Нумайăшĕ шкул пĕтерсен ялтан тухса кайма тăрăшать пулсан, Пăва районĕнчи Мăкăр çамрăкĕсенчен ялта юлакансем те сахал мар. Акă, тĕслĕхрен, Евгений Баскаковах илер. Вăл Пăвари профессиллĕ училищĕрен вĕренсе тухсан тăван ялнех таврăннă. Ун пек анлă профильлĕ машинист-тракторист сем вырăнти «Дружба» агрофирмăра питĕ кирлĕ. Евгений Мăкăр ялĕнчи фермăра «Беларусь-1221» тракторпа акă ĕнтĕ улттăмĕш çул вăй хурать. Вăл выльăх-чĕрлĕхе апат парассишĕн яваплă. Кунсăр пуçне те фермăра ĕç çителĕклĕ. Ĕçчен çамрăка мĕн-тĕр тумашкăн хушма та кирлĕ мар, хăех тавçăрса темле ĕçе те пурнăçлать. Çавăншăнах ăна ĕçтешĕсем те, ял-йыш та хисеплет.
![]() |