Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕçлекен çын ирех ĕçе тухса каять те каçпа кăна киле таврăнать. Паллă ĕнтĕ, ĕçрен ывăнса таврăнаканăн киле килсен тата темиçе сехет плита умĕнче тăрас килмест. Вăхăт пур-и, çук-и – хырăм ялан выçать вĕт-ха, çиес килет. Хулара лавккана кĕрсе янтă апат туянма май пур-ха, укçу кăна пултăр – пĕçернĕ яшка та, ăшаланă чăх та сутаççĕ супермаркетсенче. Е полуфабрикат туянса килте темиçе минутрах апат хатĕрлеме пулать, пурпĕр сехечĕ-сехечĕпе плита умĕнче тăрасси мар вĕт.
Хула хулах ĕнтĕ вăл, çапах та ялта пурăнакансен пурнăçĕ те хуларинчен пĕрре те кая мар пулнине нумай пулмасть хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Пăва районĕнчи мăкăрсем, тĕслĕхрен, кашни çиес килмесрен кукăль пĕçерме чуста лартмаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Пĕçерсе çитерекенни пур. Ялти А.Ф.Ибятов харпăр предприниматель уçнă лавккара куллен кукăль пĕçерсе сутаççĕ. Мĕн кукăлĕ кăна çук-ши кунта – купăстаран, панулмирен, курагаран, хура сливăран, пӳремеч тавраш… Пурте юратакан пицца та темиçе тĕрлĕ.
Эпир лавккана кĕнĕ чух пире хирĕç пысăк кукăль тата çăкăр туяннă мучи тухатчĕ.
– Ак тин кăна пиçнĕ кукăльпе çăкăр туянтăм-ха, питĕ тутлă пĕçереççĕ кунта, – терĕ вăл. Хакĕ те хаклă мар иккен, пурĕ пĕрле çĕр тенкĕ ытларах кăна тӳленĕ вăл. Хулара вара пĕр кукăлĕ 200-300 тенкĕ тăрать.
Пĕр-пĕр уяв, туй, юбилей чухне ял халăхĕ кунта килсе заказ парать иккен кукăль пĕçерме. Чăнах та питĕ меллĕ: çынсем те чустапа аппаланса вăхăт ирттермеççĕ, лавккана та тупăш кĕрет.
Ирхине саккăрмĕш çурринчен пуçласа каçхине тăххăрччен ĕçлекен лавкка кунĕпе те çынран татăлмасть. Унта ĕçлекен Галина Вячеславовна Родионова сутуçă вара кашни килекенех тарават кĕтсе илсе ăсатса ярать. Мĕн кирли лавккара пĕтĕмпех пур.
 
: 907, Хаçат: 27 (965), Категори: Тĕпелте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: