Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УДМУРТ РЕСПУБЛИКИ кăçалхи çур çулта Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче халăх шучĕ хăй тĕллĕн ӳснипе малти вырăна тухнă. Çакăн пирки ку эрнере УР Президенчĕ А.Волков пĕлтернĕ. «Çур çулта халăх шучĕ 1,68 пин çын таран ӳснĕ, ку пĕлтĕрхи çулталăкри кăтартуран та çӳллĕрех. Апла-тăк эпир пурнăçа кĕртекен социаллă политика тĕрĕс çулпа пырать», – тенĕ вăл.
 
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧЕ çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци шайĕнче регионти Вĕрентӳ министерстви çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан 11 пине яхăн ачана «Первоклассник – 2012» дисконтлă карттăсем валеçсе панă. Унпа шкул валли кирлĕ япаласене йӳнĕрех хакпа туянма пулать. Вĕрентӳ министерстви шкул ярмарккисене йĕркелессине те хăй çине илнĕ. Тĕп тĕллевĕ – шкул валли кирлĕ таварсене халăха йӳнĕрех хакпа туянма майсем туса парасси.
 
Кăçалхи ултă уйăхра Ульяновск облаçĕнче алкоголизмпа чирлесси пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 29, алкоголь психозĕпе аптрасси 47 процента чакнă. Эрех ĕçсе наркăмăшланакансемп е вилекенсен шучĕ те самай сахалланнă. Наркологсем патĕнче учетра тăракансем те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 4 процент сахалрах. Апла-тăк область Правительстви эрех ĕçессипе кĕрешме йышăннă программа ăнăçлăн пурнăçланса пыни уççăн палăрать.
 
ЧĂВАШ ЕН. Муркаш районĕнчи ача-пăча лагерĕн территорийĕнче ларакан юмана Раççейри чи ватă йывăçсен реестрне кĕртнĕ. Ку – Чăваш Республикинчи чи ватă юман, вăл 480 çулта. Йывăç вуллин диаметрĕ – 182 сантиметр. Аçа çапиччен юманăн çӳллĕшĕ 26 метра та çитнĕ, хальхи вăхăтра – 20 метр. Экспертсем каланă тăрăх, юман çут çанталăкăн пĕлтерĕшлĕ объекчĕ шутланать. 1981 çулта вăл «Чăваш юманĕсен шур сухалĕ» çут çанталăк палăкĕ пулса тăнă. 2000 çулта вара ăна республика территорийĕнчи уйрăмах хытă сыхлакан кадастр сведенийĕсен пĕрлехи пакетне кĕртнĕ.
 
САМАР ОБЛАÇĔНЧИ 19 муниципаллă районти 62 гектар çĕр çинче саранчасем нумай пулнине тупса палăртнă. Сиенлĕ хурт сырса илнĕ çĕрсене халь химилле препаратсемпе сапаççĕ. Телее, хальлĕхе саранча Самар облаçĕнчи ӳсен-тăрана сиен кӳрсе ĕлкĕреймен-ха.
 
Самар облаçĕнчи Кинель-Черкас районĕнчи Аслă Сарбай ялĕнче «Ял туризмĕ тата халăх ремеслисем» облаçри пĕрремĕш курав иртнĕ. Икĕ кун ял хуçалăх ярмаркки кĕрленĕ кунта. Программăн практикăлла пайĕнче хăна йышăнмалли çуртсене еплерех йĕркелессин, тăмран савăт-сапа тăвассин, кĕççе пусассин, пушăтран япаласем тăвассин, килти условисенче супăнь вĕретессин вăрттăнлăхĕсемпе паллашма май пулнă. Кил хуçи арăмĕсем варенисем тата пахча çимĕçе хĕл валли хатĕрлес ăсталăхра тупăшнă.
 
: 939, Хаçат: 29 (967), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: