Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Правительствин распоряженийĕпе килĕшӳллĕн, тăватă çул каялла сентябрĕн 10-мĕшĕнче Тутарстанра пушарсемпе кĕрешес ĕçе вăйлатас, тĕнчери кризис условийĕсенче çынсене ĕç вырăнĕсемпе ытларах тивĕçтерес тĕллевпе кашни районтах пушарпа кĕрешекен службăн уйрăм посчĕсене туса хунă. Республикăра мĕнпурĕ 96 уйрăм пост йĕркеленĕ. Вĕсене ăшă гаражсемпе, ытти хуралтăсемпе, автомашинăсемпе, кирлĕ хатĕрсемпе, çынсемпе тивĕçтернĕ. Çакă вут-çулăмпа кĕрешес тĕлĕшпе пысăк усă панă. Тепĕр енчен тата çĕршер çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Постсен усси пирки Çĕпрел районĕнче тĕрлĕ çынсенчен чылай лайăх сăмах илтрĕмĕр. Çав шутра çамрăксенчен те, çулланнисенчен те.
– Пирĕн районта çакăн пек пост Çĕнĕ Упи ялĕнче туса хунă, райцентрти 114-мĕш пушар чаçне самаях пысăк пулăшу пулчĕ ку. Постра тăрăшуллă, ытти çынсемшĕн, вĕсен пурлăхĕшĕн чунне пама хатĕр çынсем ĕçлеççĕ. Йĕркеленĕренпех поста маларах Çĕпрелĕнчи пушар чаçĕнче вăй хурса пуян опыт пухнă Валерий Васильевич Козлов ертсе пырать, – тесе каласа пачĕ пире Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Алексей Егорович Ярухин.
Пушара хирĕç кĕрешекен службăн Апасри отрядне кĕрекен Çĕнĕ Упири уйрăм пост 6 ял хутлăхĕнчи, 17 ялти халăха, вĕсен пурлăхне пушартан сыхлать. Кунта вун пĕр çын вăй хураççĕ, сменăпа ĕçлеççĕ. Штатра пост пуçлăхĕсĕр пуçне 5 водитель, 4 пожарнăй тата уйрăм командирĕ. Пушар тухсан икĕ автомашина хуть хăш вăхăтра та васкавлă кайма хатĕр. Сменăра икĕ çын – водительпе пожарнăй. Тревогăпа тухса кайсанах вĕсен вырăнне постри хурала тепĕр смена йышăнать. Çапла вара пост пушă юлмасть. Ку вара чăнах та кирлех, мĕншĕн тесен тепĕр чухне пушар сӳнтерекенсен, уйрăмах кӳршĕ районсене, Ульяновск облаçне те пушар сӳнтерме кайсан çул çинче чылай вăхăт ирттерме тивет. Пушар сӳнтерме çеç мар, çул çинче авари-мĕн пулсан та вырăна тухать пушар машини. Пĕр талăк ĕçлесе виçĕ талăк канаççĕ пост ĕçченĕсем. Анчах канаççĕ тени тĕрĕсех мар. Ирхине 8-тан пуçласа 8 сехет çурăччен смена йышăнаççĕ. Тепĕр чухне смена хыççăн киле çитсенех, пушар тухнипе каялла килме лекет. Кашни эрнекунах ĕçлекенсем пурте поста пуçтарăнаççĕ. Паркпа хуçалăх кунĕ шутланать çав кун. Тирпей кĕртмелли, машинăсене, пушар техникине тĕрĕслемелли, вĕренмелли кун шутланать ку. Кварталта пĕрре пушар сӳнтермелли правилăсене вĕренессипе занятисене райцентрти федераллă пушар чаçĕн членĕсемпе пĕрле ирттереççĕ. Çакăнсăр пуçне пост членĕсене 2289 хуçалăх çирĕплетсе панă. Пушă вăхăтра вĕсем килсем тăрăх çӳреççĕ, пушар хăрушсăрлăхĕ мĕнле шайра пулнине тĕплĕн тĕрĕслесе кирлĕ асăрхаттарусем парса хăвараççĕ, инструктаж ирттереççĕ.
– Поста йĕркеленĕренпе ĕç дисциплинине пăсни пулман. Кунта кашни хăй вырăнĕнче, тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа, чыслăн пурнăçласа пырать. Уйрăмах Николай Михайлович Николаев водителе, Василий Николаевич Ятманов пожарнăя лайăх енĕпе çеç палăртас килет. Ыттисемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ вĕсем. Постри кашни ĕçченех пушар сӳнтерекен уйрăм поста йĕркеленĕ кунпа саламлатăп! – терĕ пире уйрăм пост пуçлăхĕ В. Козлов.
Çак сăмахсем çумне эпир те хутшăнатпăр, республикăри пушара хирĕç кĕрешекен мĕнпур пост членĕсене паллă кунпа саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр!
 
: 904, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: