Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулла, паллах, пахчара помидорсемпе хăярсем ӳстермелли вăхăт. Уйрăмах помидорсене питĕ тишкерсе, сăнаса тăмалла. Тухăçа хăвăртрах туса илмешкĕн пулăшма та манмалла мар.
Сăмахран, Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Хусан çумĕнчи Залесный поселокĕнче пурăнакан Людмила Колбасова пахчари помидорсене куç пек пăхать. Хăй «Майский» агропромкомбинатра вăй хурса хăяр-помидор ӳстерет пулсан та, пахчинче помидор лартмасăр чунĕ канмасть. Вăл вĕсене ачана пăхнă пек юратса ӳстерет.
– Людмила Николаевна, эсир мĕнлерех майпа çапла питĕ пысăк тухăç туса илме пултаратăр? Кăштах каласа парăр-ха? – кăсăклантăм эпĕ вăл помидор «тураттисене» тирпей кӳнине сăнанă май.
– Темех мар, паллах. Хам пĕлнĕ пек тăватăп, – хуравлать Людмила Николаевна сăпайланса. – Çуркунне калчасене кăларнă хыççăн 30-40 сантиметр çӳллĕш ӳснĕ хыççăн патак лартса çыхса хуратăп. Кун пек çил ӳкересрен аван. Çитменнине тата выртнă помидор калчийĕ кукăр-макăр ӳсет. Çавăнпа та тухăç пулса çитмешкĕн сĕткен çитмест, çулçăсем çине каять. Калча ӳссе пынă май тата темиçе çĕрте çыхса хуратăп.
– Тураттисене пĕтĕмпех хăваратăр-и?
– Çук, паллах. Аялти темиçе туратне татса пăрахатăп. Çаплах саралнă çулçисене те илсе пăрахма тăрăшатăп. Вĕсем калчана аталанма кансĕрлеççĕ.
– Мĕнле йышши сортсем лартатăр эсир? Хăшĕсем лайăхрах ӳсеççĕ?
– Юлашки çулсенче фитофтороз чирĕ пулманни питĕ савăнтарать. Çавăнпа та кирек мĕнле сорт та хĕреличчен калча çинче пиçсе тăрать. Эпĕ вара шултра йышшисене кăмăллатăп.
Çапла кашни ӳсен-тăран патне хăйне тĕрлĕ пымалла, пăхмалла. Кашни пахчаçă вара хăй пĕлнĕ, кăмăлне кайнă пек ĕçлет. Хăй ĕçĕпе савăнать, тухăç пулсан мăнаçланать. Тухăçĕ вара пурин те питĕ пысăк та сиплĕ пултăр.
 
: 1529, Хаçат: 29 (967), Категори: Кил-çурт хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: