Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (29.09.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 768 - 770 мм, 7 - 9 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КĂÇАЛ УЛĂМ ТА ТУПĂШ КӲРĔ
ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов каланă тăрăх, кăçал хуçалăхсен улăм сутса тупăш илме май пур. Мĕншĕн тесен Оренбург, Самарпа Саратов облаçĕсенче выльăх апачĕ çителĕксĕр. М.Ахметов Чистая ĕçлĕ визитпа килсен шăпах çакăн çинчен асăрхаттарса хуçалăхсене улăма сутма хатĕрлесе хума хушнă.
 
ВЫРМА ПУÇЛАНЧĔ
Маларах палăртнă пекех кăçал вырма ытти çулсенчинчен 10 кун маларах пуçланчĕ. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов каланă тăрăх, вырма пуçланнă официаллă кун июлĕн 16-мĕшĕ. Республикăн уй-хирĕсенче пур çĕрте те хĕрӳ ĕç пырать. Кашни хуçалăхăн тĕп тĕллевĕ – тырра çухатусăр пухса кĕртесси. Вырма вăхăтĕнче уй-хирсенчи лару-тăрăва тата ĕçе мĕнле йĕркеленине сăнаса тăракан ятарлă штабсем тата пахалăха тĕрĕслекен ушкăн йĕркелĕç. Тутарстанра вырмана августăн 20-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Хальлĕхе тухăç енĕпе республикăра Актаныш, Балтаси, Сарман районĕсене çитекенни çук, кунта пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 25 центнер. Ĕç хăвăртлăхĕпе вара кăçал та элкелсем малта.
 
ПĔРРЕМĔШ ТУХĂÇ
Июлĕн 17-мĕшĕнче Чистай элеваторĕ Кама леш енчи районсен пĕрремĕш тухăçне – тырă тиенĕ 70 «КамАЗа» – хаваслă лару-тăрура йышăннă. Пĕрремĕш тухăçа халалланă уява ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ М.Ахметов та хутшăннă. Района ĕçлĕ визитпа килнĕскер вăл малтан «Вамин-Чистай» тулли мар яваплăхлă обществăн уй-хирĕсене пăхса çаврăннă, агрофирмăсен ертӳçисемпе, сервис службисен специалисчĕсемпе курса калаçнă тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Паллах, районта вырма мĕнле пыни те тĕп вырăнта пулнă. Уй-хир ĕçĕсемпе министра район ертӳçи паллаштарнă. Июлĕн 17-мĕшĕ тĕлне Чистай тăрăхĕнче пурĕ 1,2 пин гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырнă, вĕсенчен 591 гектарĕнчен 1,2 пин тонна тырă çапнă. Пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 20,7 центнер.
 
ÇĔНĔ КОМПЛЕКС
Пĕкĕлме районĕнчи Земная Роща ялĕнче çитес вăхăтра сысна ĕрчетекен çĕнĕ йышши комплекс ӳссе лармалла. Пĕкĕлме районĕн ертӳçи И.Касымов комплекс строительствин ыйтăвĕсене Bauer Tehnics (Чехи) компани директорĕпе Карел Ликаржпа тĕл пулсан сӳтсе явнă. Фирмăн сотрудникĕсем проект ĕçĕсене вĕçлесенех стройкăна пуçăнĕç. Хальхи вăхăтра пулас комплекс территорийĕнче ĕç тытăннă ĕнтĕ, унти кивĕ ферма çурчĕсене реконструкцилеме хатĕрленеççĕ. Çĕнĕ комплексра ĕçлемешкĕн специалистсене вырăнти аграри колледжĕнче ятарласа вĕрентĕç. К.Ликарж шучĕпе, строительство кăçал сентябрь уйăхĕнче пуçăнмалла, 2013 çулхи май уйăхĕ тĕлне сыснасем пуçласа çăвăрламалла та.
 
МЕХОТРЯДСЕМ ЙĔРКЕЛЕНĔ
Вырма вăхăтĕнче Теччĕ районĕнче мехотрядсем йĕркелеççĕ. Тырă выракан, çапакан машинăсен ушкăнне районта каярах юлнă хуçалăхсене ярĕç. Ытти районсемпе танлаштарсан, Теччĕре кăçал çумăр ытларах çунă, çавăнпа тухăç та лайăх çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ тухăçа вăхăтра тата çухатусăр пухса кĕртесси. Çавăнпа тырă турттарма теччĕсем районти мĕнпур тиевлĕ техникăна явăçтарĕç.
 
: 975, Хаçат: 29 (967), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: