Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ялта тухтăр пур-тăк, çав ялта пурăнакансем хăйсене чăннипех те телейлĕ тесе шутлама пултараççĕ. Ара, нумай ялсенче халĕ те медпунктсем те, тухтăрсем те çук-çке. Тепĕр чух çынсен кашни анализшăн район больницине темиçе хутчен çитсе килме тивет. Чирлесен вара камран пулăшу ыйтмалла? Пĕр чирлемесĕр пурăнма май çук-çке. Çакăн пек чух тухтăр юнашар пулни сĕре аван та…
Пăва районĕнчи Мăкăрта, телее, фельдшерпа акушер пункчĕ яланах пулнă. Медпункт нихăçан та çынсăр тăмасть темелле: пĕри прививка тутарма килет, тепри юн пусăмне виçтерет, виççĕмĕшĕ укола çӳрет… Лариса Анатольевна Григорьева фельдшер кунта 27 çул ĕçлет ĕнтĕ. Медпунктра кăна йышăнмасть вăл чирлисене, ĕç вăхăтĕнче-и, çĕрле-и, ирпе ирех-и – хăçан, ăçта пулăшу ыйтса чĕнеççĕ, пур çĕре те часах çитет Лариса Анатольевна. Чăн-чăн тухтăр вăл урăхла пултараймасть те пуль? Л.А.Григорьева ĕçлекен ФАП участокне вара тăватă ял кĕрет, вĕсенче 700 ытла çын пурăнать. Ĕçĕ çав тери нумай пулни каламасăрах паллă. Юрать-ха Лариса Анатольевнăна Галина Анатольевна Андреева санитарка пулăшса пырать.
Мăкăрти медпункт çурчĕ кивелсе çитнĕ ĕнтĕ. Телее, кунта кăçал хăвăрт хăпартмалли модульлĕ конструкцисен программипе çĕнĕ ФАП тума палăртнă. Апла-тăк çулталăк вĕçлениччен ку тăрăхра пурăнакансем çĕнĕ медпунктлă пулаççех. Лариса Анатольевна та чăтăмсăррăн кĕтет çĕнĕ ФАПра ĕçлеме пуçласса, хальлĕхе вара чирлисене кивĕ çуртрах йышăнать.
 
: 1385, Хаçат: 27 (965), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: