Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕпе пире кунти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Сергей Ананьевич Салифанов паллаштарчĕ. Вăл ертсе пыракан ял хутлăхне икĕ ял – Хулаçырми тата Çĕнĕ Чакă кĕрет. Вун ик çул пĕр улшăнми çак ĕçре тăрăшать Сергей Ананьевич, вăл хуравлайман ыйту çук та пулĕ тесе шутлатăн: ялсенче пулса иртекен кашни улшăнăва, кашни çĕнĕлĕхе пĕлсе тăрать вăл. Пытарса тăмăпăр, ырă улшăнусем тума хăй те сахал мар пулăшать. Акă, тĕслĕхрен, Петр Архиповах илер. Ялта пурăнакан чылай вăйпитти арçын пекех вăл Мускава ĕçлеме çӳренĕ, чи малтанах строительство ĕçне тара кĕрĕшнĕ, каярахпа Мускава стройкăна ĕçлеме каякансене турттарса çӳренĕ. Çакна тумах икĕ «Газель» туяннă. Унăн çемйи те пур, мăшăрĕпе икĕ ача пăхса ӳстереççĕ. Ĕмĕрĕпе Мускава хутлаймăн, Петр Федорович тăван ялĕнче тĕпленме шутлать, вĕсем Ульяновскра пурăннă. Ĕмĕтне ĕçе кĕртме патшалăх хăех пулăшать те. Çемье ферми уçасшăн вăл.
Калас пулать, Хулаçырми ял хутлăхĕ те, вырăнти хуçалăх администрацийĕ те ентешĕн шухăшне хапăлласах йышăннă, пулăшăвне те панă. Чи малтанах Архипов хуçалăхран ĕне ферми лартма çĕр ыйтнă, ятарлă программăпа тивĕçтернĕ ыйтнине – 0,8 гектар çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Выльăх апатсăр пурăнмасть, çимеллине фермерăн хăйĕнех хатĕрлемелле (ун пек йӳнĕрех ларать) е туянмалла (хака каять). Петр Федорович тăванĕсен çĕр пайĕсене пĕр çĕре пухас тет, кунта та хирĕçлекен пулман. Çапла вăл пĕр пысăк лаптăка пухса акса хăварнă та ĕнтĕ, фермăна кăçалах уçасшăн. Çу каçипе ферма хуралтисене туса пĕтерме те, Тутарстанри «50/50» программăпа 24 пуç ĕне туянса оборудованисем илсе вырнаçтарма та ĕлкĕресшĕн. Кайран хатĕр сĕте сĕт-çу заводне леçме лизинг мелĕпе «УАЗ» машина туянасшăн. Паллах, çак плансене пурнăçланă чух Сергей Ананьевич пулăшăвĕсĕр пулмасть. Вăл ял çыннисем валли тухакан пур программăна та пĕлет: канашпа та, документсем хатĕрлеме те яланах пулăшма хатĕр.
Халиччен те асăрханă, ял хăтлăхĕ, тирпейлĕхĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕнчен нумай килет. Хулаçырми урамĕсемпе иртнĕ чух çак шухăш тепре пуçа килчĕ.
Пирĕн шухăшсене çирĕплетнĕнех ял библиотекин ĕçченĕсем нумай пулмасть юсав ĕçĕсем ирттерни пирки каласа пачĕç. Çук, тĕп юсавах мар, анчах тахçантанпа пуçа ыраттаракан çивиттине те, çутă пралукĕсене те улăштарнă. Паллах, çак ĕçсене тума район администрацийĕ укçа уйăрнă, анчах çапла кирлĕ утăм тумалли çинчен аса илтерсе тăраканни кирлех-çке…
Хулаçырминчи фельдшерпа акушер пункчĕ кăçал çĕнĕ çурта куçнишĕн кам ытларах савăнать-ши? Ялти шур халатлă ĕçченсем-ши е вĕсен пациенчĕсем? Сергей Ананьевич каласа панă тăрăх, ФАП кунта халăхри пек каласан, фински çуртра вырнаçнă. Çанталăк сивĕтсенех сивĕ унта, условисем çук. Хальхи самана ыйтнисемпе пĕртте килĕшсе тăмасть. Çĕнĕ çурта кивĕ ФАПран инçех мар лартаççĕ, ăна тума пуçланă та ĕнтĕ, медĕçченсем пациентсене кăçалах çĕнĕ çĕрте, çĕнĕ оборудованипе йышăнĕç.
Урамсене çутă кĕртессипе те хĕрсе кайсах ĕçлеççĕ. Ӳлĕм Хулаçырми урамĕсем тĕттĕмленсен çуталĕç, шуçăм килсен – çутă хăй тĕллĕнех сӳнĕ. Çапла майпа электроэнерги те перекетленĕ.
Юлашки çулсенче кунта çине- çинех паттăр ентешĕсене халалласа палăксем лартнă: Алексей Федорович Мокшина тата Григорий Трофимович Семенова асăнса. Паллах, историе кĕрсе юлнă хастар ял ĕçченĕсене асăнса тунă пысăк ĕçре Н.Угасловăн тӳпи пысăк. Кунта Николай Федоровича питĕ сума сăваççĕ, калăн унăн ырă алли пырса лекмен ĕç çук та. Тĕрĕсех те пулĕ, пирĕн хаçатра çырнăччĕ те, ялта халь хĕрсе кайсах чиркӳ тăваççĕ, ăна тунă çĕре пĕтĕм ял халăхĕ хутшăнать. Кун пек пархатарлă ĕçре çапла калани килĕшӳллĕ-и те, чи пысăк тӳпе кĕртекенни каллех Николай Угаслов пулса тухать.
Сергей Ананьевич пире ял хутлăхĕн планĕсемпе паллаштарчĕ: икĕ урам вĕçне кĕперсем тума палăртнă, хальлĕхе кĕпер çуккипе çавра çулпа çӳреме тивет. Кĕперсем чăтăмлă, нумай çула пыччăр тесе Канаш хулинченех чукун çул рельсĕсене кӳрсе килнĕ. Паллах, çак ыйтăва татса пама та тăван ял-йыша Николай Угаслов пулăшĕ, анчах паянхи кун пĕтĕм тимлĕх чиркӳ тунă çĕре каять.
Сергей Салифанов каланă тăрăх, ялта паянхи кун çĕнĕ çурт лартакансемех çук. Анчах ку сăмахсене çамрăксем яла юлмаççĕ тесе ăнланмалла мар, юлаççĕ, анчах чылайăшĕ тĕрлĕ хуласене ĕçлеме çӳреççĕ, вахта меслечĕпе ĕçлеме кая-кая килеççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра çĕнĕ çурт лартакансем çукрах пулсан та «аслăланаканнисем» тупăнсах тăраççĕ, куншăн савăнать Сергей Ананьевич – кашни харкам кил-çуртне хăтлăрах тусан урам, ял тата илемленет-çке.
Кунран кун республикăра та, çĕршывра та «симĕс çĕленпе кĕрешес» тĕллевпе тĕрлĕ меслетсем шутласа кăларнине шута илсе, ялсенче «ĕç алли» ытлашши пулнипе çынсем ĕçке ереççĕ тесе хыпар-хăнар çӳрет. Хулаçырми ял хуçалăхĕнче нумай ĕçе техника пурнăçлать курăнать, çавăнпа кунти яш-кĕрĕм юта кайса ĕçлет. Эрех-сăра чирĕ пур-и ялта? Мĕнле кĕрешеççĕ?
Ĕлĕкрех яра куна та «сыпма» юратакансем пулнă-тăк, халĕ праçниксенче те виçеллĕ ĕçеççĕ иккен ялта. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ çакна ял халăхĕ спортпа туслă пулнинче курать. Çамрăксем кăна мар, аслăрах çулсенчисем те хаваспах йĕлтĕр çине тăраççĕ, ытти спорт тĕсĕсене, тĕслĕхрен, хоккей, футбол, ялта кăмăлтан выляççĕ.
 
: 925, Хаçат: 27 (965), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: