Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки… Пысăках мар çак тăрăх хăй çинчен пĕрре те мантармасть. Паллах, чăваш тĕнчине И.Яковлев, И.Максимов-Кошкинск ий, И.Иванов, А.Алга, Тихăн Петĕркки, А.Казакова, Серте Мишши пек çынсем парнеленĕ яла тĕрлĕ çĕртен делегаци час-часах килнипе кăна мар. Кăннакушкисем хăйсем те мероприятисем час-часах ирттереççĕ. Июлĕн 12-мĕшĕнче те акă вырăнти Культура çуртне халăх йышлăн пуçтарăннăччĕ, паллă ентешĕн Михаил Сугаловăн (Серте Мишшин) 65 çулхи юбилейне тивĕçлĕн паллă турĕç.
 
«ВĂЛ КĂЛАКАН-ТĂК, ЭПĔ СЕРТЕ ПУЛАТĂП»
Серте Мишши чăваш литературинче çĕнĕ ят мар, вăл РФ тата ЧР профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ, поэт, прозаик, публицист, темиçе кĕнеке авторĕ. «Çĕнĕ ăру калемĕн маçтăрĕ», – тесе хакларĕç унăн пултарулăхне ентешĕсем. Чăн сăмахăн суйи çук тенешкел, Михаил Андреевич чăнах та калем маçтăрĕ. Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Яккăвĕн, Петĕр Хусанкайăн тата ытти классиксен сĕмĕпе çитĕннĕскерĕн хуть хăш сăввине илсен те çакă яр уççăн курăнать. Паянхи общество мĕнпе пурăннине вăл тăван тавралăх, çынсем урлă сăнласа тарăн шухăша ярать. Поэта тăван ял, Кăнна шывĕ, ентешĕсем нумай вăй-хăват пани те сисĕнет вĕсенче. Паллах, Турă панă пултарулăх пулмасан сăвă çырăнмасть. Серте Мишшин пултарулăхĕ пирки иккĕленӳ çук, вăл чăваш классикĕсен шайĕнчи сăвăç. «Çыравçă ăсталăхĕ юнра та пур манăн, паллă драматург, поэт А.Кăлкан анне енчен тăван лекет», – текелет поэт сăпайлăн кун пирки.
Унăн пултарулăхĕпе чăваш тĕнчи паллашни чăнах та нумаях мар. Ульяновск облаçĕнчи «Еткер» чăваш телекăларăмĕн тĕп редакторĕ О.Мустаев документлă фильм ӳкернĕ хыççăн унăн сăввисем çинчен халăх пĕлнине пытармасть поэт. Тен, çавăнпах пуль эпир Серте Мишши çитĕнсен кăна сăвă çырма пуçланă тесе шутлама хăнăхнă. Тĕрĕссипе, вăл мĕн ачаранах сăвă шăрçалать-мĕн. «Кăнна хĕрринчи хăвалăха кĕрсе лараттăм та сăвă çыраттăм», – аса илет вăл иртнине. «Серте» псевдоним та унăн 12 çултанпах. «Эпир вĕреннĕ чух шкул директорĕ В.Плешковччĕ (Ухли), чăваш прозаикĕсем, поэчĕсем яла ун чух час-часах килетчĕç. Пĕррехинче август уйăхĕнче А.Д.Кăлканпа Ухли пирĕн пата хăнана килнĕ иккен. Эпĕ 12-13 çулти ача, урамран кăшкăрашса кĕретĕп. Анне: «Шăпăртрах, Кăлканпа Ухли килнĕ», – тет мана шăпăртрах пулма хушса. «Вăл Кăлкан-тăк, эпĕ Серте пулатăп», – персе ятăм эпĕ. Вăт çав вăхăтранпа çыпăçрĕ ку ят ман çума», – псевдоним вăрттăнлăхне уçать поэт.
 
СЫВĂ ПОЭТПА КАЛАÇНИ ТЕ ПРАÇНИК
Юлашки çулсенче чăвашсем тăван культурăна аталантарас тĕлĕшпе сахал мар тăрăшаççĕ-ха, авалхи йăласене çĕнĕрен чĕртсе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, чиркӳсем уçаççĕ, ял уявĕсем те йăлана кĕчĕç. Анчах пытармăпăр, çыравçăсемпе поэтсем, вĕрентӳ çине çав-çавах тимлĕх сахалрах. Тен, çавăнпах пуль çамрăк ăру чăваш чĕлхин илемне туйма пăрахса пырать.
Теччĕсем вара культурăн аталанăвне юрă-ташă, илемлĕх конкурсĕсенче кăна курмаççĕ. Тăван чĕлхепе литература, вĕрентӳ çине ытларах пусăм туниех кунти интеллигенци проблемăна тарăнрах ăнланнине ĕнентерет. Чăваш литературин хальхи поэчĕн, прозаикĕн Серте Мишшин юбилейне тăван ялĕнче поэзи каçĕ ирттерсе паллă тума та акă районти Чăваш наципе культура центрĕ çулталăк пуçламăшĕнчех палăртнă.
– Сывă поэтпа тĕлпулу йĕркелесе унпа халăха, çамрăк ăрăва паллаштарни хăех пысăк праçник, – пĕлтерчĕ Теччĕ районĕн ЧНКЦ ертӳçи В.Вериялов. Кăнна Кушкин хастарĕсемпе районти культура уйрăмĕ юбилея пĕрле хатĕрленсе ирттерни те çак уявăн пĕлтерĕшĕ мĕнле пулнине калать. Вырăнти шкул ĕçченĕсем сценари çырнă пулсан, районти тĕп библиотека М.Сугаловăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стенд, хăтлав йĕркеленĕ, районти культура уйрăмĕн, Кăнна Кушки, Çармăс, Шанчă, Чăваш Чакăлтăм ялĕсен артисчĕсем концерт хатĕрленĕ.
 
ÇЫВĂХ ÇЫНСЕН ТĔЛПУЛĂВĔ
Поэзи каçне ирхине 11 сехете палăртнине кура ял халăхĕ клуба килессе малтанласа питех шанманччĕ те, çулла ĕçĕ сахал мар-çке кил-тĕрĕшре тата хальхи çынсене поэзи питех илĕртменнине те пытармăпăр. Çапах та палăртнă вăхăта клуб еннелле утакан тĕрлĕ çулти çынсем нумайăн пулчĕç. Хаклă хăнасене: Серте Мишшипе мăшăрне, районти культура уйрăмĕн пуçлăхне Ю.Сиякина, вырăнти ЧНКЦ пуçлăхне В.Вериялова тата ыттисене И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулпа музей комплексĕнче çăкăр-тăварпа кĕтнĕ, каярах часавайра çурта лартса И.Яковлева тата ытти паллă ентешсене асăннă вăхăтра халăх зала туллиех тулнăччĕ ĕнтĕ.
Поэзи каçĕсене ытти çĕрте шкул ачисене, вырăнти ял хутлăхĕн ĕçченĕсене хăваласа тенĕ пек килсе лартнине курма хăнăхнăран-ши, эпĕ ку меро- прияти те кичеммĕн иртет пуль тенĕччĕ, анчах кăннакушкисем тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Уява чи çывăх çынсен тĕлпулăвĕ пек йĕркелени кăмăла çĕклесе кунта килнĕ кашни çынна праçникĕн пĕр пайĕ, Серте Мишшин чи çывăх тăванĕ пек туйма май пачĕ, тен, çавăнпах пуль темиçе сехете тăсăлнă мероприяти сисĕнмесĕрех иртрĕ, залран тухса каякан пĕр çын та пулмарĕ.
Поэзи каçне ертсе пыракансем А.Байдеряковпа Г.Резюкова (вырăнти шкулăн вĕрентекенĕсем) Серте Мишшин пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă май кашнинчех унăн сăввисен йĕркисемпе çирĕплетсе пычĕç. Районти культура çурчĕн «Забава» вокалпа эстрада студийĕн çамрăк артисчĕсем, И.Морозкина тата таврари чăваш ялĕсенчен килнĕ артистсен юрри-ташши, вырăнти шкулта вĕренекенсем поэтăн сăввисене калани мероприятие тата илемлĕрех турĕç.
Паллах, ентешĕн юбилейĕ пирки район ертӳçисем те манман. Михаил Андреевича районти культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Сиякин район администраци пуçлăхĕн ятĕнчен юбилейпе саламласа парне пачĕ. Вырăнти ЧНКЦ ертӳçи В.Вериялов та Чăваш наципе культура центрĕн Хисеп хутне парса чысларĕ. Сывă поэтпа курнăçнине, ăна чысланине пысăк праçникпе танлаштарчĕ вăл. Çакăн пек хитре мероприяти йĕркеленĕшĕн чăваш хастарĕсене пурне те тав турĕ. Паллă ентеше вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов, Яковлев музейĕн ертӳçи А.Пыркин, В.Тимофеев предприниматель тата ыттисем те ăшă сăмахсем каласа саламларĕç. Володар Аркадьевич ял-йыш ятĕнчен асăнмалăх пысăк картина та парнелерĕ. Поэта юрас тесе йăпăлтатни, икĕпитленни сисĕнмерĕ кăннакушкисен, вĕсем пурте ентешне чунтан саламласа иртнине аса илчĕç, ĕçе вĕрентнишĕн тав турĕç.
Серте Мишши ял-йыш хăйне çапла хисеп тăвасса кĕтменччĕ те пулас, çавăнпа вăл нихçанхинчен те хытă хумханнине пытараймарĕ. Хăй çинчен каласа панă, хăш-пĕр сăввине вуланă чух куççулĕ те тухрĕ. «Маншăн ялта ют çын çук», – терĕ вăл ял-йыша тав тунă май. Ялти пултарулăх ушкăнне çӳрекенсем Кăнна Кушки тăрăхĕнчи юрăсене юрласа, Елена Пыркина хăй çырнă сăввине вуласа саламлани вара темле парнерен те хаклăрах пулчĕ.
Ульяновск облаçĕнче пурăнакан паллă поэтăмăра саламлама Ульяновск хăнисем – «Еткер» телекăларăмăн тĕп редакторĕпе О.Мустаевпа ЧР Художниксен союзĕн членĕ В.Аванмарт та килнĕччĕ. Вĕсем те нумай ăшă сăмах каларĕç ентеше, малалла ĕçлеме ăнăçусем сунчĕç. Серте Мишши хыççăн Кăнна Кушкинче пултаруллă сăвăç-çыравçăсем питех курăнманнишĕн пăшăрханнине пытармарĕç.
«Ял-йыш кун пек саламлани пулманччĕ-ха, питĕ хумхантăм, çакăн пек чыс тунă хыççăн манăн тата хавхаланса ĕçлес килет», – пĕлтерчĕ хăй шухăшне Михаил Андреевич уяв вĕçленнĕ хыççăн.
 
: 1396, Хаçат: 29 (967)

Комментарисем:

Eва (2012-07-24 15:02:57):
"...çăкăртан та хаклă" - сăн ÿкерчĕкри орфографи йăнăшĕ тÿрех куçа тăрăнать

Susmet (2012-07-25 14:33:49):
Сапларах енте пирен хальхи поэтсем. кенеке вуламасрах, турех кенеке сырма тытанассе)))

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: