Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

X çуллахи Сбербанкиада Хусанта иртни Тутарстан Республикине тата та палăрмалла турĕ. Çакăн пирки Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов июлĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Сбербанкиадăпа çыхăннă мероприятисенчен пĕринче каланă.
Çуллахи Сбербанкиадăна «Сбербанк России» УАО правленийĕн председателĕ Герман Греф та хаваспах хутшăннă. Рустам Миннихановпа пĕрле вĕсем июлĕн 16-мĕшĕнче Универсиада Ялĕн территорийĕнче иртнĕ улма-çырла фестивальне кайса курмашкăн хапăл тунă. Хусан мэрĕ Ильсур Метшин вара фестивальти хитрелĕхе мăнаçлансах кăтартса çӳренĕ.
Герман Греф улма-çырла фестивальне хутшăнакансене тата Сбербанкиада спортсменĕсене тав сăмахĕсем каласа саламланă. «Паянхи Хусан стройкăна пула хула çыннисене тата хăнасене майсăрлăхпа кансĕрлĕх кӳнишĕн Рустам Минниханов каçару ыйтрĕ, – тенĕ Герман Греф. – Кулянма кирлĕ мар, чăтмалла, çитес çул Хусан питĕ илемлĕ хула пулса тăрать. Эпĕ ăна халех куратăп. Хусан паян пирĕн çĕршывшăн – тĕслĕх».
Кăçал Тĕнче шайĕнчи X юбилейлă Сбербанкиадăн ăмăртăвне пурĕ 24 команда хутшăннă. Вĕсенчен 17-шĕ Перекет банкĕн подразделенийĕсен командисем. Ăмăртăва пурĕ 2 пин çын хутшăнмашкăн кăмăл тунă. Ăмăртусем Универсиада валли хатĕрленĕ спорт керменĕсенче июлĕн 21-мĕшĕччен пымалла.
Герман Греф çаплах Свияжск утравĕн музейне те кайса курмашкăн вăхăт тупнă. Вĕсем ТР Патшалăх Советникĕпе Минтимер Шаймиевпа утрав çинчи храмсемпе мăнастирсем тата чиркӳсем курса çӳренĕ. «Тутарстан кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та, ăна ялан чăнтан тăвать, вĕçне çитермесĕр чарăнмасть», – тенĕ Герман Греф. Перекет банкĕ вара малашне те «Возрождение» фонда пулăшса тăма сăмах панă.
 
: 882, Хаçат: 29 (967)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: