Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 29-34 №№.)
– Сирĕн пата илмĕç-ши мана? – ыйтрĕ именсе хуллен кăна Марине кӳршине кĕтмен çĕртен шутсăр тĕлĕнтерсе.
Татьян Маринене «хура» ĕçре курман пулсан та, вăл фермăра вăй хума пултарасса пĕр иккĕленмесĕр шанать. Марине ялта çуралса ӳснине лайăх пĕлет вăл. Анчах та чăх-чĕп ферми совхозран уйрăлса, хăйне уйрăм хуçалăх пулса тăрсан, приватизаци тунă хыççăн унта ют çынсене ĕçе илменни ăна шиклентерет. Кун çинчен Маринене каламарĕ-ха вăл. Вун сакăр çул кӳршĕллĕ пурăнса ăна лайăх пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ – ахальтен ыйтмарĕ ĕç пирки, юлашки çулсенче самаях терт-нушине ас тивнине, пурнăçĕ хĕсĕк пулнине пĕлет. Çавăнпа та тĕрĕс сăмах каласа Маринен кăмăлне хуçас темерĕ, çитес кунсенчех ферма пуçлăхĕ патне пĕрле кĕме сăмах пачĕ.
Татьян хăй те кӳршине çывăх курать, хисеплет. Икĕ ачине çуратнă чухне çăмăлланма пулăшаканĕ Марине пулнă.
Пĕр ĕçрен тепĕр çĕре куçасси мĕн тери кăткăс иккен. Çавна Марине халь тин чухласа илчĕ. Мĕнле кăна ӳкĕтлемен-ши вăл пуçлăхсене, мĕн чухлĕ йăлăнман-ши – пуç çапасси кăна юлчĕ. Опытлă акушера больницăран ярасшăн пулмарĕç. Чăх фермине те илесшĕн мар. Сăлтавĕ – вырăн çук. Пултараймасран та шикленеççĕ-тĕр. Татьянпа Ваççа пулăшман пулсан фермăна ĕçлеме кĕрес çук вăл.
Нуша кулачă çитерет темеççĕ-и-ха? Фермăна вырнаçсан вĕсен пурнăçĕ кĕске вăхăтрах çĕкленсе кайрĕ. Кашни уйăхра мĕльюн тенке яхăн укçа илекенскер (больницăринчен икĕ хут нумайрахчĕ), кӳршĕсенчен илнĕ парăма парса татрĕ, çĕнĕ тумтир те туянчĕ.
Хăнăхман ĕçре Марине ывăнатчĕ, çапах ун çинчен никама та шарламарĕ. Тăрăшрĕ, канмалли кунсенче те ĕçлеме тухрĕ – укçине кăна тӳлеччĕр. Çавăнпа çуркунне те, çуллан малтанхи кунĕсенче те инçе çула тухаймарĕ. Июль уйăхĕнче çеç, утă çулмалли вăхăтра ик-виç куна пушансан пĕчченех яла кайса килме шут тытрĕ.
 
9
Тĕнчери кашни çыншăн хăй çуралса ӳснĕ вырăнтан хаклăраххи, илемлĕреххи çук пулĕ. Маншăн та Тутарстанри Тимушкелĕм – чи юратнă ялăм. Ăçта пăхан унта лапсăркка йăмрасем кашласа лараççĕ, ял варринче шурă чулран тунă вăтам шкул (пĕлтĕр çеç вăл 100 çул тултарнине паллă турĕç), ăна хирĕç – çĕнĕ Культура çурчĕ. Шкултан инçех мар Çĕнтерӳ паркĕ. Унта вăрçă ветеранĕсем шкул ачисемпе пĕрле хунавран чĕртсе янă йывăçсем кашлаççĕ. Ял варрипе асфальт çул иртет. Çамрăк чухне кĕркунне пĕç тĕп таранах пылчăк ашаттăмăрччĕ кунта, халĕ, ав, çӳллĕ кĕлеллĕ туфли тăхăннă хĕрупраç пĕр вараланмасăр клуба çӳрет.
Ял витĕр Сĕнче шывĕ шăнкăртатса юхать. Ĕлĕк ăна çулсеренех кивĕ арман тĕлĕнче пĕвелетчĕç, вăл вара тем сарлакăш сарăлса ерипен хумханса выртатчĕ. Çуркунне шыв тулса пĕвене пат татса яратчĕ, çĕр çĕмĕрттерсе Сĕнчел ялĕ еннелле, Çарăмсан шывне пăр юхтарса каятчĕ. Çырма леш енчи Çĕнкас çыннисем пĕр вăхăта ялăн тĕп вырăнĕпе сывпуллашатчĕç. Çавăнпа каярахпа Сĕнче урлă вăрăм трос карса каçма хывнăччĕ. Карлăкĕ урлă аялалла пăхсан çӳç-пуç вирелле тăратчĕ, утнă чухне вара чуна çӳçентерсе сăпкари пек ярăнтаратчĕ.
Марине те çав вăхăтри пулăмсене аса илчĕ:
«Çамрăк та ăссăр пулнă çав эпир, хăраман, каçма варринче Митьăпа ятарласах çĕрĕпе тăраттăмăр. Митя юрату, телей çинчен мана халалласа çырнă сăввисене вуласа паратчĕ. Çунатлă ĕмĕтсем пуçăмăра çавăратчĕç, пирĕн пуласлăх илемлĕ шуçăм тухнă евĕр ялкăшатчĕ. Çав каçма çинче ĕнтĕ Митя мана хăй чун-чĕререн юратни çинчен пĕрремĕш хут пĕлтерчĕ. Эй, пĕсмĕлле! Турă пирĕн ăраскала урăхларах çырнă пулĕ – шуçăмлă малашлăха хура пĕлĕтсем хупласа хучĕç, телейлĕ шухăш-ĕмĕтсем, çуркуннехи Сĕнче пăрĕсем пек, таçталла юхса çухалчĕç, юрату тĕрекĕ те пĕр самантрах çак каçмапа татăлса анчĕ...
Халь Сĕнчене тахçанах пĕвелемеççĕ. Ун урлă сарлака кĕпер тунă. Çакăнса тăракан каçмана илсе пăрахнă пулсан та ман чĕре Сĕнче патне çитнĕçемĕн хытăрах тапма тытăнчĕ. Пĕр вăхăт кĕпер çинчен пăхса юхан шыв юхăмĕпе киленсе чĕрене лăплантартăм. Каллех хăватлă аса илӳсемпе пулăмсем пуçăма капланчĕç – тахçанхи çывăх тусăмпа курнăçнăн туйăнчĕ.
Сĕнче, сана эп кăмăллатăп,
Эс питĕ лăпкă хăш чухне.
Хăш-пĕр чухне эс алхасатăн,
Татса каятăн пĕвене.
Манпа ирччен эс пăлханатăн
Савни тухман чух каçхине.
Хумсем çапса эс йăпататăн
Кичем пустарнă чĕрене.
Манпа пĕрле эс савăнатăн
Савни тухсан каçма çине.
Сĕнче, систер, эс çеç туятăн:
Мана савать-ши Марине?
– аса килчĕ Митя сăвви. Кулăшлаччĕ маншăн унăн сăввисем, сăмах пуххи пек туйăнатчĕç. Çамрăк чухне çав сăмахсен пĕлтерĕшне вуçех шыраман. Халь акă шухăшлатăп та – мĕн калас тенĕ-ха Митя çавăн пек ыйту лартса: «Мана савать-ши Марине?» Нивушлĕ вĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă, нивушлĕ çамрăк чухнех ун чĕри эпĕ унпа юлмассине сиснĕ, нивушлĕ пирĕн юрату, Сĕнче пĕвине татса кайнă пек арканасса ун чухнех туйнă? Пĕлместĕп.
Шухăша путнăскер, сисмен те – çума такам пырса тăчĕ. Каласан ĕненмĕр – Митя! Те ĕçе кайнă май ăнсăртран кăна тĕл пулчĕ мана, те чĕри вăрканипе эпĕ яла килнине сиснĕ – каллех пĕлместĕп. Çамрăк чухнехи пекех çупăрласа илчĕ, шӳт туса калаçрĕ, мана Улюн инке патне çитичченех ăсатма пулчĕ».
 
10
Качча кайнăранпа Марине Митьăна курман тесен тĕрĕс мар. Çуралнă яла, ашшĕ-амăшĕ, хунямăшĕ патне хăйсен «Жигулийĕпе» çемйипех пĕрмай кайкаланă вĕсем. Çеруш пиччĕшĕ пек тăван яла манман. Ял урамĕсемпе иртсе çӳренĕ чухне пĕрре мар асăрханă хăйĕн çамрăк чухнехи пĕрремĕш юратăвне.
Митя Марине асĕнче юлнă çамрăк каччă мар ĕнтĕ текех, самаях тулса çитнĕ, хĕрĕхрен иртнĕ арçын. Пит-куçĕ чипер, пӳ-сийĕпе тĕреклĕ курăнсан та самаях улшăннă: иккĕмĕш янахĕ тулса çитнĕ йĕкел пек палăрать, хырăмĕ, пĕчĕк минтер чиксе хунă-им – мăкăрăлса тăрать, çамки çинче, куçĕ айккинче шухăш йĕрĕсем. Калаçма вара малтанхи пекех илемлĕ, чуна килентермелле, чăн-чăн чăваш артисчĕсем пекех хитре калаçать.
Çут тĕнче епле илемлĕ
Эп санпа тĕл пулнăран.
Эсĕ питĕ хӳхĕмленнĕ,
Пирĕшти пекех тăран,
– тенĕччĕ вăл хăйне евĕр сăвăласа пĕррехинче çул çинче тĕл пулсан.
Калаçăвĕпе, пĕтĕм хăтланăвĕпе тахçанах пĕрле килĕштерсе пурăннă çын пек тытрĕ вăл. Пĕр-пĕринпе кăшт сăмах вакланипех çырлахнăччĕ вĕсем ун чухне.
Митьăн пурнăçĕ те пыл та çу сĕрнĕ пек тутлах пулмарĕ. Те юратнă савнийĕ самантрах ăна пăрахса качча тухнă пирки, те хăйĕн йăтса илмелле мар пысăк хуйхине пытарас тесе Марине туйĕ хыççăнах авланса ячĕ. Инçетрен çураçса килнĕ вырăс хĕрарăмĕпе уйăх пурăнчĕç-и, çук-и – уйрăлчĕç. Унтанпа пĕчченех çурт-йĕр тытса пурăнать. Килти арçын ĕçĕсене кăна мар, хĕрарăмăнне те хăех тăвать. Çăкăр пĕçересси, ĕне сăвасси уншăн пăта çапассинчен те çăмăлрах. Ĕçлеме те çавăнтах, ял-йыш хушшинче культура сарас енĕпех. Кăмăллать хăйĕн профессине. Вăл тăрăшнипе ялти Культура çуртĕнче мĕн чухлĕ лайăх спектакль кăтартман-ши, пултарулăх кружокĕнчи артистсем праçник кунĕсенче ял çыннисене концертпа е спектакльпе савăнтармасăр нихăçан та хăварман.
Юрату тени уншăн урăх килмерĕ, ун çинчен шутламарĕ те вăл. Ăнăçсăр авланса илнĕ хыççăн нимĕнле туйăм та чунне хускатаймарĕ. Чĕринче пушă вырăн пулманнипе пĕр хĕрарăм та чĕрине кĕрсе вырнаçаймарĕ, куçĕ умĕнче çамрăк чухнех кăмăлланă пĕртен-пĕр сăнар тăнипе Митя ытти хĕрарăма пĕртте асăрхамарĕ.
 
11
Марине кашни çулах пĕр-икĕ хут Тимушкелне е ачисемпе, е пĕчченех кайса масарта, ашшĕпе амăшĕн вил тăприйĕ çинче пулать. Çуркунне чечексем акать, хĕресĕсемпе картисене сăрласах тăрать.
(Малалли пулать.)
 
: 895, Хаçат: 35 (973), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: