Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанра муниципаллă йĕркеленӳсем хушшинче çуллен конкурс иртет. Кăçал Республика кунĕ тĕлне, августăн 29-мĕшĕнче, конкурс çĕнтерӳçисене ТР Патшалăх Канашĕ умĕнче Fiat Albea çăмăл машинăсем парса савăнтарчĕç.
Çĕнĕ машина уççине Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов кашни çĕнтерӳçе саламласа тата алă тытса пачĕ.
Çĕнтерӳçĕсене саламласа сăмах каланă май, Рустам Минниханов: «Кирек мĕнле власть та муниципалитетсем çине шанса ĕçлет», – терĕ.
Çаплах юлашки çулсенче Тутарстан Правительстви муниципаллă йĕркеленӳсен ĕçĕсене пысăк витĕм кӳни пирки те каласа хăварчĕ Рустам Нургалиевич. «Тĕп ыйту пирĕн – мобильлĕ тата оперативлă пуласси», – тесе çирĕплетет ТР Президенчĕ.
Унăн сăмахĕпе, республикăри районсенчи ял хутлăхĕсене пĕтĕмпех компьютерсемпе тивĕçтернĕ. Юлашки çулсенче тата транспортсем парса ĕçĕсене çăмăллатаççĕ.
Республика аталанăвĕшĕн сахал мар вăй хунăшăн Рустам Минниханов ял хутлăхĕн пуçлăхĕсене тав турĕ. «Эпир пĕрле алла-аллăн ĕçленине кура 2011 çулăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Тутарстан Республики Раççейре малта пыракансен регионсенчен пĕри шутланать, – терĕ Рустам Нургалиевич. – Эсир хастар ĕçленине кура çурт-йĕр лартасси те, тĕп юсав ĕçĕсем тăвасси те, шывпа тивĕçтересси те, газ кĕртесси те, ФАПсем уçасси те, «Ял клубĕ» программа та пурнăçланса пырать. Кирек мĕнле программăна хута ярас пулсан та сирĕнсĕр ĕç тухмасть».
Кăçал пурĕ 100 машина пачĕç. Тутарстанри кашни районтан икшер ял хутлăхĕн ертӳçисем ТР Президенчĕпе алă тытрĕç. Вĕсен хушшинче Пăва районĕнчи Рункă ялĕн ертӳçине Валерий Ярхунова тата Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрел ялĕн ертӳçине Виталий Землемерова курма тӳр килчĕ.
 
: 854, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: