Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТУТАРСТАНРА муниципалитетсен пурлăх базине çирĕплетес тĕллевпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Юлашки икĕ çулта кăна, тĕслĕхрен, вĕсене 400 автомобиль панă. Кăçал Республика кунĕнче тата 100 машина парнелĕç. Паллах, претендентсене конкурс ирттерсе суйлама тивĕ. Сăмах май, муниципалитетсен пурлăх базине кăна мар, ĕçченсен ĕç укçисене те ӳстереççĕ. Ертӳçĕсемпе секретарьсен ĕç укçине пĕлтĕр ӳстернĕ пулсан, кăçал черет ял хутлăхĕсен шут-хисеп ĕçченĕсене çитĕ.
 
ÇЫРЧАЛЛИ хулинчи 9№ шкулта вĕреннĕ, 9 çулти ачана хăтарса вилнĕ 12 çулти Данил Садыкова Паттăрлăх орденĕпе чысласси пирки РФ Президенчĕ В.Путин çак кунсенче Указа алă пуснă. Аса илтеретпĕр, инкек кăçал май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çырчалли хулинче пулнă. Энтузиастсен бульварĕнчи шыв тултарнă фонтана 9 çулти Андрей Чурбанов ӳкнине курнă Данил пулăшăва килсен, иккĕшне те ток çапнă. Вĕсене полици ĕçченĕсем бассейнран туртса кăларнă-ха, анчах Данила пурпĕрех çăлса хăварайман, васкавлă пулăшу машини çинче вăл вилсе кайнă.
Хăй пурнăçне шеллемесĕр тепĕр çынна çăлнăшăн Данил Садыкова вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăлама Интернетпа усă куракансем чи малтан сĕннĕ. Ордена çывăх вăхăтра Данилăн амăшне Наталья Садыковăна парĕç.
 
ÇĔПРЕЛ районĕнчи Пăрăнтăк, Кĕçĕн Чăнлă тата Кивĕ Чукал кусчĕсенче вырма пуçланас умĕн «Комбайнерсен парадне» ирттернĕ. Мероприятире ТР Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министерствин, районти ял хуçалăх управленийĕн представителĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ тата хуçалăхсен ертӳçисемпе специалисчĕсем хутшăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче агрегатсен юсавлăхĕ, аптечка, огнетушительсем пуррипе çукки çине тĕп тимлĕх уйăрнă. Парад хыççăн кашни кустра I-III вырăнсене йышăннă комбайнерсене Хисеп хучĕсемпе тата укçан премипе чысланă.
 
АНАТ КАМА районне кĕрекен Пăлхар ялĕнче пĕрремĕш ял пляжне уçнă. Депутатсем тата вырăнти власть пулăшнипе ялти кӳлĕ хĕрринче хăтлă кану вырăнне йĕркеленĕ тесе пĕлтерет «Татар-информ» ИА. Çакă ял çыннисемшĕн чăн-чăн парне вырăнĕнче. Мĕншĕн тесен малашне вĕсем хăтлă вырăнта шыва кĕме кăна мар, лайăх канма та пултараççĕ. Çак тĕллевпе кунта волейбол площадки, шыв хĕррине анма пирс, пусма тунă. Паллă ĕнтĕ, кун пек пулăма тивĕçлипе палăртмасăр май çук, пăлхарсем те акă «Нептун кунĕ» йĕркелесе, тĕрлĕ ăмăртусем ирттерсе пляжа уçнă.
 
КУКМОРПА ÇӲЛТУ районĕсен суд приставĕсем РФ социаллă страхованийĕн регионти уйрăмĕн 8№ филиалĕн сотрудникĕсемпе пĕрле рейда тухнă. Вĕсем ĕç укçи тӳлемен 30 ертӳçе тĕрĕсленĕ. Суд приставĕсем пырса кайнă хыççăн 14 ертӳçĕ чăнах та ĕç укçин парăмне тӳлесе татнă-ха, ыттисем енĕпе вара актсем çырмах тивнĕ. Виçĕ ертӳçе суд приставĕсен районти службине пымашкăн уведомлени те панă. Хăйсен ирĕкĕпе парăма татас мар тесен те вĕсене суд вăйпах çак ĕçе пурнăçлаттаратех. Сăмах май, Кукморпа Çӳлту районĕсен суд приставĕсем патне кăçал парăмçăсен енĕпе 388 постановлени çитнĕ.
 
: 940, Хаçат: 29 (967), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: