Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ялти учрежденисем чĕрĕ организм евĕрлех, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемеççĕ-тĕк, ял тăрăхĕнче тирпей-йĕрке пирки ĕмĕтленмелли çук. Çĕпрел районĕнчи «Звезда» ял хутлăхĕнчи лару-тăрăва вара ăмсанмалăх та пур, мĕншĕн тесен кунти мĕнпур учреждени пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлет.
– Эпир 2006 çултанпа пĕрле тăрăшатпăр, – паллаштарчĕ хăйĕн ĕçченĕсемпе ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.А.Тарасов кантура çитсенех. Елена Ивановна Захарова секретарьпе Марина Вячеславовна Денисова лайăх специалистсем пулнине, хăйсен ĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртмасăр хăвармарĕ пуçлăх.
Елена Ивановна, тĕслĕхрен, профессипе педагог, Тăваньел шкулĕнче ачасене 15 çул биологи предметне вĕрентнĕ-мĕн, çак опыт ăна кунта та пулăшать. Ĕçĕ вара секретарĕн нумай: нотариус ĕçĕсене пурнăçламалла, хуçалăх кĕнекисене илсе пымалла, справкăсем памалла, ял канашĕн, ĕçтăвкомĕн ĕçĕсене илсе пымалла, пĕр сăмахпа, хут ĕçĕ çителĕклĕ. Пĕр справкăна кăна унăн темиçе тĕрлĕ çырма тивет иккен. Мĕншĕн тесен ял хутлăхĕ Ульяновск облаçĕпе тата Чăваш Енпе чикĕленет. Паллă ĕнтĕ, кашни регионта справкăн форми тĕрлĕрен. Ку та темех мар-ха специалистшăн, законсем час-часах улшăнни тепĕр чух ал-урана çыхать. Мĕншĕн тесен ял кантурĕнчи ĕç тимлĕх ыйтать-çке, документсенче вара йăнăшма юрамасть.
Елена Ивановна, тĕпрен илсен хут ĕçĕпе ларсан, Марина Вячеславовна шут-хисеп ĕçне илсе пырать. Вăл – ял хутлăхĕн бухгалтерĕ. Ун валли те ĕçĕ сахал мар кунта, ĕç укçи шутланисĕр пуçне договорсем те хатĕрлемелле. Шăхаль тăрăхĕнче вара юлашки çулсенче курăмлă ĕçсем питĕ нумай: клубсенче юсав пырать, асфальтлă çул сараççĕ, чиркӳ тăваççĕ тата ытти те. Эрнере ултă кун çак специалистсем ĕç вырăнĕнче. Ял кантурне килен-каян сахал мар, вĕсен вара пурин валли те ăшă сăмах тупăнать, мĕн ыйтнине тивĕçтерме профессионализмĕ те çитет. Çавăнпах ĕнтĕ Сергей Анатольевич ĕçченĕсене хăйне шаннă пекех шанать.
Хурăнвар Шăхаль тăрăхĕнчи тепĕр ĕçченсен – страхлакан агентсен – ĕçĕ курăмлă мар пулсан та вĕсен те ĕçĕ ăсталăх ыйтать. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмеллех-çке. Куçман пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе страхлас ĕçре унсăрăн юрамасть, мĕншĕн тесен çынсем нумай чух кĕсьерен укçа-тенке «пĕр ахаль» кăларса пăрахасшăн мар, инкек тухсан кăна чавсана çыртма çуккине аса илме хăнăхнă вĕт этем. Çапах та ку тăрăхри агентсем плана тултарманни пулман-ха хальччен.
Нина Анатольевна Степанова çак ĕçре акă ĕнтĕ 17 çул тăрăшать. Ял хутлăхĕнчи темиçе яла çитме ĕлкĕрет вăл. Кашни кун çул çинче тесен те юрать. «Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлетпĕр. Страхлама килĕшменнисем çук пирĕн патра. Тепĕр чух çынсен алăра укçи-тенки çук пулсан хамăрăнне те тӳлесе яратпăр. Вĕсем вара кивçене каярах тавăрса параççĕ», – тет кун пирки агент. Çапла, çак професси çыннисен тата психолог та пулма тивет. Нина Анатольевна та çурт-йĕршĕн вут-кăвар, выльăх-чĕрлĕхшĕн чир-чĕр хăрушлăхĕн сиенĕ пирки аса илтерсе ăнлантарсах тăрать. Чăн та, малалла ĕçлеме çеç шутламасть. Ӳркеннипе е ĕç йывăррипе мар, çамрăксене çул парас тенипе.
– Тивĕçлĕ канăва пилĕк çул каяллах тухрăм, урăх ĕçлес мар тетĕп. Мăнуксене пăхăп. Халĕ акă хам вырăна çамрăксене вĕрентсе хăварас тесе çӳретĕп-ха. Ялта вĕсене ĕç кирлĕрех вĕт, – тăсăлать малалла калаçу. Нина Анатольевнăн мăнукĕсем чăнах та сахалăн мар, улттă таранах, виççĕшĕ вара хăйĕнпе юнашар. Ывăлĕн çемйи унпа пĕрле пурăнать. Çак кунсенче кăна-ха Степановсен ачи-пăчин, мăнукĕсен тăван килте пуçтарăнмалли сăлтав та пулнă, Нина Анатольевна июлĕн 9-мĕшĕнче 60 çул тултарнă. Юбилейпе ăна ял çыннисем те саламламасăр юлман, паллах, ара, 8 çул ача сачĕн заведующийĕнче, 17 çул страхлакан агентра ĕçленĕскере кашни килте тăван пекех йышăнма хăнăхнă-çке. Нина Анатольевнăна юбилей ячĕпе эпир те саламласа çирĕп сывлăх, ачи-пăчинчен телей курма сунатпăр.
 
: 1280, Хаçат: 28 (966), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: