Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕНРИ Хĕрлĕ Чутай ялĕнче республика Президенчĕ Михаил Игнатьев «Хастар» физкультурăпа спорт комплексне уçнă çĕре хутшăннă. Шучĕпе ку 24-мĕш пулнă, çакăнпа республикăри районсен ялĕсенче ФСК уçас программа вĕçленнĕ. Республика, «Единая Россия» политика партийĕ «2010 –2020 çулсенче Чăваш Республикинче физкультурăпа спорт аталанăвĕ» программăна пурнăçласа «Хастар» комплекса тума 147,5 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. М.Игнатьев Чăваш Ен спорт аталанăвĕ çине кăна мар, вĕрентӳ çине те пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă. Тĕслĕхрен, çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне республикăра кашни виççĕмĕш шкулта юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
 
УЛЬЯНОВСКРА сентябрĕн 4-мĕшĕнче Космос услугисен инноваципе вĕрентӳ центрĕ уçăлать. Ăна Ульяновскри Патшалăх университечĕ çинче никĕслеççĕ тесе пĕлтерет REGNUM информаци агентстви. Мероприяти вăхăтĕнче Ульяновск облаçĕн Правительствипе «Рекорд» наукăпа производство корпорацийĕ» УАО «Космические регионы» проекта пĕрле пурнăçласси пирки килĕшӳ тăваççĕ. Центр уçнин тĕп тĕллевĕ – студентсене, аспирантсене, шкул ачисене геоинформаци материалĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси, çапла майпа профильлĕ вĕрентӳ вăйлă аталанĕ.
 
ПУШКĂРТСТАНĂН тĕп хулинче тăлăх ачасем валли «Пĕрремĕш хут – пĕрремĕш класа» уяв ирттереççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Ĕпхӳри «Родина» кинотеатрта «Тăлăх ачасене пулăш!» ыр кăмăллăх акцийĕ ирттереççĕ. Ача çурчĕсенче, социаллă приютсенче ӳсекен, çемьесенчи усрав ачасем вĕсен опекунĕсемпе воспитателĕсем хутшăнĕç уява. Пĕрремĕш класа каякансене парнесем параççĕ, мультфильм кăтартаççĕ, пĕлтерет REGNUM информаци агентстви.
 
ПЕРМЬ КРАЙĔНЧЕ пушар сӳнтерекенсен фестивалĕ пулать. Край шайĕнчи мероприяти иртет. Фестивальте иртнĕ çулăн ĕçне пĕтĕмлетеççĕ, пушар сӳнтермелли техникăн куравне йĕркелеççĕ, вут-кăварпа кĕрешекенсен пултарулăхне курма та май пулать. Пушар сӳнтерекенсен чаçĕсен хушшинче ăмăртусем иртĕç. Кăçалхи фестивальте çĕнĕлĕхсем те пулаççĕ, анчах та ку пушар сӳнтермелли çĕнĕ техникăна «ĕçре» кăтартассипе çыхăннă.
 
ЧУЛХУЛА ОБЛАÇĔ 2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ют çĕршывсемпе суту-илӳ тунин тавар çаврăнăшĕ 4,838 миллиард долларпа танлашать. Чулхуласем ют çĕршывсене ăсатнă пĕтĕм продукцирен 40 процентне СНГ çĕршывĕсене ăсатаççĕ. Инçет çĕршывсемпе суту-илӳ йĕркелесси паянхи кун Нидерландыпе, Германипе, Франципе, Китайпа, çаплах Польшăпа, Турципе, Италипе кал-кал пырать. Анчах кăçал АПШпа, Японипе хутшăнусем тамалнă, тесе пĕлтерет REGNUM информаци агентстви.
 
: 850, Хаçат: 35 (973), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: