Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш литературинче СССР Афганистанри вăрçа (1979-1989 çç.) хутшăнни çинчен çырнă пысăк произведени пĕрремĕш хут палăрчĕ. Анатолий Хмытăн «Леш тĕнчерен» романĕ икĕ кĕнекепе пичетленсе тухни наци литературинчи чăннипе те паллă пулăм. Илемлĕ литературăри пĕрремĕш произведенийĕ унăн 1990 çулта «Тăван Атăл» журналта пичетленнĕ. Юлашки çулсенче Анатолий Хмыт тăватă кĕнеке кăларнă, вĕсенчен виççĕшне Афганистанри вăрçа халалланă: «Вилĕмсĕр кайăк юрри», «Ан тăк куççуль, аннеçĕм», «Сар Иван». Юлашкине тутар тата чăваш чĕлхисемпе пичетлесе кăларнă. Анатолий Дмитриевич – ЧР Писательсен союзĕн, Халăхсен хушшинчи писательсен союзĕсен ассоциацийĕн членĕ.
ПСЕВДОНИМ ПИРКИ
– Анатолий Дмитриевич, Хмыт – псевдоним е çĕнĕ хушамат? Мĕне пĕлтерет вăл?
– Псевдоним, аббревиатура вăл, Хура Мĕтри ывăлĕ Толя сăмахсен пĕрремĕш саспаллисенчен илнĕ. Ача чухне мана ялта çапларах чĕнетчĕç. «Тăван Атăл» журналта пĕрремĕш повеçе пичетлеме шут тытсан, тĕп редактор Хĕветĕр Агивер мана псевдоним илме сĕнчĕ. Эпĕ шутларăм та: «Хмыт», – терĕм. Агивер ăна тепĕр хут сасăпа каларĕ те: «Мĕнех, янрать», – терĕ. Çапла пултăр та. Атте хушаматне эпĕ улăштармарăм, çаплипех юлтăр. Эпĕ Хусанкай та, Туркай та мар.
 
ПУÇЛАМĂШĔ
– Илемлĕ литературăпа хăçан кăсăкланма пуçларăр? Хăвăр хăçан çырма тытăнтăр?
– Ялта чухнех. Пирĕн клуб заведующийĕ Вера аппа район библиотекинчен чăвашла çĕнĕ кĕнекесем илсе килетчĕ. Ял çыннисем Шупашкартан хаçат-журналсем çырăнса илетчĕç. Пĕррехинче кивĕ кĕнекесен хушшинче ман алла Совет Союзĕн Геройĕн Муса Джалилĕн чăвашла куçарнă (Петĕр Хусанкай тата ыттисем) «Моабит тетрачĕ» лекрĕ. Куçарусем аванччĕ. Эпĕ вĕсенче поэзи хăватне туйрăм. Çав тери вăйлă витĕм кӳнĕччĕ вĕсем ман çине. Çавăн чухне поэзи хĕлĕхĕ янăраса кайрĕ-тĕр те манра, нумайрах вулас, литература произведенийĕсемпе паллашас килсе кайрĕ. Çырма пуçларăм. Малтан республикăри çамрăксен «Комсомолец Татарии» хаçатне шкул пурнăçĕ çинчен вырăсла çыраттăмччĕ. Хам автор пулнине унта кăтартмастăмччĕ. Хамăр ялсем, юлташсем тавçăрса: «Эсĕ çыртăн пуль?» – тесе ыйтатчĕç. Эпĕ йышăнмастăмччĕ. Тăван чĕлхепе те сăвăсем çырма тытăнтăм. Ку вăл яшлăх сăввисем пулнă, вĕсен форми ăнăçлах марччĕ. Эпĕ вĕсене каярах çурса тăкрăм. Шкулта чухнех Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме шутларăм, чăваш филологине вĕренес килетчĕ.
– Шкул пĕтертĕр те, унтан…
– Тӳрех Шупашкара университета кĕме каймарăм. Кĕрейĕп-и, пĕлĕвĕм çитĕ-ши тесе иккĕлентĕм. Шутласа пăхам, хатĕрленем-ха тесе пĕр çул ялта ĕçлес терĕм.
 
САЛТАКА
– Вара салтака илсе кайрĕç… Халĕ вĕт хăш-пĕр каччă салтака каясшăн мар, тĕрлĕ сăлтав тупса çар хĕсметĕнчен пăрăнса юласшăн…
– Пирĕн вăхăтра ун пекки пулман. Эпир хамăрăн çар тивĕçне пурнăçлас шухăшлăччĕ. Çар комиссариатĕнчен повестка килсен эпĕ медкомисси иртме кайрăм. Салтака каясшăнччĕ. Ачалăхра алла хуçнине пула салтакран юлма та пултараттăмччĕ, анчах рентген снимокне райцентртах кăларса ывăтрăм. Юрăхлă тесе йышăнчĕç. Хусана эпир Нурлат урлă чукун çулпа кайрăмăр. Хусанта çар чаçĕнчен илме килессе 5 кун кĕтрĕмĕр. Мана Туркменири Иолотань хулине «учебкăна» илсе кайрĕç. Вăл Мара хула патĕнче вырнаçнă. Афганистанран инçе мар. Кунта икĕ уйăх вĕрентрĕç, çакăнтах присяга йышăнтăмăр. Вара Афганистана яраççĕ тесе пĕлтерчĕç.
– Афганистан, унта вăрçă пыни çинчен унччен мĕн те пулин пĕлеттĕрччĕ-и?
– Эпир, ял ачисем, мĕн пĕлер ĕнтĕ вăл çĕршыв çинчен? Шкулта вĕрентмен. Вăл ăçта вырнаçнине чылайăшĕ карта çинче те кăтартма пултарайман пулĕччĕ. Ун чух официаллă информаци те тулли пулман. Чылай япала çинчен каламан.
Пире тулли программăпа хатĕрлерĕç. Çеçен хир тăрăх лашасем пек хăваларĕç, шыв памасăр. Хыçра 10-15 килограмлă рюкзак. Афганистанра 30-50 килограма çитетчĕ вĕсен йывăрăшĕ.
– Паллă «Девятая рота» кинофильмра командир çамрăк салтаксене хĕне-хĕне вĕрентет. Сире те çавăн пек вĕрентрĕç-и?
– Ыттисен мĕнле пулнине пĕлместĕп, пире ытла тивмен. Эпир çамрăксем пĕрремĕш батальонра ултçĕрĕнччĕ, сержантсем – çирĕмĕн.
 
«ÇЫРМА ЛЕШ ЕННЕ»
1982 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче пире Иолотаньре брезент витнĕ машинăсем çине лартрĕç те Какайды аэродромне илсе кайрĕç. Унтан 20-25-шер çынна вертолетсем çине лартрĕç. Эпир пĕр чарăнми 6-8 сехет вĕçрĕмĕр. Çапла Афганистанăн çурçĕр-хĕвел тухăç енчи Кундуза çитсе ӳкрĕмĕр. Унтан пире полксене ăсатрĕç. Эпĕ 395-мĕш мотострелковăй полка, пĕрремĕш батальонри иккĕмĕш ротăна лекрĕм. Эпир Айбакран пуçласа Саланг таранччен Хайратон-Кабул трассăна сыхлаттăмăр. Ку вăл 180-200 километр. Çулла сулхăнра та температура 40-50 градуса çитет. Çири тум – панама, хб-форма, çурма атă. Болгарире тунă атăсем хамăрăннинчен лайăхрах – çемçерех, сăрт-ту тăрăх çӳреме меллĕ. Вĕсене офицерсем илме тăрăшатчĕç. Палаткăсенчен тăракан çар хулинче пурăнаттăмăрччĕ. Фундаментсене метр çӳллĕш хамăр тăваттăмăр (нӳрлĕ тăма улăмпа хутăштарса). Унтан тăм типет. Хĕлле ăшăрах ун пек. Çывăрма икĕ яруслă салтак кравачĕсем çинче çывăрнă.
«АСАТТЕСЕМ»
– Романра çар чаçĕнчен «дедсем» хĕненипе тарнă салтаксем çинчен çырнă. Эсир хăвăр та çакнашкаллине тӳссе ирттернĕ-и?
– Тен, кун çинчен çырмасан та?
– Мĕншĕн-ха? Чăнласа мĕн пулнине пĕлни интереслĕрех.
– Çапла, салтакра çамрăксем «асаттесен» аллине лекеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ наци çыннисем, пирĕн çĕршыв пекех… Пĕррехинче эпĕ дневальнăйра тăратăп. Сержант килсе çулăхрĕ, «ватă» салтак пăрахса хăварнă поста кайма хушать. Эпĕ хирĕçлерĕм, дневальнăй-çке. Кун хыççăн мана иккĕн, сержантпа аслă лейтенант, салтак пиçиххийĕн пĕрешкисемпе хĕнерĕç. Тăна çухатиччен. Вăранса кайрăм – çӳпĕ-çапă шăтăкĕ патĕнче выртатăп. Пуç, пит арпус пек шыçса кайнă, пуçа çĕмĕрнĕ, пилĕк ыратать. «Дедсенчен» ман ентеш Алексеевка ялĕнчи Вячеслав Уламасов та хур тӳснĕ. Эпир унпа салтаксен столовăйĕнче тĕл пултăмăр та, урăх хĕнеттерес мар тесе хамăр ротăна таврăнмастпăр терĕмĕр. Уйăха яхăн пытанса пурăнтăмăр. Ăçта килнĕ унта çывăрнă. Столовăйри поварсем пире хĕрхенсе çитеретчĕç. Кайран эпир çухални çинчен чаç командирне пĕлтернĕ. Пире тупса допрос турĕç.
– Салтакра аслисем хĕнени çине ӳпкелешни йăлара мар. Анчах эсир вĕт вăрçа лекнĕ. Ĕçе уйрăм отдел пăхса тухрĕ пулĕ?
– Мана заявлени çырма хушрĕç. Эпĕ çыртăм.
– Айăплисене явап тыттарчĕç-и?
– Ĕçе хупса лартрĕç. Çарта «çуртран çӳппе илсе тухма» хăнăхман. Пуçран çӳлерех сикеймĕн. Аслă лейтенант кам пулнине шырамарĕç те. Вăл шывран типĕ тухрĕ. Ун чухне вăл наркотикпа анранă текелерĕç.
Леш сержант ман тепĕр юлташа Генăна та хĕненĕ пулнă. Гена ăна каярах тавăрнă, маншăн та. Сержанта хăйне хĕнесе тăкнă.
– Хĕненĕ хыççăн эсир медицина пулăшăвĕ илме санчаçе кайрăр-и?
– Çук. Столовăйĕнчи пĕр узбек пулăшрĕ. Вăл сурансене темле шывпа чӳхенĕ хыççăн кушак çинчи пек тӳрленчĕç. Уламасов вара пилĕк çултан инфарктран вилсе кайрĕ. Ман çине те çав хĕненисем, контузи, стрессем витĕм кӳнĕ пулмалла, сисĕнет. Паянхи кунччен те чĕре çинче мĕнле-тĕр чул пур, шав пусать, тĕртет. Сипленме тивет… Афганистанра манпа пĕр полкра пулнисем çартан таврăннă хыççăн вилсе выртрĕç. Вĕсен шутĕнче Айрат юлташ та, инфарктран…
ТĂШМАНПА КУÇА-КУÇĂН
Сентябрьте пире трасса тăрăх вырнаçнă гарнизонсене куçарчĕç. Эпир Рабботак кишлак çывăхĕнчи кĕпере сыхлаттăмăр. Унта çулталăк ытла тăнă хыççăн каялла полка куçарчĕç. Çар операцийĕсем пуçланчĕç. 1983 çулхи декабрьччен рейд операцийĕсем ирттернĕ пулсан, 1984 çулхи январь уйăхĕнчен пĕтĕмĕшле çар операцийĕ пуçланчĕ. Сăлтавĕ – малтан душмансем хатĕрленӳ ĕçĕсем ирттерме Пакистана кайни. 1983 çулта вĕсем хĕл каçма Афганистанрах юлнă. Вара Ишкамыш ту хутлăхĕнчи операци пуçланчĕ.
– Тĕрĕк ячĕ, чăвашла та çăмăллăн ăнланма пулать.
– Çапла, Афганистанра узбексем, таджиксем, хазареецсем, пуштунсем, белуджсем тата ытти халăхсем пурăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрисен пичĕсем хĕвелпе хуп-хура пулса кайнă, сухалĕсем те хура, чалмисем те. Куç шуррисем кăна ялтăртатаççĕ. Пĕрремĕш хут куратăн та – хăрушă. Хăшĕ-пĕрисем кавказ çыннисем пекрех.
– Аллинче пăшал пулсан тата. Хирĕç шурави салтакĕсем – оккупантсем тăраççĕ, вĕсене плена илмесĕр вĕлерме хушнă…
– Шăпах çак вăхăтра Багланра тăнă Афганистанри правительство çарĕн 2-мĕш пехота дивизийĕн полкĕ советсен виçĕ советникне вĕлерсе Ишкамыш ту хутлăхĕ енне кайнă. Хĕç-пăшалпа пĕрле: БТРсемпе, кĕске кĕпçеллĕ артиллерипе, АКМ-47, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ППШ автоматсемпе. ХIХ ĕмĕрти акăлчансемпе афган вăрçинчен юлнă ĕлĕкхи «бур» винтовкăсем те пурччĕ вĕсен. Сăмах май, вĕсем çав тери тĕл перетчĕç.
Пĕр çапăçура эпир 15 душмана тĕп туса çак трофейсене алла тытса куртăмăр. Çав шутра Калашников пулемечĕсене те. Пĕрремĕш çывăхри çапăçу асра юлчĕ. Малтанхи туйăмсем ача чухнехи вăрçăлла вылянă чухнехи пек. Астăватăр-и, эсĕ арçын ача, вылямалли автомат тытса «Тр-р-р! Тр-р-р!» тесе чупатăн. Хирĕç «çапăçакана» кăшкăратăн: «Ӳк, эсĕ вилнĕ!» Вăйă. Чăн çапăçура çакă веçех чăн… Юлташсемпе ту çинче сасартăк пилĕк хĕç-пăшаллă душмана тĕл пултăмăр. Çӳллĕшпе эпир вĕсенчен çӳллĕрехчĕ. Тăшмана малтан асăрхаса пĕрремĕш пеме пуçларăмăр. Анчах тĕл лектереймен курăнать. Вĕсен пулеметчикĕ тӳрех чулсен хушшине кĕрсе тарчĕ, суранланчĕ пулсан та. Ытти тăваттăшĕ ту хăвăлне кĕрсе кайрĕç. Эпир вĕсене гранатăсемпе петĕмĕр. Иккĕшне вилмелле амантнă, ыттисене тыткăна илтĕмĕр. Пĕри 25-30 çултаччĕ, тепри 16-сенче. Тăлмачпа допрос турăмăр. Анчах вĕсем нимĕн те каламарĕç…
 
АСРА ЮЛНĂ ÇАПĂÇУ
Унтан эпир ту çырминчи пăрлă шыв урлă каçса кишлака кĕтĕмĕр. Виçĕ дота штурмларăмăр. Тăшман штабне ярса илтĕмĕр, хĕç-пăшал, документсем, хутсем тупрăмăр. Çав вăхăтра ту çинчен пирĕн енне тăшмансен пысăк ушкăнĕ çывхарнине асăрхарăмăр. Пĕр пилĕк çĕр çын та пурччĕ-тĕр, вĕсем кăткăсем пек çăра утатчĕç. Вăйсем пĕр пек марчĕ. Пирĕн ротăра 48 çын кăна стройра. Командирсем чакма хушрĕç. Каялла эпир кĕпер урлă кайрăмăр. Анчах унта пире засада кĕтсе тăнă. Çапăçу тăватă сехете тăсăлчĕ. Эпир çар наукипе килĕшӳллĕн йĕркеленсе чакрăмăр. Пирĕн пулеметчик Здоровых хушаматлă Крым ачи вăйлă пулăшрĕ. Анчах вăл мăйĕнчен пуля лексе суранланчĕ.
Командир раципе артиллери пулăшăвĕ ыйтрĕ. Анчах тăшман уçă эфирпа тата вырăс чĕлхине пĕлнипе усă курса тупăсене пирĕн çине тĕллеттернĕ. Çапăçу пынă вăхăтра кăшкăрма тивет. Хамăр артиллери пирĕн çине пере пуçларĕ. Гаубицăсенчен икĕ залп пачĕç. Снаряд çывăхра сирпĕнсе командира, капитана тата мана позицирен тӳрĕ çĕре кăларса ывăтрĕ. Нимĕн те курмастăп, контузи. Каç çывхарса килсе тĕттĕмленни кăна пире пулăшрĕ. Эпир ту хутлăхĕпе хамăрăннисем еннелле кайрăмăр. Анчах арпашнипе тупика лекрĕмĕр. Пĕтреç районĕнчи ентешпе Саликиевпа разведкăна кайрăмăр. Чăнкă ту çине тăххăрмĕш этажа çити пекех хăпартăмăр. Тĕттĕмре, алăпа мăкăрăлчăксемпе хысаксене хыпашласа. Хыçра рюкзак 10-15 килограмм, унсăр пуçне автомат, патронсем, гранатăсем, ракетница. Хăпарма хăпартăмăр, каялла анма пултараймастпăр. Ку йывăртарах та, хăрушă та. Ӳкме пултаратпăр. Командир вара аялтан хушу пачĕ: «Сăтăрăр малалла кăна. Çăлтăрпа çул пăхăр. Хамăрăннисем патне тухас тесен сулахаялла тытăнса пырăр». Тата малалла хăпартăмăр. Хамăрăн виçĕ салтака тĕл пултăмăр. Вара пиллĕкĕн пирĕннисем патне тухрăмăр. Суранланнисем çинчен пĕлтертĕмĕр. Раци тытмастчĕ, тусем урлă радиосигналсем иртместчĕç. Кундузри разветбат пирĕннисене пулăшма кайрĕ. Вĕсене çав каçах тупса илсе килчĕç. Шел, суранланнă Здоровых ыратнине тӳсеймесĕр вилсе кайнă. Ун мăйĕнчен пуля витĕр тухнăччĕ. Ыраттарнине чаракан эмел – морфин – хамăрпа çукчĕ. Ăна каярах шутласа кăна пама тытăнчĕç. Наркотик шутланнă та-ха.
Вăт çак çапăçу ĕмĕре асра юлчĕ. Кайран аса илсе лараттăмччĕ шутласа, мĕнле çавăн пек шанчăксăр лару-тăрура сывă юлма пултартăмăр-ши тесе. Пире вăйлă ăннă ун чух.
– Сире çителĕклĕ хĕç-пăшал пулни шанăç панă пулĕ тата тĕттĕмленсе çитни те ĕçе ăнтарнă.
– Çапла. Каçпа тăшмансем, нумайăн пулсан та, тапăнмарĕç. Вĕсем хăйсене упранă. Çемйисем пур-çке. Енчен те унта наемниксемпе фанатиксем пулнă пулсан пире йывăра килетчĕ. Каярах унта пирĕннисене хирĕç пакистанецсем, арабсем, тĕрлĕ çĕршывсенчи хура ӳтлисем те çапăçнă. Вĕсен хăйсене уйрăм форма пулнă. Çавсем вара çĕрле те çапăçнă, лайăх тӳленĕ пулмалла вĕсене.
…Тепĕр кун пирĕн ротăна кăларчĕç. Эпир батальонпа каялла ту хушăкне çапăçма кĕтĕмĕр. Хирĕç БТР тухрĕ. Эпир вăл пирĕн тесе шутларăмăр. Савăннипе хирĕç чупса каякансем те пулчĕç. Лерен вара пулеметпа пеме пуçларĕç. Пăхатпăр та – номер паллисемсĕр машина. Хирĕç пеме тытăнтăмăр. Малти ураписене лектерсен те каялла тарса çухалма пултарчĕ…
Çакнашкал тытăçусем кашни утăмрахчĕ. Гена Саликиев ентеш талăкран, январĕн 31-мĕшĕнче вилчĕ. Дембель умĕн. Çуркунне килне таврăнмаллаччĕ, иртерех илсе çитерчĕç…
– Çар статистики тăрăх, 1981-1989 çулсенче ротăсенче вăтамран 1-3 салтак вилнĕ. 1984 çулăн çур çулĕнче кăна ротăран 10-шар çын вилнĕ.
– Çапла. Çуркунне эпир дембельсем пулмаллаччĕ. Анчах çарти лару-тăру йывăр пулнипе, чĕрĕ вăй çитменнипе пире чаçре 1984 çулхи августчен тытрĕç. Августăн 23-мĕшĕнче эпĕ килтеччĕ.
 
ВĂРÇĂ ПИРКИ
– 1960-мĕш çулсен вĕçĕнче истори факультетĕнче вĕреннĕ чухне Ленина вулаттăмччĕ. Вăл çырнă тăрăх, вăрçăсем хапсăнчăклисем – тĕрĕс маррисем тата ирĕке кăлараканнисем – тĕрĕссисем пулаççĕ тесе çыратчĕ. Эсир мĕнле шутлатăр – Афганистанри вăрçă тĕрĕс пулнă-и? Ку вăрçа ун чух тата вăхăт иртнĕçем мĕнле хаклатăр?
– Эпĕ ку вăрçа мĕнлерех хаклани улшăнчĕ. Ун чухне эпĕ вăрçа салтак пек курнă. Халĕ, архиври документсене тĕпченĕ, генералсемпе политиксен асаилĕвĕсене вуланă хыççăн, урăхла хаклатăп. Пĕрремĕшĕнчен, эпир малтан Афганистана ирĕке кăларакансем пек кĕнĕ.
– Камран?
– Халăха феодализмран хăтарнă. Пирĕн инженерсем унта шкулсем, гидроэлектростанцис ем тунă. Цемент завочĕсемпе мечĕтсем таранчченех.
– Кăна вĕт вăрçăчченхи советсен документлă фильмĕсенче кăтартатчĕç. Кабулта пулас, çурт туни çинчен тата ытти те…
– Малалла калас пулсан, пĕр художник аллине тивĕç ӳкерчĕк аса килет. Йĕри-тавра вăрçă пырать. Дувал картишĕнче мулла ларать, ун умĕнче 7-8 арçын ача. Вĕсем хăма татăкĕсем çинче кăмрăк катăкĕсемпе çыраççĕ. Мулла тем вулать, Коран пулмалла. Çаксен çумĕнчен эпир тулли çар снаряженийĕпе ту çине хăпарса каятпăр. Шел, эп ӳнерçĕ мар.
Иккĕмĕшĕнчен, СССР хăйĕн патшалăх интересĕсене хӳтĕленĕ. Эпĕ Америкăн Афганистанри элчи хăйĕн ведомствине депеша яни çинчен вуланăччĕ (пирĕн разведчиксем ăна тытса ĕлкĕрнĕ). Унта элчĕ Пакистан çарĕсене Америка çарĕсемпе пĕрле Афганистана кĕме чĕнсе çырнă пулнă. Кăна йăлтах историлле литературăра çырса кăтартнă.
Виççĕмĕшĕнчен, эпир хамăрăн салтак тивĕçне вĕçне çитиччен пурнăçланă. Эпир политиксем мар. Çав вăрçă ветеранĕсенчен халĕ: «Каллех приказ тухсан тата каяттăнччĕ-и?» – тесе ыйтсан, 99,9 проценчĕ «Каяп!» тесе хуравлаççĕ. Кам-тăр: «Полкра пĕрле пулнă çав ачасемпех, чĕррисемпе те, вилнисемпе те!» – тесе хушса хурĕ.
 
ТАНЛАШТАРУ
– Телевиденипе хушăран пирĕн ветеран-афганецсем çинчен ӳкернĕ сюжетсем кăтартаççĕ. Унта вĕсем хальхи вăхăтра Афганистанри вăрçă вырăнĕсене курса çӳреççĕ. Вĕсене унта çамрăклăхĕнчи асаилӳсем йыхăраççĕ. Малтанхи экстрим тейĕпĕр. Эсир курнă-и вăл передачăсене?
– Курнă. Хушса калама та пултаратăп. Афганецсем те шурависемшĕн тунсăхлаççĕ. Вĕсем: «Шурави хальхи Америка салтакĕсенчен лайăхрахчĕ. Вĕсем сирĕн пек, нимĕнле çуртсем те тумаççĕ, вĕлереççĕ кăна. Çав шутра мирлĕ çынсене те. Шурависем тивĕçлĕ салтаксемччĕ. Эпир вĕсемпе алла-аллăн çапăçура та тытăçнă. Американецсем бомба кăна пăрахаççĕ, пурне те суйласа тăмасăр вĕлереççĕ. Вĕсемшĕн чĕррисем пурте – мишеньсем», – теççĕ.
– Телевиденипе Америка салтакĕсем вилнĕ моджахедсем çине тула тухнине кăтартнăччĕ… Тата пĕр салтак çар чаçне хăй тĕллĕн хăварса кишлакра мирлĕ çынсене персе çӳрени çинчен…
– Çапла, тата вĕсем Коран çунтарнă… Пирĕн те вĕлерме тивнĕ, анчах кун пеккине эпир нихăçан та туман.
 
ĔНЕНӲ ÇИНЧЕН
– «Тăххăрмĕш рота» фильмра политзанятире çамрăк салтаксене ислам çинчен, унти чарусем çинчен каласа панине кăтартнă. Сирĕнпе ун чухне çакнашкал вĕрентӳсем ирттернĕ-и?
– Пирĕнпе политинформаци ирттернĕ. Афганистанри нацисем çинчен, халăхсен туслăхĕ çинчен каласа панă, калаçура усă курмалли сăмахсене çырнă кĕнекесем, буклетсем валеçнĕ. Пирĕн ротăра çурри таран мăсăльмансемччĕ: тутарсем, пушкăртсем, узбексем, таджиксем, туркменсем, казахсем… Çав шутра тăлмачсем те. Эпĕ хам та Тутарстанра çуралса ӳснĕ-çке, паллах, тутар-мăсăльмансемп е калаçнă.
– Анчах Совет çарĕнче вăрçă пулсан та кĕл тума ирĕк паман-тăр?
– Паллах, çук. Кун çинчен сăмах та хускатман. Ун чухне атеизмччĕ вĕт пирĕн.
 
ÇАРТИ ПĔРТĂВАНЛĂХ
– Çав вăрçă салтакĕсем хăйсен хушшинче туслă-и?
– Ветерансен союзĕсем çинчен каламăп. Туслăх вăйĕ çинчен калас килет. Манăн пĕрле хĕсметре тăнă юлташсем нумай. Ак паян кăна тахçантанпа курман ентеш Василий Ардюшкин халсем пĕлме шăнкăравларĕ. Вăл Чистай районĕнчи Анат Кăтратаран. Кăмăллă вĕт, мĕн тесен те. Миçе çул курман пулсан та, туслăх – ĕнер сывпуллашнă пек – улшăнмасть. Тепĕр служак Вениамин Николаев, Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчен, халĕ Шупашкарта пурăнать. Вăл хваттерте кафель тӳлевсĕр хурса пачĕ. Вăт çавăн пек çарти юлташсем.
 
ÇАР ÇУЛĔНЧИ ЯШ
…Бульварти сак çинчи пирĕн калаçăва сасартăк çывхарнă каччă татрĕ. Вăл манпа пуплекене палласа илсе алă тытрĕ, мана та сывлăх сунчĕ. Каç пулман пулсан та каччă хĕрĕнкĕччĕ. Вăл кăштах чăвашла калаçма хăтланчĕ, вара вырăсла сăмахлама тытăнчĕ.
– Уйрăлтăм эпĕ, – хыпар пĕлтерчĕ каччă шăл йĕрсе. – Салтакран та хăтăлса юлтăм… Атьăр, кайса ĕçер, кăна çумалла!
Эпир килĕшмерĕмĕр.
– Мĕншĕн? – тĕлĕнчĕ каччă. Эпир ĕçсем пур терĕмĕр. – Ну, юрĕ, эпĕ кайса тата…
– Ман патра вĕреннĕ çак ача, – ăнлантарчĕ Анатолий Дмитриевич. – Шел, пиччĕшĕ пек пулаймарĕ. Вăл вĕт 19 кăна тултарнă… Акă курăмлă танлаштару ман ăрупа. Мĕн кĕтесси юлать вĕсенчен? Сăмах май, çамрăк ăру çинчен. Ман ывăл салтака кайса килчĕ. Хăй каяс терĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче юрфак пĕтерчĕ те çара кайрĕ.
 
АФГАНЕЦСЕМ
– Унта чухне вырăнти халăхпа та хутшăнма тӳр килнĕ-тĕр. Сирĕн çине мĕнлерех пăхатчĕç? Пирĕн халăхпа мĕнле те пулин пĕрпеклĕхсем пур-и вĕсен?
– Калаçма тӳр килнĕ, паллах. Пĕррехинче пĕр усламçăпа калаçса кайрăмăр. Унăн машини мина çинче сирпĕннĕччĕ те, таварне сыхлама пирĕн командиртан ыйтнăччĕ вăл. Арçын 84 çултаччĕ, ун калаçăвĕнче эпĕ паллакан сăмахсене илтрĕм: кашăк – кашшик, тӳшек – тушшек, ача – бача.
– Пирĕн пĕчĕккисене ача-пăча теççĕ вĕт. Кунта мĕнле-тĕр çыхăну пулма пултарать. Тĕрĕссипе те, тĕнче тăвăр!
– Çапла, афганецпа калаçса эпĕ 10-15 пĕр пек илтĕнекен пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсем асăрхарăм. Çак тĕлпулуран вырăнти çынсенчен хăрама чарăнтăм. Май пур чухне ялан вĕсемпе калаçма тăрăшаттăм. Кăна юлташсем асăрхарĕç. Продовольстви кӳрессипе йывăрлăхсем тухсан афганецсенчен апат илсе килме ыйтатчĕç: «Пире нимĕн те памаççĕ, Ефимов, эс кайса ыйт-ха?» – тетчĕç. Эпĕ кайса хăрамасăр калаçаттăмччĕ, пулăшма ыйтаттăмччĕ. Пушă алăпа таврăнман. Ытларах чухне пашалу паратчĕç.
Пĕррехинче пĕр душманпа паллашрăм. Ун сăмахĕсем тăрăх, вĕсене ирĕксĕрлесе вăрçа илсе кайнă. Уншăн тӳлеççĕ. Вăл хазареецчĕ. Хуп-хура, куçĕсем çутă-сенкер тĕслĕ. Пăхма хăрушă. Турă ан хуштăр ун пеккипе çапăçура тĕл пулма.
 
ДРАМАТУРГИ
– Эсир чăваш драматургĕсен конкурсне ăнăçлă хутшăнни çинчен вуланăччĕ. Призлă вырăн йышăннă ятпа саламлатăп!
– Тав. Март уйăхĕнче республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра 2011 çулта театр пьесисен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Пьеса ячĕ «Сутăн илнĕ чыс». Унта икĕ пĕртăван çинчен сăмах пырать. Вĕсенчен пĕри Афганистанра тыткăна лекет. Кайран, ăна хăтарнă хыççăн, вăл тăван ялне, амăшĕ патне таврăнать. Вăл вăхăтра унăн пĕртăванĕ усламçăна çаврăнать. Унăн медальсемпе орденсем. Пьеса фабулинче пăшал пур… Вĕçĕнче вăл персе ямалла… Пьесăна театр постановки валли хатĕрлеме шантарчĕç.
 
ВĂРÇĂ СУРАНĔСЕМ
Анатолий Хмытпа эпир вăрçă ветеранĕсен госпиталĕн çывăхĕнче, процедурăсем хыççăн калаçрăмăр, çыравçă унта кăнтăрлахи стационарта сипленетчĕ. Нумай пулмасть ун чĕрине операци тунă. Эпĕ ентеше часрах сывалма сунтăм. Сывлăхлă пул, Хура Мĕтри ывăлĕ Толя. Нумай пурăн. Ăнăçу сана. Тата çĕнĕ произведенисемпе савăнтар пире.
 
: 1658, Хаçат: 35 (973), Категори: Сетнер

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: