Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇУЛСЕРЕН НУМАЙРАХ
Аслă шкулсемпе пĕрлех республикăри пуçламăш тата вăтам профессилле пĕлӳ паракан учрежденисем те вĕренме кĕрес текенсенчен заявленисем йышăнаççĕ. ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ Клара Тазетдинова каланă тăрăх, июлĕн 16-мĕшĕ тĕлне асăннă вĕрентӳ учрежденийĕсене 11904 çамрăк заявлени панă. Вĕсенчен 8076-шĕ – 9 класс пĕтернисем, ыттисем вăтам пĕлӳ илнисем. Пĕлтĕр çак вăхăтра 8076 çын çеç заявлени панă пулнă. Апла-тăк пуçламăш тата вăтам профессилле пĕлӳ паракан учрежденисенче вĕренес текенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Уйрăмах Хусанти автотранспорт техникумне, строительство колледжне тата суту-илӳпе экономика техникумне заявлени паракансем йышлăн.
ТӲЛЕКЕНСЕНЕ – СТИПЕНДИ
Çĕршыв ертӳçисем çут çанталăк наукисене аталантарасси çине тимлĕх уйăрма ыйтнине шута илсе Хусанти федераллă университетăн ректорĕ тӳлевлĕ майпа вĕренме кĕнĕ I курс студенчĕсене тата магистрантсене уйăхсерен стипенди тӳлесси çинчен калакан приказ çине алă пуснă.
Приказпа килĕшӳллĕн, ППЭре пысăк балл пухайнă, математика, механика, математикăлла моделировани, физика, радиофизика, техникăлла физика, хими енĕпе тӳлевлĕ майпа вĕренме кĕнисене пĕрремĕш семестрта стипенди парăнать.
Условисем çапларах: енчен те 1-5 балл çитеймест-тĕк – стипендин калăпăшĕ академиллипе тан, 5-10 балл çитеймесен – унăн çурри. Пирвайхи сессие «тăваттăпа» «пиллĕклĕх» парсан иккĕмĕш семестрта та стипенди илес шанăç пур.
Асăннă направленисемпе пĕрремĕш курсра бюджетлă вырăнсенче вĕренекен магистрантсем уйăхсерен 3000 тенкĕ стипенди илĕç.
 
МЕДВЕДЕВ ÇИТЕЛĔКЛĔ БАЛЛ ПУХНĂ
Раççей Премьер-министрĕн Дмитрий Медведевăн ывăлне Ильяна Мускаври патшалăх халăхсен хушшинчи хутшăнусен институчĕн (МГИМО) йышăну комиссийĕ халăхсен хутшăнăвĕсемпе право факультетне бюджетлă вырăна вĕренме кĕме рекомендациленĕ. Аслă шкул сайчĕ çинче вырнаçтарнă абитуриентсен списокĕпе килĕшӳллĕн, Медведев вĕренме кĕмелли экзаменсенче 359 балл пухнă. Историпе ППЭ тытса Илья 94 балл пухнă, обществознанипе – 83, вырăс чĕлхипе – 87, вуз ирттернĕ хушма тĕрĕслевсенче – 95.
Иртнĕ тунтикун тĕлне Медведев документсен оригиналĕсене йышăну комиссине тăратман пулнă-ха, РФ Премьер-министрĕн пресс-секретарĕ пĕлтернĕ тăрăх, Илья Раççейĕн темиçе вузне документсем панă.
 
ВĂРМАНÇĂ – КИРЛĔ СПЕЦИАЛЬНОСТЬ
Пĕрисем вĕренме кĕреççĕ, теприсем – тухаççĕ. Хусанти патшалăх аграри университечĕн вăрман хуçалăхĕпе экологи факультетĕнчен нумай пулмасть республикăн вăрман хуçалăхĕсен комплексĕсенче ĕçлемешкĕн специалистсем вĕренсе тухнă. 29 çамрăк, вĕсенчен 7-шĕ вĕренĕве йăлтах «пиллĕксемпе» вĕçленĕ, ТР вăрман хуçалăх министрĕн Наиль Магдеевăн аллинчен диплом илнĕ. Министр вĕренсе тухакансене ăшшăн саламланă май республикăри вăрман хуçалăхĕ пирки каласа панă. «Аслă пĕлӳллĕ специалистсем пире çав тери кирлĕ. Сирĕнпе пĕрле пысăк тата кирлĕ ĕçсем пурнăçласчĕ», – тенĕ вăл.
Хусанти патшалăх аграри университечĕн вăрман хуçалăхĕпе экологи факультечĕн деканĕ Л.Пухачева каланă тăрăх, факультетра вĕрентекен специальноçсемпе çамрăксем çулран çул ытларах та ытларах интересленеççĕ. Çавăнпа та вăрманçă специальноçĕсемпе вĕренме кĕме конкурссем те яланах пысăк.
 
: 973, Хаçат: 30 (968), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: