Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 28№.)
 
Кунта кĕрсен тӳрех Юрий Гагаринăн ĕç сĕтелне асăрхатăн. Календаре юлашки хут пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçса хунă. Юнашарах çырусем, ĕç хучĕсем выртаççĕ. Тумбочка çинче – уйăх глобусĕ. Кантăк айĕнче Ю.Гагаринпа В.Серегин летчикăн докуменчĕсем. Алăк çинче сехет çакăнса тăрать, ун йĕпписем 10 сехет те 31 минут кăтартаççĕ. Шăпах çак вăхăтра 1968 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ю.Гагаринăн чĕри тапма чарăннă.
Гагаринăн асăну пӳлĕмĕнче тĕрлĕ сăнӳкерчĕк, ĕç хучĕсем. Кунтах Гагарин полковник мундирĕ, ун çинче Тăван çĕршывăн тата ытти çĕршывăн нумай-нумай награди. Кунтах – пĕрремĕш космонавт çуралса ӳснĕ çуртăн макечĕ. Ăна армян ачи, йывăр чирпе выртакан Мельсик Несерсян шăрпăк пĕрчисене çыпăçтарса тунă.
Пысăк залра космос техникине кăтартакан пысăк экспозици. Унта пулса курнă хыççăн пирĕн çĕршыври космос историйĕ куç умне яр уççăн тухса тăрать.
…Чылай çӳрерĕмĕр эпир çав кун Çăлтăр хулинче. Юлашкинчен Илья Петровичăн хăтлă хваттерĕнче пире унăн мăшăрĕ – ытарайми ăшă кăмăллă Виталина Ивановна тараватлăн кĕтсе илчĕ. Сăмах хыççăн сăмах тăсса çак маттур хĕрарăмăн ашшĕ Иван чăваш халăх поэчĕн Стихван Шавлин ашшĕпе Антонпа пĕр тăванах пулнине пĕлсен шалт тĕлĕнсе кайрăмăр. «Ара, çаплах ĕнтĕ, çаплах, – тет пире кил хуçи, – пирĕн тымарсем – унтан, Самар тăрăхĕнчен, Çарăмсан çыранĕсенчен. Виталина, авă, Шунтал районĕнчи Чулçырмара, эпĕ вара Сальелĕнче çуралнă».
Стихван Шавлипе унăн мăшăрĕ Ольга Ивановна тата Ирина ятлă хĕрĕ 1975 çулта хăйсем патне хăнана килсе кайни çинчен те каласа кăтартрĕç кил хуçисем. Космонавтика кунне паллă тунă вăхăтра килсе çитнĕ иккен хаклă хăнасем. Культура керменĕнчи пысăк уява та илсе кайса кăтартнă вĕсене. Мĕнпур космонавта та, Юрий Гагарин амăшне Анна Тимофеевнăна та курса юлнă вара чăваш халăх поэчĕ, Андриян Григорьевич Николаевпа тăван чĕлхепе калаçнă, ăна чăваш çыравçисенчен хĕрӳллĕ салам каланă.
«Тепĕр çул, Мускав çывăхне канма килсен, Çăлтăр хулине тепре килсе куратăпах», – тесе сывпуллашрĕ пирĕнпе Степан Антонович. Шел, унăн сăмахĕ пурнăçа кĕреймерĕ, 1976 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна Шупашкара пырса юлашки çула ăсатмалла пулчĕ, – хурлăхлăн каларĕ Илья Петрович. – Мĕн тери чĕрĕ те хастар çынччĕ вăл, кашни сăмахĕнче пысăк ăс тапса тăратчĕ. Пурăнмаллаччĕ те пурăнмаллаччĕ, хăватлă сăвви-поэмисемпе халăха савăнтармаллаччĕ, çитмĕле те çитейменччĕ вĕт-ха…»
– Пире Çăлтăр хулинче пурăнакан тепĕр ентеш – Василий Портнов – кĕтетчĕ, каçа юлатпăр тесе кĕреймерĕмĕр ун патне. Андриян Григорьевич Николаев килте марччĕ çав кун. Анчах тепĕр кунне, Çăлтăр хулинче чăваш поэчĕсем пулнă тенине илтсен, вăл пире хăйĕн «Вĕçĕ-хĕрриссĕр уçлăхра» кĕнекине алă пусса парнелеме ыйтнă. Çав хаклă парнене пире каярах Илья Петрович Хусан вокзалне илсе пырса пачĕ, хăй вара чăваш писателĕсене питĕ ăшшăн ăсатса ячĕ.
Миçе хутчен тĕл пулмарăмăр-ши Илья Петровичпа çав паллашу хыççăн! Тепĕр çулла, отпуск вăхăтĕнче, эпĕ ăна хамăр яла, Çĕнĕ Йĕлмеле, пĕрле кайса килме сĕнӳ патăм. Вăл та тăван Сальелне çитсе килме шухăш тытнă та, унта тĕл пулма калаçса килĕшрĕмĕр. Димитровградра пурăнакан Людмилăпа (çут тĕнчерен ытла ир уйрăлса кайнă Улькка аппан хĕрĕ) унăн упăшки Петĕр тата вĕсен пĕчĕк хĕрĕ Оля мана çăмăл машинăпа Илья Петрович çуралнă ялах илсе çитерчĕç. Ăшшăн кĕтсе илчĕ пире Тявинсен кил-йышĕ. Илья Петровичăн ашшĕпе амăшĕ самаях ватă ĕнтĕ, анчах ăслă-тăнлă та çаврăнăçуллă, тараватлă та ырă кăмăллă. Ашшĕ, Петр Семенович, пурăнан пурнăçра революци вут-хĕмне те, выçлăх нушине те, коллективизаци тапхăрне те, вăрçăн чăтма çук йывăр çул-йĕрĕсене те чăтăмлăн чăтса ирттернĕ кĕрнеклĕ çын, ниме парăнман пăхаттир пек курăнать. Калаçăвĕ лăпкă та витерӳллĕ унăн, кăмăл-шухăшĕ уçă та шанчăклă – пĕр сăмахпа, çĕр çинче çирĕп тăракан чăн-чăн хресчен.
Илья Петрович мана хăйĕн ялне кăтартса çӳрерĕ, ачалăхне аса илчĕ, урамра тĕл пулнă çынсемпе паллаштарчĕ. Килĕнче сăмавар умĕнче шăкăл-шăкăл калаçса ирттернĕ апат вăхăтĕнче, эпĕ çакна савăнса асăрхарăм: Илья Петровичăн çепĕç те ачаш чунĕ – лирик чунĕ – амăшĕнчен иккен унăн, кирлĕ самантра тӳрех хăйне хăй алла илсе çирĕп вăйлă пулас хăнăхăвĕ вара – ашшĕнчен. Тĕллев тытнă – пурнăçланă. Нимĕнле чăрмава пăхмасăр. Ал усмасăр. Нăйкăшмасăр. Çапла çав, чăн-чăн çын, чăн-чăн çутă тĕслĕх пулса тăчĕ маншăн ытарайми çак Илле пичче.
Çарăмсана çитрĕмĕр. Унта пире манăн тăвансем, пĕрле ӳснĕ тантăшсем, çывăх юлташсем Галинăпа Петр Тихоновсем (районти врач-хирург), Дмитрий Селиванов (районти вăрман хуçалăхĕн пуçлăхĕ), Виталий Митрюхин (районти ПАИ пуçлăхĕ), Николай Михлеев (районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ), Михаил Журавлев (çывăхри «Новый путь» колхоз председателĕ) ăшшăн кĕтсе илчĕç. Район центрĕн çĕнелсе пыракан урамĕсем тăрăх курса çӳрерĕмĕр, юнашарти Шелеписем, Хусанкайсем, Шавлисем мухтанă Çарăмсан хĕрринчи юмахри пек улăхра шыва кĕтĕмĕр. Ун хыççăн вара Çĕнĕ Йĕлмеле çул тытрăмăр. Илья Петрович ял урамĕсемпе иртнĕ чух хăй мĕн курнине ĕненмесĕр пуçне пăркаласа пырать. Çурчĕсем çĕнĕ, шкулĕ те, Культура çурчĕ те, лавккисем те çĕнĕ. Ял хĕрринче Сĕнче шывне тĕплĕн пĕвĕлесе лартнă та – пысăк пĕвере халь виç-тăват килограмм таякан карп пуллисем выляççĕ.
– Эккей, – тет пирĕн хисеплĕ хăна, – вăтăр çул каялла кам шутланă кунта çакăн пек улшăнусем пулаççĕ тесе?! Маттур, йĕлмелсем, маттур!
Нумай-нумай çынпа – хăй астуса юлнă ватăсемпе, пĕрле ĕçленĕ учительсемпе, хăй вĕрентнĕ çамрăксемпе чунне уçса калаçрĕ вара Çăлтăр хулинчен килнĕ инженер-подполковни к. Манман, лайăх астăваççĕ ăна кунти тав кăмăлне чĕререх усракан йĕлмелсем, кашниех ун аллине çирĕппĕн чăмăртать, пуçне пĕксех пуç таять, малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунать.
Уйрăмах чыслă хăнасене кунта ялăн хĕвел тухăç енчи вăрманта вырнаçнă шутсăр илемлĕ, çутă çăл куçлă Çарăк ĕшнине илсе кайса хăна тăваççĕ. Ку вăл йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çак ĕшне пирки эпĕ сăвă та çырнăччĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур:
Ĕшне çаврака пулнăран
Ят панă пуль – Çарăк ĕшни.
Кунта тĕл пулатпăр ялан –
Тус-йыш, хурăнташ, чун савни.
 
Тĕнче çаврака пулнăран
Кунтах таврăнатпăр çуллен.
Каятпăр пулас-и вăйран
Кунти çăл шывне ĕçмесен.
 
Ӳпке сывлаймасть пек кал-кал
Кăвайт тĕтĕмне çăтмасан,
Юнать пек пире тăван ял
Ак çак ĕшнене пымасан.
 
Ачалăх туртать-и кунта?
Аваллăх чĕнет-и пире? –
Илетпĕр сĕткен тымартан,
Выртса чуп тăватпăр çĕре.
 
Куççуль пек таса çăл куçа,
Таçта кайнă евĕр, юта,
Эпир пăрахмастпăр укçа,
Эпир таврăнатпăр кунтах.
Илья Петрович, çак ĕшнене çитсен, тӳрех шăпланчĕ, шухăша путрĕ. Ун хыççăн вара çунакан кăвайт çине пăхса ларчĕ-ларчĕ те çапла каларĕ:
– Çак çăл патĕнче эпĕ пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пулнăччĕ. Нихăçан та манас çук çав куна. Вăрçă вĕçленнĕ! Аслă Çĕнтерӳ! Кам юрлать, кам макăрать. Çумăрлă куна пăхмасăр эпир, колхоз конюхĕпе иксĕмĕр, виçĕ çухрăмри Лашмана, унта вырнаçнă ялпона кайса праçник тумалли ĕçме-çиме илсе килтĕмĕр. Митинг ирттертĕмĕр, Çĕнтерӳ кунне хаваслăн уявларăмăр, кайран тантăшсемпе пĕрле Çарăк ĕшнине хăпартрăмăр. Мĕнпур хĕн-асап, хуйхă-суйхă, вĕри куççуль пĕтессĕн туйăнатчĕ пире çак çĕнтерӳллĕ кун хыççăн. Курăр-ха, тĕпрен илсен çавăн пекех пулчĕ мар-и вара? Пурнăç, паллах, йывăрлăхсăр пулмасть, анчах пăхăр-ха хăвăр çине – эсир паян пурте чыслă-сумлă çынсем – врачсем, инженерсем, агрономсем, учительсем, поэтсем… Аслă Çĕнтерӳ пулман пулсан кам пулаттăмăрччĕ-ши?..
Эпир, хамăрăн атте-аннесене, паттăр салтаксемпе тыл ĕçченĕсене асăнса, вĕсене чун-чĕререн тав туса, пĕр самант шăп тăтăмăр.
(Вĕçĕ пулать.)
 
: 1424, Хаçат: 29 (967), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: