Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Республика Кунĕ умĕн Хусанта çĕнĕ Туслăх çурчĕ уçăлчĕ. Киввипе танлаштарсан вăл самай пысăкрах та капăртарах. Павлюхин урамĕнчи пилĕк хутлă çурт халĕ таçтанах курăнса ларать. Кунта республикăри мĕнпур халăх представителĕсем валли пӳлĕмсем пур, концерт залĕ те. Республикăри халăхсен Ассамблейин 20 çуллăхĕ тĕлне вăл лайăх парне пулса тăчĕ. Çĕнĕ çурта хăтланă çĕре Тутарстан Президенчĕ хутшăнчĕ.
«Мĕнле çĕршывăн та, мĕнле регионăн та ăнăçлăхĕ тĕрлĕ халăхсен, конфессисен хушшинче еплерех хутшăнусем пулнинчен килет. Ман шутпа Тутарстанра ку пулса пырать. Паллах, нумай чухне республикăри халăхсен Ассамблейи пуррипе те», – терĕ Рустам Минниханов.
Унăн ертӳçи Фарид Мухаметшин пирки уйрăм сăмахсем каларĕ Президент, тăрăшăвне кура хакларĕ. Мĕншĕн тесен Ассамблейăна Фарид Хайруллович ертсе пыма тытăннăранпа çак организацин ĕçĕсем кал-кал пыма пуçларĕç. Акă тепĕр çитĕнӳ – пысăк, хăтлă Туслăх çурчĕ хăнасене йышăнать. Кашни халăх валли уйрăм пӳлĕм хатĕрленĕ, чăвашсен кабинечĕ 4-мĕш хутра.
Республика пуçлăхĕн шучĕпе, Тутарстанра пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсем валли тăван культурăна аталантармалли условисем туса пани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл çынсене тăван çĕршывран инçетре пурăнсан та, чĕлхене упрама май парать. Рустам Минниханов çавăн пекех наципе культура автономийĕсен пуçлăхĕсене яваплă ĕçшĕн тав турĕ.
Президент Туслăх çуртне сцена костюмĕсем тата музыка оборудованийĕ туянма 1 миллион тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Казахсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхне Сагит Джаксыбаева РФ Президенчĕн ятĕнчен Халăхсен туслăхĕн орденĕпе наградăларĕ.
Фарид Мухаметшин çĕнĕ Туслăх çурчĕ уçăлнине тахçантанпа кĕтнĕ пулăм терĕ. «Тутарстанри халăх ку çуртпа хăйĕн тăнăçлăхне, мирлĕ пурнăçне çыхăнтарать, алăксем пурин валли те уçă, – терĕ вăл. – Сирĕнпе пĕрле эпир Туслăх çуртне, пĕтĕмĕшле илсен ТР халăхĕсен Ассамблеине тарăн содержанипе тултармалла. Пире шанса панă-тăк ку яваплă ĕçе, ачасемпе мăнуксен тăнăç пуласлăхĕ пирĕн общество ĕçĕнчен килнине туйса эпир ăна тăрăшса пурнăçлăпăр.
Чăвашсем пухăва Алексеевски, Çӳлту районĕсенчен, Çырчаллинчен, Хусантан хутшăннăччĕ. Елена Кондюкова ертсе пыракан «Чĕкеç» халăх ансамблĕ ытти коллективсемпе пĕрле сцена çинче пултарулăхне кăтартрĕ.
 
: 959, Хаçат: 35 (973)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: