Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАНТА çак кунсенче Универсиадăн лицензиллĕ пĕрремĕш лавкки уçăлнă. Островски урамĕнче вырнаçнă вăл. Универсиадăн ĕç тăвакан дирекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек лавкка пурри кирлĕ мар тăкаксенчен хăтарать. Урăхла каласан, хăш сувенира, тавара халăх ытларах кăмăлланине пăхса çавна нумайрах кăларĕç. Тата вăл 2013 çулта иртекен Универсиадăн брендне анлăн сарма та пулăшать. Тепĕр çулччен Хусанта çакăн пек 10 ытла лавкка уçăлмалла. Универсиада символикиллĕ таварсене спорт комплексĕсенче тата интернет-лавккасенч е те сутĕç. Сăмах май, интернет-лавккасем ĕçлеме тытăннă та ĕнтĕ. Лицензиллĕ лавкка пĕрремĕш кунхинех 60 пин тенкĕлĕх тавар сутма ĕлкĕрнĕ. Хаксем Универсиада вăхăтĕнче те паянхи пекех пулĕç.
 
СПАС. Турци çĕршывĕн культура министрĕ Эртугрул Гюнай нумай пулмасть Хусанта иртнĕ хуласен Еврази форумĕнче тата туризм енĕпе Раççейпе Турци конференцине килсен ТР Президенчĕпе Р.Миннихановпа тĕл пулса çĕршывсем туризмпа культура енĕпе малашне те пĕрле ĕçлессипе çыхăннă нумай ыйтăва сӳтсе явнă. Тутарстанăн та хăнасене кăтартмалли çук мар, вĕсенчен пĕри – Пăлхар хули. Турци министрĕ официаллă мар визитпа унта та çитсе килнĕ. Хаклă хăнасем музей-заповедникпа паллашнă май авалхи çуртсен ишĕлчĕкĕсене, хальхи вăхăтра пыракан раскопкăсем патĕнче пулнă, Тутарстан историйĕпе, реставраципе çыхăннă ыйтусемпе нумай кăсăкланнă.
 
ÇĔНĔ ШУÇĂМ. «Самум» карап çинче хĕсметре тăнă икĕ каччă Андрей Абрамовпа Александр Гордеев киле таврăннă хыççăнах район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Козловпа тĕл пулнă. Каччăсем район ертӳçине хăйсене çарта чухне пулăшса пынăшăн, тăвансемпе скайппа калаçма майсем туса панăшăн тав тунă. Çав кунах моряксем «Факел» лагерьте канакан ачасемпе те тĕл пулнă. Хăйсемпе пĕрле Севастополь хăнисене А.Дробышев лейтенантпа А.Табухов старшинана тата «Мираж» карапĕн фельдшерне К.Пепеляева илсе килнĕ. Хăнасем ачасене пирĕн моряксемпе, унти службăпа паллаштарнă. Ентешĕсем хăйсем те çарти чи кăсăклă самантсем çинчен каласа панă. Ачасем те парăмра юлман, хăнасене концерт кăтартса савăнтарнă. Кайран вара моряксемпе спорт ăмăртăвĕ йĕркеленĕ.
 
ТЕЧЧĔРЕ пулăçсен кунне хальччен çапла анлăн паллă туни пулман. Кăçал ăна район ертӳçин В.Чершинцевăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ иккен. Паллах, ку праçник ыттисенчен самай улшăнса тăнă. Ирхине ирех хулари пĕвере пулăçсем ăмăрту йĕркелесе пуçланă ăна. Паркра вара тĕп праçник 11 сехетре тытăннă, теччĕсене тинĕс патши Нептун саламлама килнĕ. Пулă отраслĕн малта пыраканĕсемпе ветеранĕсене чысланисĕр пуçне пулăçсен пурнăçĕпе «Пулăçсен ялĕнче» паллашма, кунтах пулă туянма та, теччĕсен рецепчĕпе пысăк хуранта пĕçернĕ пулă шӳрпине тутанса пăхма та май пулнă. Тĕрлĕ юрă-ташăпа пуян уяв каçхине 20 сехетченех тăсăлнă. Теччĕсем çак уява çулсерен ирттерме шутлаççĕ çеç мар, вăл халăхăн чи юратнă уявĕ пуласса шанаççĕ.
 
: 877, Хаçат: 28 (966), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: