Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Лениногорскра пурăнакан Константин Орлов 44 çул машина рульне алăран яман тесен те йăнăш мар. Халĕ Константин Федорович тивĕçлĕ канура. Хулан Культура керменĕ çумĕнчи «Шурă хурăн» чăваш халăх ушкăнне юрлама çӳрет, хулара тата районта иртекен чăваш мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Августăн 18-мĕшĕнче иртнĕ «Выля, хуткупăс» фестивальтен те юлмарĕ вăл. Сцена çине тухма хатĕрленсе купăс тӳмисем çинче пӳрнисене вылятса хавас кĕвĕ калатчĕ, чечен саслă купăса илтсе эпир К.Ф.Орловпа пырсах калаçрăмăр:
– Ытла илемлĕ саслă сирĕн купăс.
– Нимĕçсен купăсĕ, «Weltmeister» фирма ăсталанă.
– Эсир хăвăр та питĕ ăста калатăр, ача чухнех вĕреннĕ пулĕ.
– 7-8 çулсенче пулнă ун чух. Манăн икĕ пичче те купăс калатчĕç, вĕсенчен вĕреннĕ.
– Çитĕнсе çитсен илемлĕ пултарулăхĕпе çыхăнтармарăр-и хăвăрăн профессие е нотăсем пĕлменнипе музыка енĕпе вĕренме каяс темен?
– Эпĕ водитель пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Нотăсем пĕлетĕп. Халĕ мана Геннадий Садовников, «Шурă хурăнăн» илемлĕх ертӳçи, питĕ пулăшать, баянпа каламалли кĕвĕсене купăспа калама куçарса парать.
– Нота пĕлетĕп терĕр, эсир ялта çуралса ӳсмен-и? Е ялăрта эсир ӳснĕ чухнех музыка шкулĕ пулнă?
– Эпĕ Лениногорск çывăхĕнчи Волжанка ятлă ялта çуралнă (халь çук ĕнтĕ вăл), 9-мĕш класс хыççăн хулара вĕренме пуçларăм. Манăн юлташ музыка шкулне çӳретчĕ, мана вăл вĕрентрĕ.
– Эсир купăса типтерлĕ тытни курăнать, сассине те пăхсах тăратăр пулĕ?
– Ку хамăн мар, фестивале хутшăнма юлташ пачĕ, Виталий Баранов. Эпир унпа пĕрле ĕçленĕ, халĕ иксĕмĕр те пенсире, çав-çавах туслă. Настройщик шырама та аякка каймалла мар, Александр Климовран пулăшу ыйтатăп, вăл та пĕрле ĕçленĕ юлташах. Манăн хамăн виçĕ купăс, Саша вĕсене те пăхса тăма пулăшать.
– Сирĕн мăшăрăр та ăста купăс калать. Ерçӳ тупăнсан ăмăртмалла калатăр-и?
– Çук, эпир Ольгăпа нихăçан та ăмăртмастпăр, ялан пĕрле калатпăр.
– Мĕнле кĕвĕсем ытларах килĕшеççĕ? Калаçăвăр тăрăх та, хăвăра тыткалассипе те сирĕн пирки лăпкă çын теме пулать. Купăс каланă чух та юхса пыракан, лăпкă çемĕсем калама кăмăллатăр пулĕ?
– Тĕрлисем килĕшеççĕ, паллах, чăвашлисем килĕшерех парççĕ. Пурте пĕлекен «Шăматкун каçхине», «Ай, выляр-и, кулар-и» тата ыттисем. Ташă кĕввисене калама та юрататăп, уйрăмах вальс çемми килĕшет хама.
 
: 834, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: