Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш Енри Елчĕк районне кĕрекен Лаш Таяпа иртнĕ шăматкун хăйĕн 400 çуллăхне паллă турĕ. Унта паян кунта тĕпленсе пурăнакансемсĕр пуçне Таяпа ятпа çыхăннă нумай-нумай ялсенчен (Тутарстанран, Ульяновск, Самар облаçĕсемпе ытти регионсенчен те) йышлă хăнасем пулчĕç. Мĕншĕн тесен...
Чăвашсен паллă историкĕ В.Димитриев çирĕплетнĕ тăрăх, республикăн кăнтăр пайĕнче пăлхар-чăвашсем 1200 çул каяллах пурăннă. Анчах монгол-тутарсем хуçаланнă тапхăрта кунти çĕрсем «Тискер уя» çаврăннă. Ăруран ăрăва куçса пыракан халапсем тăрăх, Ураскилт ятлă паттăр чăваш вырăс çарĕсемпе пĕрле Хусан ханствине парăнтарма хутшăннă. Çакăншăн ăна патша çак тăрăхри хура çĕрсене парнеленĕ. Ураскилтĕн ывăлĕсемпе мăнукĕсем XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Елчĕк районĕнче, республикăра, Самар облаçĕнче ялсем йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри Починок-Ураскилт – хальхи Лаш Таяпа ялĕ пулнă.
Ураскилт паттăр несĕлĕсем пурнăçра хастарлăхпа, хăюлăхпа, пуçарулăхпа палăрнă. Архиври материалсем 1840 çулта чиркӳ, каярахпа шкул уçнине çирĕплетеççĕ. Йăх мĕн авалтанах çĕр ĕçĕпе пурăннă: тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ. Çавна пула ялта тырă тата кĕрпе арманĕсем те ĕçлеме пуçлаççĕ. XIX ĕмĕр варринче ялта темиçе лавкка ĕçленĕ, 120 хуçалăх шутланнă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех кунта хуçалăхсен, унта пурăнакансен йышĕ хушăнса пынă.
Паян Лаш Таяпа хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе тивĕçлипе мухтанать. 1930 çулта йĕркеленнĕ колхоза И.Я.Денисов 60-мĕш çулсенче таврари ялсемпе пĕрлештерсе республикăра чи вăйлă аталаннă хуçалăха çавăрнă. Ял халăхĕ хушшинче тĕрлĕ отрасльсенче палăрнă çынсем йышлă. Вĕсен хушшинче Олимп вăййисен бронза призерĕ В.Андреев, тава тивĕçлĕ учительсем, механизаторсем, артистсем, ученăйсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, çĕр-шывăн орденĕсемпе медалĕсене илме тивĕçнĕ çынсем – çĕр-çĕр çын.
...Аслă уяв кунĕ ял çыннисем нихçанхинчен те ир вăранчĕç. Пурте маларахах тутлă апат-çимĕç, кăпăклă сăра, ытти ĕçме-çиме хатĕрлесе хунă. Тĕп килсене аякра тата çывăхра пурăнакан ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем килсе çитнĕ. Республикăпа районăн пысăк çыннисем: ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕпе Ю.А.Поповпа унăн çумĕ А.П.Князев (иккĕшĕ те лаштаяпасем), ЧР культура министрĕ В.П.Ефимов, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тата ыттисем хутшăннă уява.
Çанталăк çумăрлăрах пулсан та çĕр-çĕр çын малтан хĕреслĕ çул çӳреве хутшăнчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ 1940 çулта пăснă чиркӳ вырăнне çĕннине хăпартма укçа-тенкĕ хывса сăваплă ĕçе хутшăнчĕ.
Хăнасемпе йышлă ял çыннисем шкула тата шкулăн кивĕ çуртĕнче вырнаçнă музея кĕрсе курнă хыççăн ялăн хĕвел анăç енче нумаях пулмасть туса лартнă «Кивĕ яла» – Хăнасен картишне – пырса çитрĕç.
Ĕлĕкхи чăвашсем кил-çурта йăва мелĕпе лартса тухнă. Çапла майпа вăрă-хурах килсе тапăнасран сыхланнă. Çĕнетнĕ «Кивĕ ял» шăпах çавна аса илтерчĕ. Пĕрисем çурчĕсене улăм е хăмăш витнĕ. Умĕсене çатан карта е вĕрлĕкрен тытнă. Кил умĕсенче авал усă курнă хатĕрсем вырнаçтарнă. Апат-çимĕçĕ те ĕлĕкхи пурнăçа аса илтерет: сĕтел çинче какай яшки пăсланать, хуплу, капăртма, пăтă, кăпăклă сăра чӳлмекĕсем тивĕçлĕ вырăн тупнă. Хуçисем тарават: хăнасене хăйсем патне кĕрсе тухма чĕнеççĕ.
Арефьевсем, Афанасьевсем, Качкановсем пĕр йăх-несĕлтен тухнă. Йывăç вулли çирĕпленсе, аталанса пынă пек вăл та тĕрекленсе, сарăлса пынă. Анчах самана вĕсене çĕршыв тăрăх сапаланă. Вĕсенчен пĕри Валентина Арефьева ял уявне аякри Козельск хулинчен килсе çитнĕ. «Русская песня» ансамбльте юрлать, культура ĕçĕнче яланах активлă.
Алексеевсене, Меметовсене, Тимофеевсене те тăванлăх пĕрлештерет. Вĕсен йăх-несĕлĕсемпе районти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекен Николай Меметов паллаштарчĕ. Пултаруллă çынсем вĕсем, кашнийĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă.
Кондратьевсем, Салминсем, Никитинсем те пĕр йăх тымарĕнчен тухнă. Халĕ пурăнакансенчен чи сумли Зинон Кондратьев ĕмĕрне ялта ĕçлесе ирттернĕ. Нумай çул комплекслă бригадăна ертсе пынă, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ. Шăллĕсем те Петр, Валерий, Анатолий пурнăçĕсене тăван ялпа çыхăнтарнă.
Игнатьевсемпе Павловсем, Леонтьевсемпе Николаевсем ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ.
...Лапам варрине ял никĕслекенсен ячĕпе палăк лартрĕç. Унăн никĕсĕ айне çитес ăрусем ячĕпе çырнă çыру, несĕлсен списокне вырнаçтарнă капсула хурса хăварчĕç. Хальхи вăхăтра 28 паллă йăх. Палăк йĕри-тавра йăх пуçĕсем хатĕрленĕ юпасене вырнаçтарчĕç. Çакна чи вăйлă та сумлă арçынсем лартрĕç. Вĕсем: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр! Çапла пултăр!», – тесе çирĕппĕн кăшкăрни чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ вăратрĕ.
Уява йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе тунă комисси ячĕпе унăн ертӳçи – ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А.Князев ял çыннисене тата хăнасене саламларĕ. Анатолий Пантелеймонович – çак уява йĕркелес тĕлĕшпе пуçару тăваканĕ, ертсе пыраканĕ. Вăл илсе килнĕ Шупашкар районĕнчи казаксем юлан утпа мĕнле кăна номер кăтартмарĕç пулĕ? Вĕсене кинофильмсенче тата шоусенче анчах курма пулать. Халăха çак вăхăтра чашлаттарса янă çумăр та хăратаймарĕ.
Уявăн концерт программи районтан, Самар облаçĕнчен, Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнчен, хамăр районти ялсенчен килнĕ, Лаш Таяпари пултарулăх ушкăнĕсен, вырăнти ача сачĕн воспитанникĕсен юрри-ташшипе пуян пулчĕ. Апаш ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕ Е.Смородиновăран уяв пирки интереслентĕмĕр те вăл çапла пĕлтерчĕ: «Кунашкал уяв питĕ сайра тĕл пулать. Елчĕксем ĕçлеме те, савăнма та пĕлеççĕ çав. Çакна эпир Анатолий Пантелеймонович Князев тĕслĕхĕнчен те куратпăр».
Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада çăлтăрĕсем В.Христофоров, М.Федоров, М.Зайцева, П.Борисова, Ю.Петухов тата ыттисем уява чăннипех пуянлатрĕç. Савăк юрă сасси мĕн çĕрлечченех пычĕ.
Спорт ăмăртăвне лаштаяпасем чăннипех юратаççĕ. Чи илĕртӳлли чăваш наци кĕрешӳçисен тупăшăвĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Кавир хуçисем ытларах виçере çĕнтерчĕç. Алă вăйĕ виçессипе, кире пуканĕ йăтассипе, футболла выляссипе, çăмăл атлетика енĕпе ăмăртусем ăнăçлă иртрĕç.
Н.Князев тата ял старости З.Кондратьев юбилей умĕн ял историйĕпе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ. Вăл 1700 çултан пуçласа паянхи кунччен пырать.
Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ «Чи лайăх çурт», «Чи лайăх урам» тата ытти номинацисенче çĕнтерӳçĕсене палăртрĕ, вĕсене Хисеп грамотисем, парнесем парса чыс турĕ.
Уяв чăннипех савăнăçлă иртрĕ. «Кун пекки халиччен пулман!» – тесе хак пачĕç унта хутшăнакансем. Сĕм çĕрле ял çийĕн çуталнă фейерверк çути çак сăмахсене тепĕр хут çирĕплетрĕ, тейĕн.
 
: 1043, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: