Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ГРЕК САЛАЧĔ
Кирлĕ: 100 г фета сыр, 1 помидор, 1 хăяр, çур пылак пăрăç, 4-5 салат çулçи, 10 оливки, укроп, петрушка; заправка валли – 1 кашăк олива çăвĕ, 1/3 чей кашăкĕ горчица, 1/3 чей кашăкĕ пыл, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, çур шăл ыхра.
Салат çулçисене тата пахча çимĕçсене лайăх çумалла та типĕтмелле. Салат çулçисене савăт тĕпне сарса хумалла. Помидора, хăяра тата пылак пăрăçа турамалла та салат çулçисем çине хумалла. Çиеле оливки тата тăваткалсем çине туранă фета сыр хумалла, туранă укроппа петрушка сапмалла. Заправка хатĕрлемелле: ыхрана ирмелле те лимон сĕткенĕпе, горчицăпа, пылпа хутăштармалла, салат çине ярса пăтраштармалла. Унтан олива çăвĕ хушмалла та татах пăтраштармалла.
 
ШПИНАТ КУКĂЛĔ
Кирлĕ: 500 г хатĕр сийлĕ чуста (шăнтни), 700 г шпинат, кăшт ешĕл укроп, 300 г симĕс сухан, 1 стакан тип çу, вĕтетнĕ мускат мăйăрĕ, вĕтетнĕ хура пăрăç, тăвар.
Шпината лайăх çумалла та сăрăхтарса типĕтмелле. Тураса тăварпа хутăштармалла. Укроппа сухана турамалла, шпинатпа пĕрлештермелле. Мускат мăйăрĕ, вĕтетнĕ хура пăрăç, тип çăвăн 2/3 пайне хушса лайăх пăтраштармалла. Чустана икĕ пая пайласа йĕтĕрлемелле. Пĕр пайне сивĕ шывпа йĕпетсе илнĕ противень çине хумалла, çиелтен тип çупа сĕрмелле. Ăшлăха хумалла, çиелтен тип çупа сĕрнĕ чустан тепĕр пайне хумалла, хĕррисене пĕрлештермелле. Кукăле çиелтен темиçе çĕртен вилкăпа тирсе тухмалла. Кукăле духовкăра (180°С) пĕр сехете яхăн пĕçермелле.
 
ОКРОШКА – КАЛЬМАРПА
Кирлĕ: 300 г кальмар, 2 çĕр улми, 350-500 г хăяр, 2 çăмарта, 50 г хăйма, 1 кашăк горчица, укроп тата петрушка, 1 л квас, тăвар тата вĕтетнĕ хура пăрăç.
Маларах морозильникрен кăларса хурса ирĕлтернĕ кальмара тăвар хушнă шывра 3-5 минут пĕçермелле, унтан сивĕтмелле. Çĕр улмине хуппипех пĕçерсе сивĕтмелле, шуратмалла. Çăмартана чăмăрла пĕçермелле, сивĕнсен шуратмалла та шуррипе саррине уйăрмалла. Хăяра çуса пуçĕсене касса пăрахмалла. Кальмара, хăяра тата çĕр улмине пĕчĕк тăваткалсем çине турамалла. Симĕс суханпа укропа çуса типĕтмелле, тураса тăварпа хутăштармалла. Çăмарта саррипе горчицăна пĕрлештермелле, хăйма тата квас хушса пăтраштармалла. Туранă продуктсене пĕрлештерсе хутăштармалла, турилккесем çине хурса тухмалла. Çиелтен квас хутăшне ямалла.
 
ГУБАДЬЯ
Кирлĕ: чуста валли – 0,5 л сĕт, 1 пĕчĕк пакет типĕ çĕпре, 2 кашăк сахăр песокĕ, çур кашăк тăвар, çур стакан тип çу, 700 г çăнăх; ăшлăх валли – кăрт, 1,5 стакан иçĕм çырли, 1 стакан пĕçернĕ рис, 5 пĕçернĕ çăмарта, 150 г услам çу.
Çӳлерех асăннă ингредиентсенчен чуста çăрмалла та ăна ăшă çĕре лартмалла – хăпартăр. Хăпарсан чустана йĕтĕрлесе çатма çине хумалла – чуста хĕррисем çатмаран тухса тăччăр. Чуста çине чи малтан кăрт хумалла, ун çине сахăр песокĕ сапмалла. Унтан сийĕн-сийĕн: рис, теркăпа хырнă çăмарта, иçĕм çырли. Çиелтен 12 кашăк ирĕлтернĕ услам çу сапмалла та чустан тепĕр пайĕпе хупласа хĕррисене пĕрлештермелле. Кукăлĕн варринче чустана шăтарса шăтăк тумалла. Кукăль çине вĕтетнĕ печени сапмалла. Духовкăра хатĕр пуличчен пĕçермелле.
 
ÇАТМА ÇИНЧИ ПИЦЦА
Кирлĕ: 4 кашăк хăйма, 4 кашăк майонез, 2 çăмарта, 9 кашăк çăнăх.
Çӳлерех асăннă ингредиентсенчен шĕвĕ чуста лăкамалла та ăна тип çу сĕрнĕ çатма çине ямалла. Çиеле хуть мĕнле ăшлăх – туранă помидор, кăлпасси, тăварланă хăяр, оливки тата ытти те – хумалла. Ăшлăх çине майонез тумлатмалла, çиелтен теркăпа хырнă сыр сапмалла (мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ тутлăрах пулать). Çатмана плита çине (духовкăна мар) лартмалла. Пысăк мар çулăм çинче хупкăçпа витсе темиçе минут пĕçермелле. Сыр шăраннă-тăк, пицца хатĕр.
 
«ÇУТ ÇАНТАЛĂК ПАРНИ» ВАРЕНИ
Кирлĕ: 600 г хăмла çырли, 500 г хура хурлăхан, 500 г чие çырли, 2,5 кг сахăр песокĕ, 1,5 стакан шыв.
Чие çырлине вăррисенчен тасатмалла та ытти çырласемпе пĕрлештермелле. Çырласем çине кăшт шыв хушса вĕреме кĕртмелле, вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçермелле. Унтан плита çинчен илмелле те сахăр песокĕ хушса ирĕлсе пĕтиччен пăтраштармалла. Плита çине лартса вĕреме кĕртмелле, 3 минут пĕçермелле. Варение вĕриллех таса банкăсем çине тултармалла, хупласа сулхăн çĕрте упрамалла.
 
: 903, Хаçат: 27 (965), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: