Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

АРСК, Кайпăç, Саба вăрман хуçалăхĕсенче тата «Алабуга» ОЭЗра, вăрман тирпейлекен çĕнĕ заводăн строительстви пынă çĕрте кĕçех «Раççей вăрманĕсем-2030» видеофильм ӳкерме пуçлĕç. Çак проекта Раççей, Итали кинематографĕсен ятарлă ушкăнĕ пурнăçлĕ. Çаплах вĕсем ТР вăрман хуçалăхĕн министрĕнчен Н.Магдеевран, район администраци пуçлăхĕсемпе вăрман хуçалăхĕсен ертӳçисенчен те интервью илĕç. Тутарстансăр пуçне Мускав облаçĕсенчи вăрмансене те ӳкерĕç вĕсем. «Раççей вăрманĕсем – 2030» фильма вара октябрь уйăхĕнче Римра иртекен ООНăн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç комитечĕн ларăвĕнче кăтартĕç.
 
АНАТ КАМĂРА ÇКХ услугисене тӳлеменнисене кăшт та пулсан намăслантарас шутпа сентябрь уйăхĕнче Мир проспектĕнче «намăс аллейине» уçма палăртнă. Çапла тумашкăн хальхи вăхăтра анаткамăсен 180 миллион тенкĕ парăм пурри хистенĕ-мĕн. Хула мэрĕ А.Метшин пĕлтернĕ тăрăх, парăмçăсем ĕçсĕр ларакан çынсем мар, çапах та парăма тӳлеме васкамаççĕ. Çапла вара хула ертӳçисем çакăн пек çынсене вĕсен сăнӳкерчĕкĕсене вырнаçтарса, парăм мĕн чухлине кăтартсах намăслантарасшăн.
 
***
Анат Кама хулинче çуралакансен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пысăкрах тесе пĕлтерет хула Ĕçтăвкомĕн пресс-служби. Кăçал 7 уйăхра кунта 2300 ача çут тĕнчене килнĕ иккен. Вĕсенчен 1209-шĕ арçын ача, 1080-шĕ хĕр ача. Йĕкĕрешсен шучĕ те пĕлтĕрхинчен нумарах-мĕн, кăçал кун пеккисем 24. Кăçал çуралнă пепкесем пĕлтĕрхи пекех çемьере ытларах иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш ачасем.
 
МАМАДЫШ районĕнчи Арташка ялĕнче пурăнакан Кашаповсен хуçалăхĕнче юлашки çулсенче тĕлĕнтермĕшсем çителĕклех. Тĕслĕхрен, темиçе хут ĕнтĕ вĕсен сурăхĕ хуçисене ултшар йĕкĕреш путекпе савăнтарать. Халĕ те картишре çак сурăхăн пилĕк пĕчĕк путекĕ (улттăран пĕри вилнĕ) чупать. Кăçал çуркунне çемье пуçĕ тата вăрманта ăмăрткайăк йăви ӳкнине асăрханă, çĕмĕрĕлмен пĕр çăмартана вара шелленипе килти инкубатора хунă. Халĕ ăмăрткайăк чĕппи тем пысăкăшах пулнă ĕнтĕ. Кил хуçи ăна йывăç клеткăра тытать.
 
ЗАИНСК районĕнчи фермер пĕр уй арбуз ӳстернĕ тесен тӳрех шанма та йывăр. Анчах ку тĕрĕсех. Çак тутлă çимĕçрен 40 тонна тухăç та илнĕ вăл. Туянакансем пасарта тепĕр чух ку арбуз кăнтăрта мар, хамăр тăрăхрах ӳснине ĕненесшĕн те мар-мĕн. Çавăнпа фермерăн кашнинчех кирлĕ документсене хăйĕнпе пĕрле илме тӳр килет. Фермер çак çимĕçе тахçанах ӳстерме ĕмĕтленнĕ-ха, ку тĕлĕшпе Волгоградра пĕр вăхăт çĕре арендăна та илсе пăхнă. Унта арбузран лайăх тухăç илнине кура тăван енре те ӳстерсе пăхма шутланă. Тутарстан арбузĕ Волгоградринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть-мĕн, çавăн пекех сĕткен те пылак. Арбузсăр пуçне фермер хăйĕн хуçалăхĕнче дыня, пылак пăрăç, помидор та ӳстернĕ. Тĕслĕхрен, пĕр тĕп помидортан кăна 6-12 килограмшар тухăç илнĕ.
 
«ХУСАНĂН 100 скверĕ» проектпа килĕшӳллĕн çак кунсенче тепĕр сквер, хальхинче Рахимов ячĕллĕ урамра уçăлчĕ. Унта ача-пăча площадкине те вырнаçтарнă. Сквера çывхарса килекен Универсиадăна тата спорта халалланă.
 
: 855, Хаçат: 35 (973), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: