Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юлашки çулсенче август уйăхĕн вĕçĕнче Хусан çумĕнчи Крутушка поселокĕнче çамрăксен этнофестивалĕ иртет.
Кăçал асăннă фестиваль августăн 24-мĕшĕнче пуçланчĕ. Виçĕ кун пыракан мероприяти вăхăтĕнче тĕлĕнмелле хитре пулăмсем пулса иртрĕç. Таçтан-таçтан инçетрен килнĕ тĕрлĕ халăхăн юрри-кĕвви-ташши пĕр чарăнмасăр тавралăха сарăлчĕ. Ăстасем курав йĕркелесе хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç. Тĕшмĕшсемпе çыхăннă хитре япалисем сĕтел çинче пит вăрах выртмарĕç. Вĕсене час кăна сутăн илсе пĕтерчĕç.
Фестиваль çулран-çул лайăхланса пырать. Хутшăнакансем те нумайланса, улшăнса тăраççĕ. Малтанхи çулсенче Элмет районĕнчи Патраклă ялĕн «Çеçпĕл» фольклор ансамблĕпе Хусанти «Салам» фольклор ушкăнĕ хутшăннă пулсан, юлашки икĕ çулта Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕн пултарулăх ушкăнĕсем те çынсене тĕлĕнтерчĕç. «Хăят чечекĕсем» ачасен фольклор ушкăнĕ пысăк сцена çинчен никрут юррине юрласа, йăлипе паллаштарса чăвашсем салтака мĕнле ăсатнине кăтартса пачĕç. Вăйă карти те питĕ хитре пулса тухрĕ. Тăхăрьял тăрăхĕнчи вăйă ытти вырăнтисенчен самаях улшăнса тăрать.
«Хăят чечекĕсем» ачасен ушкăнĕ йĕркеленĕренпе иккĕмĕш çул кăна-ха. Апла пулсан та ушкăн ертӳçи Марина Вериялова тăрăшнипе ачасем фольклор юррисене вĕренсе пысăк сцена çине тухаççĕ.
– Пĕлтĕр пӳркелсем, аслисем, хутшăннăчĕ. Анчах та унта çамрăксен фестивалĕ пулнине курса эпир ачасен ансамблĕ туса ятăмăр, – тет Марина Михайловна.
– Миçемĕш класс ачисем юрлаççĕ? – кăсăклантăм эпĕ, вĕсем ытармалла мар хитре юрланине итлесе пынă вăхăтра.
– Паянхи куна вунă ача пирĕн ансамбле çӳрет. Вĕсем 7, 8 тата 9 классенче вĕренекенскерсем. Эпĕ вĕсемпе кирек ăçти сцена çине тухма та хатĕр. Вĕсем питĕ ăста. Ĕлĕкхи юрăсем питĕ çаврăнуллă та «кăтра», вĕсене вĕренме йывăр пулсан та хĕрсемпе каччăсем пурпĕр час кăна «ӳкерсе» илеççĕ. Тĕрĕссипе каласан, пирĕн енчи вăйă юррисене юрлама çăмăл мар, пурте пултараймаççĕ.
Марина Михайловнăпа эпĕ килĕшетĕп. Тăхăрьял енчи юрăсем хăйне евĕрлĕ. Апла пулсан та, ертӳçĕ мĕнлерех вĕрентнинчен питĕ нумай килет. Эпĕ сăнанă тăрăх, Марина Верияловăн хăйĕн сасси питĕ хитре. Юрланă чухне кашни нотине çавăрса илет.
Ансамбль купăсçи те питĕ маттур. Владимир Ильич Савельев 74 çулта пулсан та çамрăк ăруран пĕрре те юлмасть. Купăс каласа пĕрле çамрăкланса пырать. Вĕсем Марина Михайловнăпа иккĕшĕ темĕн чухлĕ ĕлĕкхи юрăсем пĕлеççĕ, Пӳркел ачисене вĕрентеççĕ. Ман шутпа юрăçсен ашшĕ-амăшĕсем ачисем юрлакан юрăсене пĕлмеççĕ те-ха.
Пӳркелĕнчен çаплах «Ылтăн ташă» ташă ушкăнĕ те фестивале хаваспах хутшăннă. Чăваш ташши ташласа ют халăха тĕлĕнтерчĕç. Вĕсемпе пĕрле пăхса тăракансем те тĕк тăраймарĕç, урисем хăйсем тĕллĕн сиккелерĕç.
Пăва районĕнчен çак фестивале Ескӳл ялĕн купăсçи Наталья Ракова та пынăччĕ. Унăн чуна пырса тивекен юрри пурне те килĕшрĕ.
Çапла Пĕтĕм тĕнчери IV этнофестивальте Тутарстанри икĕ район артисчĕсем чăвашсен пултарулăхне кăтартрĕç. Элмет районĕнчи «Çеçпĕл» фольклор ансамблĕн тата Пăва районĕн ăстисем хăйсем те савăнчĕç, çынсене те савăнтарчĕç. Мĕн каласан та, вĕсемпе мăнаçланмалăх пур.
 
: 937, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: