Кĕркунне пуçламăшĕ. Шăп çак вăхăтра çӳç çуллахи шăрăх çанталăкран, тусанран канса çĕнĕрен вăй илме тытăнать. Çӳçе малтанхи пекех хитре тăвас тесен, паллах, ăна пулăшмалла, урăхла каласан ятарлă маскăсем тумалла.
1. Ыраш çăкăрĕн хыттисене касăр та çемçине вакласа пĕр чĕрĕ çăмартапа тата 2 апат кашăкĕ майонезпа хутăштарса лайăх пăтратăр. Çак хутăша нӳрлĕ çӳçе сĕрĕр. Пуçа полиэтилен хутаç тăхăнăр, унтан ăшăтнă ал шăллипе çыхса 30-40 минут тытăр. Кайран шампуньпе çуса ярăр.
2. Пĕр персика ирĕр те нимĕр чухлех турăхпа тата 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе хутăштарăр. Çӳçе сĕрсе 30 минут тытăр.
3. Ку маска хĕвеле пула ытлашши типсе икĕ вĕçленме пуçланă çӳçе пулăшать. Çавăнпа ăна кашни кун тусан та юрать. Кун валли 1-ер чей кашăкĕ касторка тата хупах çăвне 2 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕпе хутăштарăр та тирпейлĕн кăна çӳç тымарне, çӳçе сĕрĕр. Душ кĕмелли калпак е полиэтилен хутаç тăхăнăр, алшăллипе çыхса пĕр сехет тытăр. Унтан лĕп шывпа чӳхенĕ хыççăн шампуньпе çуса ярăр.
ШАМПУНЬПЕ МИÇЕ ХУТ ÇУМАЛЛА?
Темиçе çул каялла халăхра çӳçе шампуньпе икĕ хут çумалла текен сăмах çӳретчĕ. Çӳç иккĕмĕш хутĕнче кăна тасалать имĕш. Тĕрĕссипе, апла мар. Шампунь çӳçе тасатать кăна мар, типĕтет те. Çавăнпа пĕрре çунă чух пĕр хут кăна çӳçе шампунь сĕрмелле тата 5 минутран ытла тытмалла мар.