Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (24.09.2020 21:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕç пенсийĕсен вăтам калăпăшĕ виçĕ çултан 1,5 хут ӳсет. Çакăн пирки ытларикун РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев пĕлтернĕ. «2015 çултан ĕç пенсийĕсене 45 процентран кая мар ӳстермелле», – тенĕ вăл РФ Правительствинче иртнĕ федераллă бюджет проектне сӳтсе явассине халалланă канашлура. Халĕ çĕршывра ĕç пенсийĕн вăтам калăпăшĕ 9,5 пин тенкĕпе танлашать, социаллă пенси 6 пин тенке яхăн. Августра каллех пенсисем ӳсмелле.
 
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе ТР Президентне «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă. Асăннă наградăна Рустам Минниханов пирĕн республика çамрăксене çарпа патриотла воспитани парассинче, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене кайма призывччен лайăх хатĕрленинче пысăк çитĕнӳсем тунăшăн тивĕçнĕ.
 
Ĕнер Хусанти Четаев тата Мусин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте автомобиль сирпĕннĕ, руль умĕнче ТР муфтийĕ, ТР Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Илдус Файзов пулнă. «Татар-Информ» ИА пĕлтернĕ тăрăх, муфтие тӳрех РКБна ăсатнă, операци тунă. Следстви ĕçĕсем пуçарнă. Ĕнерех 10 сехетре Хусанти Заря урамĕнче унччен ТР муфтийĕн çумĕ пулнă, халиччен ТР Мăсăльмансен тĕн управленийĕн вĕренӳ уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă Валиулла Якуповăн виллине унăн машининче тупнă.
 
Октябрь пуçламăшĕнче Хусанта РФ субъекчĕсенчи ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăйсен Пĕтĕм Раççейри VI съезчĕ иртет. Çакăн пирки РФ Президенчĕ çумĕнчи ачасен правине хӳтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов юнкун Хусана килсен пĕлтернĕ. Съезда нумай ачаллă çемьесене, Ашшĕсен ассоциацийĕн представителĕсене те чĕнеççĕ. Çавăн пекех «Россия без сирот» программăна та тĕплĕн сӳтсе явма палăртнă унта.
 
Ача çуратаслăх кăтартăвĕ Тутарстанра Раççейĕн ытти регионĕсенчипе танлаштарсан 7,1 процент, Федерацин Атăлçи округĕнчипе танлаштарсан 7,9 процент пысăкрах. ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Фаррахов каланă тăрăх, кăçалхи пилĕк уйăх кăтартăвĕсене пăхсан çуратаслăх Кукмор, Мĕслĕм, Ютаза, Азнакай районĕсенче, Çырчалли хулинче пысăк. Теччĕ, Çĕпрел, Камско-Устьински, Кайпăç тата Элкел районĕсенче вара ача çуратакансем пуринчен те сахалрах.
 
: 953, Хаçат: 29 (967), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: