Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.11.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, юр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççейĕн пĕрремĕш Президентне Борис Ельцина Литва Витис Хĕресĕн орденĕн Пысăк хĕресĕпе наградăланă. Ăна Борис Николаевичăн мăшăрне Наина Ельцинăна ЛР Президенчĕ Даля Грибаускайте панă. Витис Хĕресĕ – Литва патшалăхĕн чи пысăк орденĕсенчен пĕри. Литва патшалăхне çирĕплетнĕшĕн тата Раççейпе Литва хушшинчи çыхăнусене аталантарнăшăн Б.Ельцина çак наградăна вилнĕ хыççăн панă. Демократипе ирĕклĕх идейисене хӳтĕленĕ май РФ пĕрремĕш Президенчĕ Балтика çĕршывĕсен ирĕклĕхне те ырласа йышăннă.
 
Кăмпаçăсене асăрхануллăрах пулма ыйтаççĕ. РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Тутарстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, сезон пуçланнăранпа республикăра 10 кăмпаçă çухалса кайни паллă. 112 номерпе экстренлă службăсене шăнкăравласа пулăшу ыйтни вĕсенчен нумайăшне çăлса хăварнă.
 
Сентябрĕн 4-мĕшĕнче VIII Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновĕн фестивалĕ уçăлать. Унта хутшăнма ятарлă комисси 28 çĕршывран 40 фильм суйласа илнĕ. Пĕтĕмпе фестивале 55 çĕршыв заявка панă, анчах пурне те конкурса йышăнма май пулман. Тутарстансем чи малтанах 20 ĕç конкурса илме сĕннĕ, анчах пĕр илемлĕ тата икĕ документлă фильм кăна суйласа илнĕ. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче фестиваль хупăнать. Çак вăхăтрах, сентябрĕн 4-6-мĕшсенче Хусанти патшалăх культура тата искусство университетĕнче IV любительсен тата çамрăксен кинофестивалĕ иртет, жюри 70 картина пăхса тухĕ.
 
Июлĕн 1-мĕшĕнчен социаллă культура объекчĕсенче, пасарсенче, вокзалсенче, çынсем йышлăн пухăнакан вырăнсенче çула çитменнисене сăра сутма чарнă. Çырчаллинче саккуна мĕнле пăхăннине июлĕн 1-мĕшĕнчен августăн 24-мĕшчен сăнанă, 142 суту-илӳ объектне тĕрĕсленĕ. Рейд ирттерекенсем юраман вăхăтра сутнă 32 тĕслĕхе палăртнă. Хула мэрĕ Василь Шайхразиев сăрана спортпа улăштарма сĕннĕ. Хулари 34 спорт площадкинче çырчаллисем валли ирхи зарядка ирттереççĕ.
 
: 963, Хаçат: 35 (973), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: