Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.09.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, çумăр çума пултарать, атмосфера пусăмĕ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Шутлавçăсем

1980 çул. Тӳрех калам, кĕтмен-туман çĕртен лекрĕмĕр Çăлтăр хулана. Шупашкарти тусăмсемпе Мускава Раççей писателĕсен пиллĕкмĕш съездне делегат пулса кайнăччĕ. Çакăнта, Кремль çывăхĕнче вырнаçнă «Россия» хăна çуртĕнче (шел, халĕ вăл çук ĕнтĕ), мана пĕр тĕреклĕ те маттур чăваш шыраса тупрĕ. «Тявин Илья Петрович пулатăп», – терĕ вăл хăйпе паллаштарса. Эпĕ те хамăн ятпа хушамата каларăм. «Тахçанах пĕлетĕп Ульккапа Надюш шăллĕне», – терĕ хăна. «Ак тамаша, – шухăшларăм эпĕ, – ку çынна хальччен нихăçан та курман-çке, епле пĕлме пултарать-ха вăл мана?»
Сăмах çине сăмах вакларăм. Калаçуран çакă паллă пулчĕ: Илья Петрович, Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Сальел ялĕнче, Тутарстанри эп çуралнă Çĕнĕ Йĕлмелĕрен вун çичĕ çухрăмра 1928 çулта çуралнăскер, вăрçă вăхăтĕнче хăй вун улттăра чухнех пирĕн яла ачасене вĕрентме пынă.
Акă еплерех аса илчĕ вăл çав йывăр тапхăра Мускаври хăна çурчĕн пӳлĕмĕнче. Эпир, чăвашсен паллă поэчĕпе Георгий Орловпа пĕрле вырнаçнăччĕ те, Илья Петрович сăмахне питĕ тимлĕн итлесе лартăмăр вара.
– Эп çуралнă çĕршыв, – тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Çăлтăр хулинчен килнĕ подполковник, – кăштах вырăссемпе хутăшлă пысăках мар чăваш ялĕ Сальел, Çарăмсана юхса кĕрекен Иштукан çырмин икĕ енчи çыранĕсен хĕрринче вырнаçнă. Инçех те мар Турхан вăрманĕ таврана илем кӳрсе ларать. Ялĕ вара пирĕн, тавра пĕлӳçĕсем тĕпченĕ тăрăх, 1750 çулсенче пуçланса кайнă, чи малтан Сали, Тимах тата Тява ятлă арçынсен çемйисем тĕпленнĕ теççĕ, вĕсем Чĕмпĕр уесĕнчи Ирçел тата Анат Тимĕрçен, Кивĕ тата Çĕнĕ Йĕлмел ялĕсенчен куçса пынă иккен. Апла пулсан, темиçе ĕмĕр каярах, Порфирий шăллăм, эсир çуралнă Йĕлмел чăвашĕсемпе эпир çывăх тăвансемех пулма пултарнă.
Илья Петрович хăйĕн ачалăхне те питĕ лайăх астăвать.
– Мĕн каласси, çăмăл пулмарĕ çав тапхăр. Эпĕ пилĕк класс пĕтернĕ çулхине хăрушă вăрçă сиксе тухрĕ. Атте вăрçа тухса кайрĕ, килте асатте те анне тата манпа виçĕ йăмăк тăрса юлтăмăр. Кашни вĕренӳ çулĕ хыççăн çăвĕ-çăвĕпе хирте те вăрманта тăрмашаттăмăр, фронта пулăшас тесе пĕтĕм вăя хурса ĕçлеттĕмĕр. Çапах та вĕренсе çын пулас шухăша та пăхрахмарăмăр эпир, ун чухнехи çамрăксем. Хамăн малтанхи вĕрентекенсене – Тухтаман Тудиярович Альмендеевпа Николай Иванович Угадерова халĕ те ырăпа, яланах тав туса аса илетĕп эпĕ. Шел, иртнĕ вăрçăран таврăнаймарĕç вĕсем, нимĕç фашисчĕсемпе паттăррăн çапăçса пуçĕсене хучĕç.
1943 çулта ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан темиçе юлташпа пĕрле Аксури педучилищĕне кайса кĕтĕмĕр. Пиртен утмăл çухрăмраччĕ Аксу. Астăватăп-ха, лере апат хатĕрлемелĕх тесе, çунашка çине çĕр улми тиесе, çуранах танкаттăмăр çав вăрăм çулпа. Выçăллă-тутăллăскер сем часах ывăнаттăмăр, канма ларас – сивви «ăшалать». Çуркуннеччен чăткаларăмăр çапла. Кайран вара çулсем пăсăлса кайрĕç те, эпир, Никита юлташăмпа, çакăн пек шухăшларăмăр: хамăр ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă Çарăмсан вăтам шкулĕн (Тутар АССРĕ) саккăрмĕш класне (унта предмета вырăсла çеç вĕрентеççĕ) куçса килес. Вырăсла чаплах пĕлеймесен те хăнăхăпăр терĕмĕр. Çапла турăмăр та. Телее, сакăр класс пĕтерсенех çутĕç пайĕ çумĕнче учительсем хатĕрлекен уйăх çурăллă курс (ун чух шкулсенче учительсем çитместчĕç) уçăлчĕ. Эпĕ çав курсран вĕренсе тухрăм та мана Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнчи тулли мар вăтам шкула ачасене вĕрентме ячĕç. Шăпах вун улттăраччĕ эпĕ ун чухне.
Шкулта вун виçĕ учительтен вуннăшĕ çамрăк хĕрсемччĕ. Халĕ те куç умĕнчех-ха вĕсем – пурнăç çулне пĕрле пуçланă хĕр-тантăшсем е кăшт аслăраххисем: гитара каласа хӳхĕм юрăсем юрлакан Нина Алексеевна Васюткина, тăван чĕлхене шутсăр юратакан Мария Харитоновна Емендеева, Антонина Николаевна Редюкова, вăрçăран çĕнтерӳпе киле таврăннă Зинаида Ильдимировна Кузнецова-Мельников а… Каярах пирĕн йыша Аксу педучилищинчен вĕренсе тухнă Ольга Ивановна Родионовăпа Елена Алексеевна Васюткина хутшăнчĕç. Çавăн чухнех Çĕнĕ Йĕлмеле ман ачалăхри тусăм Никита Дмитриевич Альмендеев килчĕ. Шкул пӳлĕмĕсене шăпах Порфирийĕн ĕçчен аппăшĕсем Ульккапа Надюш тата Ультепи Ильдирякова тирпей кĕртсе тăратчĕç. Вĕсем те хамăр ӳсĕмрисемехчĕ. Вăт çавăн чух паллашнă та эпĕ пиллĕк-улттăри чĕрĕ те лара-тăра пĕлмен вичкĕн хура куçлă Порфирий ятлă ачапа.
Йывăрччĕ пурнăç. Анчах çавна пăхмасăрах шкул ачисене те, ял çыннисене те эпир яланах çывăх вăхăтра çĕнтерӳ пулассипе хавхалантарса тăма тăрăшаттăмăр, уявсем вăхăтĕнче концертсем, спектакльсем лартса параттăмăр.
Ĕçленĕ вăхăтрах Аксури педучилищĕрен куçăн мар майпа вĕренсе тухрăмăр. Çавăн хыççăн мана Çарăмсана район сучĕн секретарĕнче ĕçлеме куçарчĕç, тепĕр çултан вара Совет Çарне илчĕç. Çавăнтанпа хамăн кун-çулăма çар ĕçĕпе çыхăнтартăм. 1952 çулта авиаци çар училищинчен, каярахпа институтран вĕренсе тухрăм, служба картлашки тăрăх инженер-подполковни ке çитрĕм.
– Чимĕр-ха, чимĕр, – Илья Петровича пӳлсех ыйтрăм эпĕ. – Эсир çавăн чух, Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче ĕçленĕ вăхăтра, матрос карттусĕпе çӳремен-и?
– Шăпах çапла, – терĕ Илья Петрович. – Анчах вĕçкĕнленес тесе мар, çитмен пурнăçа пула, вăл карттуса мана салтакран таврăннă пĕр пичче панăччĕ. Пурнăç ытла йывăрччĕ ун чух, учитель пулин те, çăпата сырса çӳреттĕмĕр.
Чылайччен лартăмăр калаçса. Пурне те питĕ лайăх астăвать иккен Илья Петрович, унтанпа вăтăр çул иртнĕ пулин те, кашни çынна ятран аса илет. Çĕнĕ Йĕлмелĕри хăйĕн ӳсĕмĕнчи Лука Скворцова, Кузьма Сидуллина (каярах вĕсем те Совет çарĕн офицерĕсем пулса тăчĕç), Николай Иванова та (ялти пĕрремĕш çын институт пĕтерсе врач-рентгенолог ĕçне алла илнĕскер), хастар та уçă саслă Пикепи, Майпике, Тăхтапи, Хитрепи, Чĕкеçпи, Пинеслу хĕр-тантăшĕсене те ырăпа асăнчĕ вăл. Ăçта кăна пулсан та чăвашла тухса тăнă «Ялавпа» «Тăван Атăл» журналсене яланах çырăнса илнĕ иккен поэт чунлă, хăй те çамрăк чух нумай-нумай сăвă шăрçаланă маттур офицер. Çавăнпах ĕнтĕ вăл манăн литературăри пултарулăха та сăнаса-йĕрлесех тăнă, чăвашсен ытти çыравçин хайлавĕсемпе те пĕрмаях кăсăкланнă. Мускаври вара наци литературисен лавккинче вĕсен кĕнекисене час-часах туяннă.
1961 çул пуçламăшĕнче Илья Петрович Тявина Мускав çывăхĕнчи космонавтсем хатĕрлекен центрăн инженери пайне чĕнсе илеççĕ те аслă техник-инструктор ĕçне шанса параççĕ. Пай сотрудникĕсем çĕршыври тĕрлĕ çĕртен илсе килнĕ летчиксене кăткăс устрой- ствăсем çинче (вĕсене стендсем тесе ят панă) ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Хăйсен кулленхи ĕçĕ кĕç-вĕç пĕтĕм тĕнчене кисретсе ямалли пулăма çывхартни çинчен çав инженерсенчен пĕри те шутламан-ха малтанлăха. Вĕсен тĕллевĕ опытлă летчиксене космос вĕçевĕнчи условисене çывăх тăракан лару-тăрупа лайăхрах паллаштарасси пулнă. Çавăн валли кунта пĕр вырăнта чупмалли çул, онтокинетически барабан, ротор, силленсе тăракан платформа ăсталанă, пулас космонавтсем валли пĕрремĕш тренажер вырăнне пĕрремĕш «Восток» карапĕ хатĕрлесе вырнаçтарнă. Çак вĕренӳ карапĕнче вĕсем карапăн вĕçевне алă вĕççĕн ирттерме, алăпа тытса пыма, радиоçыхăну йĕркелеме, наукăн тĕрлĕ эксперименчĕсене тума, борт журналне мĕн-мĕн çырмаллине хăнăхнă.
– Эксплуатаци вăхăтĕнче, – каласа парать пире Илья Петрович, – тренажерсене лайăхлатсах пыма тăрăшаттăмăр эпир. «Çĕр куçнине» имитаци туни космонавтсене те, инструкторсене те килĕшсех каймастчĕ. Пирĕн ушкăна ертсе пыракан Е.Целикин инженер мана кинопленка çинчи сăнсене лайăхлатмалли майсем пирки шухăшласа пăхма сĕнӳ пачĕ. Чылай опыт тунă хыççăн, чăнах та, çак майсене шыраса тупрăм эпĕ. Ман ĕçе хаклама Юрий Гагарина (вăл хăйĕн пĕрремĕш вĕçевĕнчен таврăннăччĕ ĕнтĕ) чĕнчĕç. Вăл манăн установкăна тĕрĕслесе пăхрĕ те кăмăллăн кулкаласа çапла каларĕ:
– Чăн та, халĕ шăп та лăп космосри пекех.
Юрий Гагарин ячĕ этемлĕх историне яланлăхах кĕрсе юлчĕ. Тăван çĕршыв ăна сумлă та ответлă ĕç – «Восток» караппа космоса пĕрремĕш хут вĕçме шанса пачĕ. Çак ĕçе вăл чыслăн, чăн-чăн паттăрла пурнăçларĕ, тăван халăха, çĕршыва чун-чĕререн парăннине кăтартса пачĕ. Эпир, унăн ĕçри юлташĕсем, хамăршăн ырă кăмăллă, хăйĕнчен те, хăйне пăхăнса тăракан ытти çынсенчен те çирĕп ыйтакан командира питĕ хисеплеттĕмĕр. Пире, инженерсемпе техниксене, Юрий Алексеевич яланах тивĕçлĕ пулăшу пама хатĕрччĕ. Тренажерсене лайăхлатса аталантарас ĕçре те унăн тӳпи калама çук пысăк.
Ю.А.Гагарин хыççăн космоса Герман Титов, Андриян Николаев, Павел Попович вĕçсе кайса килчĕç. Уйрăмах эпĕ хамăр ентеш «Восток-3» космос карапĕн командирĕ Андриян Григорьевич Николаев вĕçев программине ăнăçлă пурнăçласан питĕ хытă савăнтăм. Лăпкă, хăюллă, çирĕп сывлăхлă, техникăна питĕ лайăх пĕлекенскер, Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхне икĕ хут кайса килсе тăван çĕршывăмăр ятне тата çӳлерех çĕклеме пулăшрĕ.
– Сăмах май каласан, – тесе вĕçлерĕ çав кунхи калаçăва Илья Петрович, – космонавтсене «Восток», «Восход», «Союз» тата «Салют» йышши карапсемпе вĕçме хатĕрлес ĕçре ытти халăх ывăлĕсемпе пĕрле чăвашран тухнă çынсем тата пулнă пирĕн. Тĕслĕхрен, В.М.Портнов, А.Ф.Сироткин, С.М.Михайлов.
– Халĕ те унтах ĕçлетĕр-и вара? – кăсăкланчĕ Георгий Орлов сăвăç.
– Пĕлтĕр, 1979 çулта, Совет Çарĕн ретĕнчен запаса тухнă хыççăн, мана Çăлтăр хулинчи авиаципе космонавтика ĕçченĕсен пĕрлештернĕ профсоюз комитечĕн председательне суйларĕç, – хуравларĕ Илья Петрович. – Унсăр пуçне, Андриян Григорьевич РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă май, ăна суйлавçăсен ыйтăвĕсене татса панă чухне пулăшатăп, ун патне килсе çӳрекен хăнасене, уйрăмах чăвашсене, кĕтсе илме, ăсатса яма тăрăшатăп.
Хăна çуртĕнче чылайччен калаçса ларнă хыççăн Илья Петрович Тявин пире хăй патне, Çăлтăр хулана, хăнана пыма чĕнчĕ. Çыравçăсен съезчĕ тепĕр ирхине кăна пуçланать, ĕлкĕретпĕр тесе эпир кĕтмен сĕнӳпе хаваспах килĕшрĕмĕр.
Тĕп хулари Хусан вокзалне хирĕçех вырнаçнă Ярославль вокзалĕнчен тапранса пирĕн электропуйăс Циолковский платформине çитсе чарăнчĕ. Эпир космонавтсем хатĕрлекен центрăн пропусксем паракан бюровĕнче тивĕçлĕ хутсем çыртартăмăр та малалла утса кайрăмăр.
Акă вăл, тĕнчипе паллă Çăлтăр хула: кунта паттăр космонавтсем кăна мар, нумай-нумай тĕрлĕ специалист – ученăйсемпе медиксем, методистсемпе тренерсем, вĕсен çемйисем пурăнаççĕ иккен. Кунта вĕренӳ корпусĕсемпе лабораторисем, астрономи обсерваторийĕ, пысăк спорт комплексĕ вырнаçнă. Кунтах – пилĕк, тăхăр, вун пĕр хутлă пурăнмалли çуртсем, лавккасем, хăна çурчĕ, вăтам шкул, ача сачĕ, ясли. Культура çуртĕнче пысăк кинозал, библиотека, космонавтика музейĕ…
Çăлтăр хулин тĕп лапамĕнче – Юрий Гагарина чысласа лартнă палăк. Илья Петрович каланă тăрăх, ун умĕнче çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чĕрĕ чечексем çиçеççĕ. Чечексем пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Гагарин çуралнă кун, тата ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, вăл космоса çĕкленнĕ кун, уйрăмах нумай пулаççĕ иккен. Нумай-нумай хăна палăк умне пырса, космос алăкне уçнă пĕрремĕш çынна асăнса, пĕр минут шăп тăрать.
Илья Петрович пире тӳрех Çăлтăр хулин музейне илсе кĕчĕ. Ăна уçнăранпа çĕршер те пиншер çын пырса курма ĕлкĕрнĕ иккен.
(Малалли пулать.)
 
: 1358, Хаçат: 28 (966), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: