Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсем çинчен калаçас пулсан, калаçса пĕтерме çук. Хăш тĕле ан пыр, унта ĕç вĕрет. Кашни çĕрте, паллах, хăйсен ĕçченĕсем. Фермăра – дояркăсем, трактор паркĕнче – механизаторсем. Ял хуçалăхĕнчи тĕрлĕ ĕçсем тăвакансене вара шыраса та тупма çук. Вĕсен ĕçĕ пĕр çĕрте мар. Ăçта кайма хушаççĕ – çавăнта çул тытаççĕ. Мĕн тума хушаççĕ – çавна тăваççĕ.
Пăва районĕнчи «Тăхăръял» агрофирмăна кĕрекен «Родина» хуçалăхĕнче те тĕрлĕ ĕçсем тăвакансем сахал мар. Хастар хĕрарăмсем ĕçлеççĕ унта. Сăмахран: Елена Бабатеева, Марина Лютерова, Любовь Герасимова, Надежда Петрова мĕнле кăна ĕç тумаççĕ-ши? Эпĕ вĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра акă, трактор çинче вăрлăх тултаратчĕç. Ĕçĕ çăмăл мар вĕсен. Хăçан арçынсен ĕçне те пурнăçлама тивет. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем йĕтем çинче ĕçлекенскерсем. Анчах та вырма вăхăчĕ пуçланиччен хуçалăхри ытти ĕçсемпе аппаланма тӳр килет.
Тĕрлĕ ĕç тăвакансем çинчен сăмах хускатрăмăр пулсан, «Родина» хуçалăхра вăй хуракансене пурне те асăнса хăварас килет. Кусем çаплах Людмила Кучерова, Татьяна Мышкова тата Елена Степанова.
Юлашки çулсенче хирте ĕçлекен тракторсем çине пăхсан тĕлĕнсе каян. Вĕсем кашнийĕ, те çут çанталăкпа çыхăнса ĕçлекенскерсем пулнипе, хурт-кăпшанкă евĕр курăнаççĕ. Çак «саранчасем» мĕнле «ăслă-ха» тата, тем тума та пĕлеççĕ. Çитменнине питĕ ансат. Ĕçлекенсем вĕсемпе савăнсах хирсем тăрăх «чуптараççĕ» пуль?
Чăнах та «чуптараççĕ». Шăп та ака вăхăтĕнче «Нью Холланд» тракторĕпе Владимир Исаев хирте «вĕçтерсе çӳретчĕ». Владимир Александрович «Победа» хуçалăх механизаторĕ.
Халь вĕт мĕнле? Енчен те темиçе хуçалăх пĕр агрофирмăна кĕрет пулсан, хăй хуçалăхĕнчи ĕçе кăна ĕçлемест, ăçта хушаççĕ çавăнта каять. «Тăхăръял» агрофирмăна вара тăватă хуçалăх кĕрет.
Кăçал ака вăхăтĕнче «Родина» хуçалăхăн хастарĕсем «Нью Холланд» тракторсемпе ĕçлесе пĕрремĕш вырăна тухнă. Кусем ялан малта пыракан 25 çул стажлă механизатор Валерий Федоров тата 3 çул вăй хуракан Александр Антонов.
Иккĕмĕш вырăнта вара «Победа» хуçалăхĕн механизаторĕсем пыраççĕ. Владимир Исаевпа Павел Ерусланов хуçалăхра механизатор пулса пĕр çул кăна ĕçлеççĕ пулсан та, хăйсен ăсталăхне кăтартма ĕлкĕрнĕ.
 
: 1080, Хаçат: 29 (967), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: