каласан, икĕ алăкран кĕрекен пĕр çурт. Хуйхă çине хуйхă тенĕ пек. Çакăнта пурăннă вăхăтрах эпир мăшăрпа уйрăлтăмăр. Апла пулсан та пĕр пӳртрех пурăнатпăр. Питĕ йывăр. Унпа пĕр килте пурăнас мар тесе эпĕ çурт лартма шутларăм.
Наталья Петровна, пĕччен хĕрарăм, кирпĕчрен çурт хăпартнипе Лайăш çыннисем тĕлĕнмеллипе тĕлĕннĕ. Çакăн пек паттăрлăха чăваш хĕрарăмĕ çеç тивĕç. Ун çинчен хаçатра çырмашкăн шкулта вĕренекен чăваш ачисен ашшĕ-амăшĕсем сĕнчĕç. Вĕсем унпа мăнаçланаççĕ. Май пулнă таран пулăшма тăрăшаççĕ.
– Çурт лартма пуçланине пĕлсен эпĕ вĕрентнĕ ачасем, вĕсем халĕ тахçанах шкул пĕтернĕ ĕнтĕ, тĕрлĕ майсемпе пулăшмашкăн сĕнчĕç. Пĕри кирпĕч илсе килет, тепри – шыв кĕртмешкĕн тата кăлармашкăн пăрăхсем парса, çĕр чавса пулăшать. Хăма çурма та çăмăлрах пулчĕ, – тет учитель.
– Мĕнле хăрамасăрах çакăн пысăкăш ĕçе пуçăнтăр-ха эсир? – кăсăклантăм эпĕ çурт лартасси çăмăл ĕç маррине пĕлсе.
– Турă вăй парать. Манăн çын çине шанма май çук. Çавăнпа та эпĕ çурта хăпартма пуçличчен малтан проект турăм. Унтан çурта кĕрекен тата тухакан пăрăхсене вырнаçтартăм. Мĕншĕн тесен хатĕр çурта çĕнĕрен шăтарса е ун айĕнчен чавкаласа аппаланма çăмăл мар. Пур ĕçе те хамах туман, паллах. Тара тытса ĕçлеттернĕ. Апла пулсан та, пĕр çурт лартса курнă çыннăн опыт сахал мар темелле. Манăн аттен, Петр Соколовăн, алли ылтăн пулнă. Тем тума та пĕлнĕ. Эпĕ те унран вĕренсе юлнă.
– Хăш вăхăталла çурта туса пĕтерме шутлатăр?
– Кăçал кĕретĕпех. Çуртăн ăш-чиккине пĕтĕмпех туса пĕтермесен те, газ кĕртсе ăшă çĕре куçма план тунă. Ăшне вара пурăна киле майлаштаратăп.
– Паянхи куна эпĕ çуртăн пĕр хутне куратăп. Çӳлелле хăпартас шухăш та пур-и?
– Тунă-тунă тăвасах тетĕп. Çурт калăпăшĕ ытла пысăках мар. Пĕрремĕш хутĕнче тĕпелпе зал пулсан, иккĕмĕшĕнче хам валли кабинет тата тепĕр пӳлĕм тума палăртса хунă.
Наталья Петровна хăпартланса калаçнă вăхăтра куç умне унăн «çуначĕсем» те курăнса каяççĕ. Вăл – оптимист. Унăн телейлĕ пурнăçпа пурăнас килет. Телейне вара хăй тăвать. Çулĕпе вăл – пенсире пулсан та, ытлах аслă мар-ха, 48 çулта кăна. Планĕсем вара… Маттур.
Çуртне туса пĕтерсен «Сувар» хаçат ĕçченĕсене хăнана чĕнме пулчĕ. Эпир ăна сывлăхпа пурăнса, вăй-хал парса палăртнă ĕçне вĕçлеме сунатпăр.
 
Автор сăнӳкерчĕкĕнче пĕр уйăх  каяллахи ĕç саманчĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче пĕр уйăх каяллахи ĕç саманчĕ.
 
: 1504, Хаçат: 36 (974), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: