Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тăваткăл çерем – çăл куçĕ, çăл
куçĕ,
Тăваткăл çерем – çăл куçĕ.
Ăссах тăрăр, ан типтĕр, ан
типтĕр,
Ăссах тăрăр, ан типтĕр.
Ах, тăвансем, тăвансем,
тăвансем,
Ах, тăвансем, тăвансем,
Килсех çӳрĕр, ан сивнĕр,
ан сивнĕр,
Килсех çӳрĕр, ан сивнĕр.
 
Анне юрлакан çак юрă пуçăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Тăвансемпе тĕл пулнă самантсенче час-часах унти витĕмлĕ сăмахсем аса килеççĕ. Куç-пуç, ал-ура чипер чух, вăй-хал вĕресе тăнă çамрăк вăхăтра, пĕр-пĕрин патне тăтăшах çӳремелле пек, анчах та çӳреме мар, çыру çырма та ерçейместпĕр-çке. Пĕр кашăкран тенĕ пек апат çисе ӳснĕскерсем, çитĕнсен нумай çул курнăçмасăр, пĕр-пĕрин çинчен хыпар пĕлмесĕр пурăнатпăр. Кулленхи ĕçсемпе путланса, тăтăшах сиксе тухакан чăрмавсене сирессипе тапаçланса, ратне-хурăнташ пирки шутлама вăхăт та тупаймастпăр, килсе çӳремен тăван тăван та мар тенине астусах тăратпăр пулсан та.
Пĕрре çапла, шăматкун каç, нумай шутласа тăмарăмăр мăшăрăмпа, ĕçĕ-качки айккинче тăтăр, кайса курар-ха терĕмĕр тахçанах пулман çывăх тăвансем патне. Хăпăл-хапăл хамăрăн «Жигулине» кĕрсе лартăмăр та Самар çывăхĕнчи пĕр рабочи поселокне вĕçтертĕмĕр. Унта пирĕн атте пиччĕшĕн хĕрĕ пурăнать.
Хитре чупать-ха пирĕн машина, кивĕ пулин те. 17 çулта тесе те калаймăн, çамрăк ăйăр пек ĕрĕхтерсе кăна пырать – теприн çĕнĕ автомобилĕ хыçала тăрса юлĕ. Салонра ăшă, каяс çула кĕскетес тесе чăваш юррисене канлĕн итлесе пыратпăр.
«...Юрату пылакĕ пуçна çавăрчĕ,
Усал çын сăмахĕ пире уйăрчĕ...» – шăранать магнитофонран юрă.
Ай-тур, салхуллă та илтĕнет юрри! Кун пек юрăсемпе чуна пусăрăнтарас мар-ха, урăххи çинчен шутлас, таврари илемпе киленес.
Кăçал хĕл пуласси курăнмасть те, кунсем пĕр евĕр хитре, ăшă тăраççĕ, каçхине кăна сивĕткелесе илет. Раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсем те çитрĕç, çапах пĕр пĕрчĕ юр та ӳксе таврана шуратмарĕ-ха. Çанталăк çакăн пек тăнине пачах астумастăп. Сăвăç калашле, чăн-чăн «ылтăн кĕркунне» вăрах тăчĕ кăçал.
Çул сарлака трассăран пăрăнса вăрманалла кĕчĕ. Машинăн вăйлă хунарĕсем вăрманти пăч тĕттĕме çутатса пычĕç, çулăн икĕ айккинчи йывăçсене тĕртсе хăварас пек малалла, сăрталла талпăнчĕç. Чăнах та, кĕске вăхăтрах чи çӳллĕ вырăна хăпарса çитрĕмĕр пулас – пирĕн умра хумсемпе выляса тăракан Шур Атăлăн анлă çийĕ чĕрĕ тăхлан пек курăнса кайрĕ. Шывĕ шăнма шутламасть те, пăрахутсен, нумай хутлă çуртсен çутисем ун çинче тӳпери çăлтăрсем пек мĕлтлетсе выртаççĕ.
 
1
Алăка шаккас тесе алла çĕкленĕччĕ кăна – хирĕç çамрăк хĕр тухрĕ. Хăй çине килти халат уртнă, çӳçне вĕттĕн кăтралаттарнă, сарă-çутă сăн-питлĕ, куçĕ кăн-кăвак. Пире курсанах:
– Ай-яй-яй! Мĕнешкел савăнăç! Пиччепе инке килнĕ! – те тĕлĕннипе, те хĕпĕртенипе аллисене пĕчĕк ача пекех çупса илчĕ Светлана. Пире черетпе чуп турĕ те, çири тумтирсене йышăнса, хăйсен пӳлĕмне иртме сĕнчĕ. Çав хушăрах кунта пурăнакан темиçе çемьене тивĕçекен кухньăна кайса чей лартма та ĕлкĕрчĕ. Вĕтеленсе чупкаланă вăхăтра пире çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарчĕ: амăшĕ чăх-чĕп фабрикинче ĕçлеме пăрахнă иккен, каллех больницăра ĕçлет. Ангелюк йăмăкĕ шкулта чиперех вĕренет, халь дискотекăна тухса кайнă. Хăй, вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскер, Самар институтне кĕрес тенĕ те пĕр экзаменне тытайман. Нумай шутласа тăман, çийĕнчех бухгалтерсем хатĕрлекен техникума заявлени панă, халĕ унта вĕренет. Практика пултăр тесе лавккаçă патĕнче вăй хурать. Çăкăр-тăвар илмелĕх, тăхăнмалăх, йăмăкне тутлă канфет-пĕремĕк туянса парса йăпатмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илет.
Каланă хушăрах тантăшĕн çуралнă кунне палăртма кайма пуçтарăнчĕ: кĕпе-костюмне якатрĕ, çӳçне хитре тирпейлесе майлаштарчĕ, çемçе те çӳхе тутине ӳт тĕслĕ писевпе сĕрем пекки турĕ. Ахальлĕн те ун тути хитре – калаçнă чухне илĕртӳллĕн уçăлса хупăнать. Çветтукăн пĕтĕм хусканăвĕ, кулни-калаçăвĕ калама çук кăмăллă та илемлĕ. Ун çине пăхнăçем пăхас, ăна итленĕçем итлес килет. Çавăн пек маттурланса, хитреленсе çитĕннĕ хĕр пулнă-çке йăмăкăмăн аслă ачи.
– Кӳршĕсем! Сирĕн чейник вĕреме кĕчĕ, – илтĕнчĕ инçетри кухньăран.
– Каçарăр, ав, ман чейник «калаçать», – терĕ те Çветтук шӳтлесе пӳлĕмрен çил пек тухса вĕçтерчĕ – эпир сиссе те юлаймарăмăр.
Мăшăрăмпа иксĕмĕр пĕр-пĕрин çине пăхса йăл кулса илтĕмĕр те кĕнеке çӳлĕкĕсем çине хĕстерсе тăратнă сăн- ӳкерчĕксене пăхма пуçларăмăр. Кунта йăмăкăмăн, Марине ятлă-ха вăл, хĕр чухнехи портречĕсем, тĕрлĕ çулсенче ачисемпе çумлă ларса çапăннă сăн- ӳкерчĕксем. Темшĕн вĕсен хушшинче Шуркка кĕрĕвĕн сăнĕ курăнмарĕ. Çемьерен уйрăлса кӳршĕри çамрăк хĕрарăмпа тухса кайнине илтнĕччĕ-ха, анчах та вунă çул пĕрле пурăннă упăшкан, хĕр ачасен ашшĕн, çак килте нимĕнле йĕр те юлманни арăмпа иксĕмĕре те питĕ тĕлĕнтерчĕ. Çветтук та ун çинчен пире пĕр сăмах та шарламарĕ. Сăлтавĕ пур пуль хăйсене пурнăç панă çыннăн сăнне те курас, ятне те асăнас килмесен...
Малтанхи пекех хаваслă Çветтук пире сĕтел хушшине лартса чейпе хăналама пикенчĕ. Кĕçех Марине йăмăк та персе çитрĕ.
– Шарт тупата, çӳретĕп таçта, килте хаклă хăнасемпе пулас чухне, – ăшталанма тытăнчĕ вăл.
– Ан тарăх-ха, Марине. Пире Çветтук килнĕренпе мĕнле кăна хыпар пĕлтермерĕ пуль, сăмах чĕнместпĕр, каçса кайса итлетпĕр, – лăплантаратпăр ăна.
– Анне, чăнах çапла. Хăш-пĕрне сан валли те хăвартăм, çавăнпа та халь хамăн эстафета патаккине сана паратăп. Пиччепе инке, – пире ĕнтĕ ку, – мана ан çилленĕр, сире аннепе кăна хăваратăп, ман тантăш патне хăнана каймалла, – терĕ тирпейленсе, тĕкĕр умĕнче вĕльт! çаврăнса илчĕ те пирĕн куçран çухалчĕ. Марине те ун çине ытараймасăр пăхса савăнса тăчĕ, хĕрĕ пӳлĕмрен тухса кайсанах:
– Маттур манăн Çветтук. Лайăх вĕренет, ĕçĕнче те тăрăшуллă, юратаççĕ ăна, – терĕ кăмăллăн. – Çитĕнчĕ ĕнтĕ, ашшĕсĕрех хĕр пулчĕ… – хушса хучĕ каярахпа. Çавăнтах ун сăнĕ улшăнчĕ, самантлăха тарăн шухăша путрĕ.
Мĕн çинчен шутларĕ-ши Марине, мĕн аса илчĕ-ши? Тен, хăйĕн паянхи пурнăçĕ çинчен, тен, хĕрĕсен пуласлăхĕ пирки? Тен, Çветтук çине киленсе пăхса юлнăçем, ун çулĕсенчи хăйĕн яшлăхĕ куçĕ умне шуса тухрĕ?..
(Малалли пулать.)
 
: 918, Хаçат: 29 (967), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: