Çум çумланă чух алăсем варланаççĕ кăна мар, çуркаланаççĕ те, чĕрне ăшне тăпра кĕрсе тулать… Мĕн тумалла? Пирĕн сĕнӳ пахчара ĕçлекенсемшĕн çав тери вăхăтлă та вырăнлă пулĕччĕ.
1. Пахчана тухас умĕн алла глицеринлă крем сĕрме, супăне чĕрнепе чĕрме ан манăр. Çапла тусан алă вараланмасть, чĕрне ăшне тăпра та кĕреймест.
2. Ĕçлесе тĕксĕмленнĕ алла та йĕркене кĕртме йывăр мар. Алла хуть мĕнле тĕслĕ хурлăхан çырлипе, панулми уксусĕпе, апельсин е лимон хуппипе сăтăрмалла çеç. Вĕсем ӳте нӳретеççĕ кăна мар, шуратаççĕ те.
3. Кушăхнă ӳте вара çемçе супăньпе çуса 1 апат кашăкĕ сахăр песокĕ ирĕлтернĕ шывра çумалла. Нашатырь спирчĕпе глицерин хутăшĕ те лайăх пулăшать. Ĕç хыççăн крем сĕрме нихçан та ан манăр.
4. Енчен те алă хытă вараланнă пулсан малтан тип çура йĕпетнĕ вата татăкĕпе сăтăрăр, унтан нашатырь спирчĕ хушнă вĕрирех шывпа çуса ярăр.