Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ушкăнра хип-хоп музыки çинчен сăмах тапратсан пĕр пĕлĕш çĕнĕ юхăмсем чăвашсен хушшинче те анлăн сарăла пуçлани пирки каласа пачĕ, Çĕпрел районĕнчи пĕр ялта Акатуйра чăваш ачи сцена çинчен рэп калани пирки асăнчĕ. Кăсăклантарса ячĕ пире çак хыпар, ку юхăм пирĕн патра та сарăлса пыни пирки халиччен илтменччĕ, çавăнпа чăваш-рэперпа курса калаçма, вулакансене çак юхăмпа тĕплĕнрех паллаштарма шутларăм.
Чăваш рэперĕпе эпир Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕн, Алексей Егорович Ярухинăн кабинетĕнче паллашрăмăр. Алексей Яргунов 20 çулта, Çĕнĕ Упи ял йĕкĕчĕ вăл. Ялта тăхăр çул пĕлӳ пухнă хыççăн Теччĕри педагогика колледжне вĕренме кĕнĕ. Хăй каланă тăрăх, студент пурнăçĕ чи интересли пулса тăнă уншăн. Ют çĕрте, ашшĕ-амăшĕнчен аякра, хăй тĕллĕн пурăнма вĕреннĕ. Шăпах Теччĕре рэппа кăсăкланма пуçланă вăл, пĕр тусĕ рэп çырнă диск илсе килсе парнеленĕ хыççăн хăй те сăвă çырма тытăннă. Пирвайхи сăввине вырăсла çырнă. Акă унăн малти йĕркисем: «Разбитое сердце осколками стекла. Все еще бьется и оно будет биться до конца. Но еще будет свет – там где нас нет… »
Çине-çине вырăсла 15 сăвва яхăн çырнă вăл. Кашни сăвви 4-5 минут юрлама çитнĕ. Тематики тĕрлĕрен: кулленхи пурнăç, политика, юрату, мĕн пулса иртни, туссем пирки тата ытти те. Тĕпрен илсен, кăмăлтан килнĕ çырасси. Чунра çĕкленӳллĕ кăмăл хуçаланнă чухне сăвă йĕркисем хут çине юхсах пынă. Тепĕр чухне нимĕн шухăшсăр ларнă вăхăтрах пуçра сăвă йĕркисем çуралнă. Виççĕмĕш курсра хăйне пĕрремĕш хут сцена çинче тĕрĕсленĕ, колледжри пĕр мероприяти вăхăтĕнче çӳлерех асăннă сăвва каласа панă. Концерт хыççăн ун патне пĕрремĕш курсра вĕренекен пынă: «Рэп çыратăн-и?» – тесе ыйтнă. Çапла паллашнă вĕсем. Тимур Парфенов та рэпа килĕштерет иккен, хăй те çырать. Пĕрле вĕсем колледжра иртекен «Минута славы» мероприяти валли çĕнĕ рэп хатĕрленĕ, куплетсем тăрăх пайланă, ушкăнпа тата уйрăмшарăн юрланă. Акă Алексейĕн сăввин пуçламăшĕ: «Çулла иртет, шăвать çеккунт йĕппи пекех, асилĕве чупать, тĕл лектерет текех. Чараймăп вăхăта, ăнланмăп ниепле: мĕн-ма этем таврăнаймасть-ши тĕлĕкле, мĕн-ма этем çавăраймасть-ши вăхăта? – Ун хулĕсем çинче тем йывăрăш тупра. Рэп вулатпăр чăнкă пултăр пирĕншĕн тесе. Савнăç пултăр, хăтлă пултăр, киленер вĕçсе. Мĕн çинчен çыран? Кирлех-ши тĕпчеме? Пур тема, рифма пултăр, сăвă юхтăр, пĕтрĕ те проблема. Хушса юрламалли: Итлĕр, ачасем, пит чаплă-çке эсир. Тăнлăр çак рэпа, вăй-хал парать эфир. Пуçăм силленет, ăçта ăна хурас? Çаврăнса илемлĕн, хывăнса прахас. Пăчă пулса кайнă хĕрсене – курсамччĕ. Çулăм, вут ыйтаççĕ, шалккă мар, парасчĕ. Хип-хоп, рэп та диско мĕн-ши пĕлтереççĕ? Меллĕн ярăнтарăпăр, савăнатпăр теççĕ».
Ку мероприятире туссем хăйсен рэпĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă, грамота илме тивĕçнĕ. Каярах хулари, колледжри мĕнпур мероприятие хутшăнма тытăннă вĕсем, хăйсен ушкăнне тата виçĕ ачана хутăштарса пиллĕкĕн юрлама пуçланă.
Колледжран ăнăçлă вĕренсе тухсан Алексей Яргунов Теччĕри ачасен спорт шкулĕнче ирĕклĕ май кĕрешессипе тренер пулса ĕçленĕ. Çуркунне яла таврăнсан декрета тухнă учительница вырăнне ачасене историпе обществознани вĕрентнĕ. Çамрăк рэперăн малашнехи планĕсем пысăк. Шупашкара кайса пĕлĕвне ӳстересси пирки те шутлать, экономика институтне хăй тĕллĕн вĕренме кĕме палăртса хунă. Çавăнпа пĕрлех рэп ăсталăхне малалла аталантарма та шутлать.
– Тĕпрен илсен хамшăн, юлташсемшĕн çыратăп. Килтисем, атте Григорий Яковлевич, анне Ольга Кирилловна, Хусанта медсестрара ĕçлекен аппа та хавхалантарса пыраççĕ, май пур таран пулăшаççĕ. Сăвăсем çырассине малалла тăсатăп. Нумаях пулмасть компьютерпа, программа тупса музыкине те хам çырма тытăнтăм. Ку енĕпе мана савни, музыка уйрăмĕнчен вĕренсе тухнăскер, пысăк пулăшу парать, – каласа пачĕ пире Алексей. Шăпах çавăн чухне вăл Акатуйра вуланă йĕркесене кама халалланине ăнланса илтĕм. Акă унăн пуçламăшĕ: «Татăкăн-татăкăн пайланас ман килет, кĕленче ванчăкĕсем пулса. Пĕр сана çеç чĕререн савса, хама кирлĕ сассем çеç кăларса. Вĕсем малашне мана канлĕх кӳччĕр, Чунра илемлĕх, шăплăх, канăç туччăр! Чунри хаваслăха туясчĕ, ӳпке тулли уç сывлăшпа сывласчĕ. Сывла! Кăкăра кислород тулса лартăр. Кăшкăр! Мĕнпур сасран пыр тĕпĕпе, шалти пур сывлăх хевтипе! Ытала эс мана, пул эс турăш, чĕрене лăплантар, пулăш, пулăш! Хушса юрламалли: Çут çанталăк кĕввипе чунăма эп илемлетĕп, кĕтесре сĕм шăплăха хăлхана хупса итлетĕп. Ывăçлатăп эп хавассăн çăралайнă тусана! Урăхла калас пулсассăн, юрататăп эп сана!»
Чăвашшăн çĕнĕ çак жанрта Алексей малалла та çитĕнӳсем тăвасса шанас килет. Ăнăçусем сана, чăваш рэперĕ.
 
Рэп – акăлчан сăмахĕ, rap – шаккани, çапни тесе куçать, to rap – «калаçас» тени. Ритмикăлла речитатив, урăхла каласан сăмахсене хăвăрт, юрласа тенĕ пек калани. Ытларах чухне ăна йывăр бит кĕввипе юрлаççĕ. Рэп вулакана рэпер тесе чĕнеççĕ. Ку чухнехи рэп иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче курăнма пуçланă. Ăна шухăшласа кăлараканĕ Kool Hers ди-джей теççĕ. Малтанласа рэпа коммерцилле тĕллевпе мар, киленессишĕн вуланă, тĕпрен илсен ди-джейсем усă курнă унпа. Кăткăс мар рифмăланă йĕркесемпе аудиторипе калаçнă. Негрсен профессионаллă мар радиовĕ, хура ӳтлисем хушшинче музыка парса модăна кĕнĕскер, çĕнĕ стиле ярса илсе рэпа аталанма пулăшнă. Чи малтан рэпер тесе Джек Гибсон телеертӳçе ят панă. Джек-Репер тенĕ ăна. Вăл рэпа халалланă пирвайхи конвента йĕркеленĕ. Рифмăланă калаçусемпе усă курасси «хура» кварталсенче паянхи кунчченех йăлана кĕрсе юлнă. Жанра уçса парас тĕллевпе «хип-хоп» текен термина 80-мĕш çулсенче кĕртнĕ. 90-мĕш çулсенче хип-хоп культури чапăн чиккине çитнĕ. Паянхи рэп пуçланиччен чылай маларах çакăн йышши юрра Италири паллă юрăç тата актер Адриано Челентано репертуарĕнче асăрханă. 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех Адриано «Prisencolinensinain ciusol» ятлă музыка номерĕ хатĕрленĕ. Унта вăл шутласа тупнă чĕлхепе речитативласа юрланă. Çак сăмахсем илтĕнĕвĕпе акăлчанпа итали чĕлхисен хутăшне аса илтернĕ. Тепĕр вунă çултан çеç çак çĕнĕ музыкăллă стиль Америкăна çитнĕ. Челентано вара хăй СССРта 1987 çулта лартнă концертĕнче çак номерпе хăш-пĕр çынсен çыхăнулăхĕ, хутшăнулăхĕ çукки çинчен каласшăн пулни пирки пĕлтернĕ.
 
: 1548, Хаçат: 35 (973), Категори: Сетнер

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: