Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнче кăçал 246 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларать. Вĕсенчен 8-шĕ Хурăнвар Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче кунта пурĕ 96 ача вĕренĕ.
Пуян историллĕ, пĕлӳ пахалăхĕ пысăк шкула пĕрремĕш класа çакăн чухлĕ ача кăна килни кăмăла хуçмасть мар. Ача шучĕ çитес çулсенче те сахаллансан шкул хупăнас хăрушлăх та пысăк. Ку вара калама çук пысăк çухату, уйрăмах районти чăвашсемшĕн, мĕншĕн тесен Хурăнвар Шăхаль шкулĕн историйĕ чăваш халăхĕн историйĕпе, çутĕç аталанăвĕпе çыхăннă. XIX ĕмĕр вĕçĕнчех, урăхла каласан 1898 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчех, уçăлнăскерĕн стенисем И.Н.Ульянова, И.Я.Яковлева та астăваççĕ. Сăмах май, икĕ хутлă йывăç шкул çурчĕ истори палăкĕ пек халĕ те ял варринче ларать.
114 çулти шкула çĕршыв историйĕн пулăмĕсенчен (чиркӳпе прихут шкулĕ, революцилле идейăсен кружокĕсем, Сталин репрессийĕсем…) пĕри те пăрăнса иртмен. Кайран та, 50-60-мĕш çулсенче, вăл районти пĕлӳ центрĕсенчен пĕри пулнă тесен йăнăшмăпăр, кунта вăтам пĕлӳ илме, тĕрĕсрех каласан 9-10-мĕш классене, районăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ялсенчен те килнĕ.
Хальхи вăхăтра та вăл районти чи вăйлă шкулсенчен пĕри. Çакна пĕлӳ пахалăхĕ пысăк пулни, пултаруллă педагогсем ĕçлени те çирĕплетет. Коллектива 30 çул ĕнтĕ Любовь Васильевна Степанова ертсе пырать. Вăл – республикипе паллă педагог, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ учителĕ. Апла пулин те хăй çинчен калаçма юратмасть Любовь Васильевна, пирĕнпе тĕл пулсан та акă сăмахĕ ытларах шкул ĕçченĕсем çинчен пулчĕ. Коллективĕ çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тунине курса: «Директор хăйĕн учителĕсене çăлтăра кăларчĕ», – теççĕ районти ытти учительсем ун пирки. Чăн сăмахăн суййи çук, хурăнварсен пултарулăхне ăмсанмалли чăнах та пур. Шкул 2011 çулта ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх районта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пытармăпăр, пултаруллă педагогсемсĕр çакăн пек çитĕнӳсем çинчен ĕмĕтленмелли çук. 2011 çулта Хурăнвар Шăхаль вăтам шкулĕн тăватă вĕрентекенĕ А.В.Беззубов, И.Н.Кузнецова, Л.А.Угинова, Г.И.Беззубова, кăçал та А.В.Беззубовпа Л.А.Угинова. «Пирĕн чи лайăх учитель» гранта тивĕçнĕ. Тĕрлĕ çулсенче «Образование» нацин приоритетлă проектĕнче çĕнтерсе 100 пиншер тенкĕ гранта Г.Н.Сандиярова, Л.А.Угинова, С.В.Хлюкин илнĕ. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен С.А.Соловьева кăçал тата пысăк çитĕнӳ турĕ – ТР Правительствин «Алгарыш» программин грантне çĕнсе Великобританире стажировка иртрĕ.
Коллектив пултаруллă кăна мар, туслă та. Вĕсем темиçе çул каялла хăйсемех шкулта çын тĕлĕнмелле юсав ирттернĕ. Стенасене, алăксене илемлĕ ӳкерчĕксемпе, йывăçран каскаланă эрешсемпе илемлетнĕ. Чăн та, çак илеме пушар хуралĕ çеç килĕштермест, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма хистесе илсе пăрахма хушать. Сăмах май, 1993 çулта лартнă çĕнĕ шкул çурчĕ паян та вĕр-çĕнĕ пекех. Мĕншĕн тесен юхăннине юсама кунта юта кĕтмеççĕ.
Ачасене вĕренме шкулта мĕнпур майсем туса панă: компьютер класĕ, интерактивлă доскасем, мультипроекторсем. Тĕрлĕ кружок ĕçлет. Çавна кура Хурăнвар Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕсем çуллен тĕрлĕ шайри конкурссенче, олимпиадăсенче çăмăллăнах çĕнтереççĕ. Шкулăн хăйĕн музейĕ те пур, ăна А.В.Беззубов ертсе пырать. Ачасене апатлантарас енĕпе те япăх мар. Ку тĕлĕшпе 2,5 гектар йышăнакан пахчара шкул тĕрлĕ пахча çимĕç ӳстерет, выльăх-чĕрлĕх усрать. Юнашар ялсенчен ачасене турттарма шкул автобусĕ пурри те лайăх, çуран утасси çук. Вĕренме килекенсен шучĕ çулран-çул чакни çеç шухăшлаттарать. Шкула хупас ыйту тухас пулсан «çӳлтисем» пултаруллă коллектива та, шкулăн пуян историне те пăхмĕç-çке.
 
: 927, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: